Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ХИСЕПЕ ТИВĔÇ ÇЫН

24 апреля 2009 г.

Çĕр çинче кашни çын хисепе тивĕç, теççĕ. Анчах хисепе те, телей пекех, валеçмеççĕ çав. Апла пулсан мĕн тумалла-ха хисепе тивĕçлĕ çын пулас тесен; Камсем вĕсем хисеплĕ çынсем;

 Эпĕ курни-илтни тăрăх хамăн шухăша калас тетĕп.

Кашни кунах ман куç умĕнче темĕн чухлĕ çын: атте-анне, туссем, вĕрентекенсем, ял-йыш... Кашнинех сăнатăп, вĕсен ĕçне-хĕлне, çитĕнĕвĕсене, тавра курăмне, тыткаларăшĕсене пăхса тĕлĕнетĕп. Мĕн тĕрлĕ çын кăна çук пуль!

Павел Николаевич Вязов çинчен вара хаçат çырас терĕм. Атапай шкулĕн попечительсен канашĕн ĕçне çÿллĕ шайра туса пырассишĕн вăл ырми канми тăрăшать. Павел Николаевич Атапай ялĕнче 1959 çулхи юпа уйăхĕн 12- мĕшĕнче çуралнă. 1975 çулта Атапай шкулĕнче сакăр класс пĕтернĕ хыççăн Шупашкарти строительсен техникумне вĕренме кĕнĕ. Техник-строитель специальноçне алла илнĕ. Хăйĕн ĕçри пĕрремĕш утăмĕсене вăл 1977 çулта ПСО-32 «Волгодонгидрострой» трестра тунă.

Павел Николаевич суйланă ĕçне юратса, чунтан парăнса пурнăçланă, çавăнпа коллективра та ăна хисепленĕ. Часах ăна Оркри кирпĕч тăвакан завода аслă маçтăр пулса ĕçлеме чĕннĕ. Вăл ертсе пыракан участокра вара чи лайăх ĕç кăтартăвĕсем пулнă.

Çурт-йĕр материалĕсем тăвас ĕçре хастар пулнăшăн ăна Строительсен кун ячĕпе Чăваш Республикин Хисеп грамотипе наградăланă. 1985 çула рационализаторсен фонтне пуçарса янăшăн Павел Николаевич «Чи лайăх рационализатор» ял илме тивĕç пулнă.

Ĕçленĕ хушăра 1991 çулта маллала ăнтăлакан специалист Мускаври патшалăх университетне вĕренме кĕрет.

2002 çулта Павел Николаевич Вязова Мургаш район депутатсен Пухăвĕн депутатчĕ Пулма суйлаççĕ.

Ĕçри çитĕнĕвĕсем курăмлă пулнипех ĕнтĕ 2005 çулта пирĕн ентеше ЧР тава тивĕçлĕ строителĕ. 2007 çулта вара Раççейĕн тава тивĕçлĕ строителĕ Ятсем параççĕ.

Павел Николаевич хăйĕн тăван ялне, тăван шкулне нихăçан та манса каймасть. Час-часах вăхăт тупса килсе каять, пулăшма тăрăшать. Сăмах май каласан, унăн амăшĕ Мария Тимофеевна Вязова та çак шкулта ĕçленĕ. Çакăн пек маттур ывăл çитĕнтернинче, паллах, амăшĕн тÿпи пысăк.

Павел Николаевич ачасене тĕрлĕ ăмăртусене хутшăнма хавхалантарса тăрать. Вăл пулăшнипех шкул ачисем вали пĕр пек спорт форми туянма пултарчĕç. Шкул библиотеки те вăл пулăшнипе çĕнĕ кĕнекесем туянчĕ. Çĕнĕ çул уявĕсенче Павел Николаевич вĕренюре лайăх ĕлкĕрсе пыракансене парнесем пачĕ, шкула вара – электронлă микроскоп.

Çакăн пек маттур та ырă çынсем пирĕн тăрăхра пулнипе эпир мăнаçланатпăр, вĕсемпе мухтанатпăр. Çакăн пек çынсем хисепе тивĕç те. Вĕсенчен тĕслĕх илесчĕ.

 

 

 

 

 

 

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Праздники сегодня

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика