Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Костыльсене яланлăхах пăрахасчĕ...»

21 ноября 2008 г.

«Костыльсене яланлăхах пăрахасчĕ...»

 

        Кашни кунах ирпе Атапайĕнчен Муркаша килекен «Газель» çинчен вокзалта пĕр хĕр ача анать. Костыльсемпе тата портфельпе. Юлташĕсемпе пĕрле тăрăшсах  шкула утать.

         Айккинчен сăнасан хĕр ача урисене хуçнă пулĕ тесе  шутлама пулать. Анчах алăри костыльсем пĕр-икĕ уйăхлăх  кăна мар çав...

         Елена тесе чĕнеççĕ ăна килте. Тăванĕсем те çаплах калаççĕ. Юлташсем хушшинче вара вăл – Лена. Муркашри вăтам шкулта 10 «а» класра вĕренме пуçларĕ кăçал Елена Васильева. Телее, кунта хĕр ача инвалид пулнине «асăрхамарĕç» те. Тиркесе пăхакан та, тăрăхласа калаçакан та çук унпа. Класс ертÿçи Надежда Валерьевна Толстова пĕрремĕш  кунтанпах Ленăна ачасемпе явăçтарассишĕн тимлет. «Класра «ют» ачасем ан пулччĕр», - тет вăл. Лена та хăйне  шкулта лайăх йышăннине калать. «Пурте пулăшма тăрăшаççĕ», - савăнсах пĕлтерет хĕр ача.

         Çак савăнăç ик-виçĕ çул каяллах апла пулман унăн. Вăл унчух инвалид коляски çинчен те тăрайман. Вун ултă çул коляска çинче... Юлташсем выляççĕ, чупса çÿреççĕ. Ленăн вара  темĕнле тăрса утас килсен те ларма тивнĕ. Палах пуçа тĕрлĕ шухăш та пыра-пыра кĕнĕ. Анчах Лена - çирĕп кăмăллисен шутĕнче. Тăрăшсан лайăххи  пулатех тет вăл. Тата амăшне чунтан тав тăвать. Кĕске  калаçу вăхăтĕнчех «анне мар пулсан...» тесе Лена темиçе хутчен калама  ĕлкĕрчĕ.

         Çуралнă чух чиперех çуралнă хĕр ача, кайран вара тем амакĕ тупăннă ун тĕлне: урисем çине пусайман вăл. Çуралнă чух травма пулнă тесе калакан врачсем те, чир кайран çеç пуçланнă текеннисем те пулнă Ленăн пурнăçĕнче. Сăмахсемпе вара инçех каяймăн.

         Тăххăрмĕш класс вĕренсе пĕтерет Лена. Çак таранччен çуркуннепе кĕркунне амăшĕ ăна шкула коляскăпа илсе çÿренĕ. Хĕллехи кунсенче çунашка пулăшнă. Утасси питĕ йывăр пулнă хĕр  ачашăн:  стенасенчен тытăнса, аран-аран вырăнтан вырăна куçма пултарнă вăл. Йывăр. Тепĕр чух упаленме те тивнĕ. Анчах чăтнă. Амăшĕ те, хĕрĕ те чăтнă. Ыран лайăхрах пулĕ-ха тесе кашни кун тăрăшнă...

         16 çул тултарсан Ленăна Шупашкара медицина  комиссине чĕнеççĕ. Тĕрлĕ специалистсем  пăхаççĕ, тĕрĕслеççĕ хĕр ачана. Вĕсенчен пĕри вара: «Операци туса пăхма килĕшместĕр-и; Тен ĕç-пуç лайăхланĕ;» - тесе сĕнет.

         Килтисем пĕрле ларса шутлаççĕ, канашлаççĕ. Çĕр процентлă шанчăк никам та паман-çке. Операци тума килĕшеççĕ. Малтан пĕр урине, кайран теприне «çĕр çине тăма» пулăшаççĕ специалистсем.

         Анчах тÿрех утасси киносенче çеç пуль çав. «Коляска хыççăн костыльсем çине икĕ çул хушши тăтăм», - тет иртнине аса илсе Лена. Икĕ çул – пĕр хускану çумне тепĕр хускану, пĕр минут çумне тепĕр минут. Мĕнле пысăк  савăнăç вĕт-ха вăл вун ултă çул хыççăн! Ленăшăн та, ашшĕ-амăшĕшĕн те – нимĕнпе танлашайми савăнăç. Пĕчĕк чухнех костыльсемпе утма вĕренес тесе мĕн чухлĕ тăрмашман пуль хĕр ача! Кăлăхах. Акă вăл – костыльсемпе тунă пĕрремĕш утăм. Вун ултă çула çитсен.

         «Малтанхи пирки, хальхи пирки шутлатăп та... Маншăн ку тĕлĕнтермĕш пек. Коляска çинчен нихăçан та тăрасса шутламан», - аса илет хăйĕн хурлăхне Лена, çав хушăрах савăннине те палăртать.

         - Ку тĕлĕнтермĕш хыççăн малаллахи çинчен нумайрах шутлатăн пулĕ. Тĕллевсем еплерех; - ыйтатăп унран.

         - Темиçе çул малаллинех тĕлленместĕп. Манăн вăтам шкула лайăх вĕренсе пĕтересчĕ. Тăхăр класс пĕтернĕ хыççăн тăватă çул – пысăк тăхтав пулчĕ-çке. Юрать, анне яланах пулăшать. Анне мар пулсан... Пушă вăхăт та çукпа пĕрех темелле. Врачсем çырса панă тĕрлĕ хусканусем тăвассипе нумай ĕçлемелле. Тăрăшсан  çеç сывлăх лайăхланассине шанатăп, - пĕлтерет Лена хăйĕн шухăшне.

         Пурнăçне лайăхлатас тесе вăл шкулта та тăрăшулăх кăтартать. Палах, тăватă çул хушшинче шкул программи те улшăннă. Ăна вара чăтма пулатех.

         Лена нихăçан та пĕччен мар: унпа юнашар яланах юлташĕсем, тăванĕсем. Ашшĕпе амăшĕ. Çавăнпах пулĕ унăн вăй-халĕ сывлăх енĕпе Турă кÿрентерменнисенчен темиçе хут нумайрах. Тĕллевĕсем çирĕпрех. Чунĕ те таса.

         «Костыльсене хăçан та пулин яланлăхах пăрахасчĕ ман. Коляска çинчен  тăма пултартăм вĕт», - çапларах Ленăн паянхи шанчăкĕ.

         Çемйипех тăрăшнине кура ĕмĕчĕ пурнăçлантăрччĕ.

                                                                         Н. Николаева

 

        

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Праздники сегодня

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика