Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăмăртура Орининсем çĕнтерчĕç

22 апреля 2009 г.

Спорта юратакансем Çатракассинчи вăтам шкула мартăн 15-мĕшĕнче чыллаййăн пухăнчĕç. Çак кун Хуракасси выçăлкинçе çуралса ÿснĕ, Тăван çăршывăн Аслă вăрçинче Мухтав ортенĕн туллии кавалерĕ пулса тăнă Александр Быков ячĕпе спартакиада иртрĕ. Герой ячĕпе тăванĕсем куçса çÿрекен кубок та çирĕплетнĕ. Шăпах çавна çĕнсе илессишĕн 10 команда ăмăртрĕ.

Чи малтанах пурте йĕлтĕр йĕрĕçине васкарĕç. Кайран волейбол, шашка, шахмат тата сĕтелçи теннис вăййисем иртрĕç. Пур çĕрте те хĕрю тупăшусем пулчĕç. Анчах чи вăйлă, чăтăмлă, хастар команда Оринин хуçалăх команди пулчĕ. Иккĕмĕш вырăна- Çатракасси вăтам шкулĕн, виççĕмĕш вырăна «Виват» общества командисем тивĕçрĕç. Çĕнтерюçĕсене медальсемпе тата хаклă парнесемпе чысларĕç, укçа парса хавхалантарчĕç. Пурте спорт уявĕпе кăмăллă юлчĕç. Ăмăртăва йĕркелеме пулăшакансене çакăншăн пурне те тав сăмахĕ калатпăр.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Праздники сегодня

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика