23 апреля 2009 г.
Тăхăр çул вĕрентĕм ку шкулта,
Пурнăç хытă шăвать маллала.
Пĕрремĕш вĕрентекень ялан асра,
Йывăр пулĕ унпа сыв пулашма.
Вăл пире вĕрентрĕ вулама,
Çынсемпе йĕркеллĕ калаçма,
Ватăсене ялан пулăшма,
Çĕр çинче пурне те юратма.
Эпир пурте сирĕн умрата
Питĕ пысăк-пысăк парăмра.
Тавах сире вĕрентнĕшĕн пире.
Юратса сывлăх сунар сире.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"