Территориальный отдел "Моргаушский" Управления по благоустройству и развитию территорий ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Тирпей, илем хамăршăнах.

05 сентября 2007 г.

 

Никамшăн та вăрттăнлăх мар ĕнтĕ, нумай хваттерлĕ çуртсенчи  подъездсем, юсав ĕçне туса ирттерменрен, майĕпен хăйсен малтанхи илемĕсене çухатса пыраççĕ. Паллах, тахçанах сăрă пырса тивмен çурта пырса  кĕме те кăмăллах мар. Подъезд вăл пирĕн кил-çурт-çке.

Эпир алă усса ларнă вăхăтра  мĕн те пулин çÿлтен татăлса анасса кĕтсе ларни вара кăлăхах. Çавăнпа та Муркаш салинчи Мир урамĕнчи 9-мĕш çуртра  пурăнакансем çÿл тÿпери тăрна тытăнасса ытлах шанмарĕç. Хăйсемех пуçарулăхпа палăрчĕç. Кунта чи малтанах Венера Апполоновна Васильева депутата ырăпа асăнмалла. Вăл тăрăшнипе кунта курăмлă ĕç пулса иртрĕ ĕнтĕ. Пĕр кил-йышри  пек пурте пухăва тухрĕç. Укçа пухас, сăрăсем туянас, юсав ĕçне пуçăнас тесе тĕв турĕç. Кунта пурăнакансем  сăмаха вылятмаççĕ курăнать. Юсав ĕçе пуçăнсан аслă çулхисемпе танах кĕçĕннисем те питĕ тимлерĕç. Çавăнпа та палăртнă ĕç вăраха каймарĕ. Халĕ ĕнтĕ пирĕн подъезд Шупашкарти паха çуртри  пекех курăнать. Кĕрсе тухма та питĕ кăмăллă. Пирĕн çуртри тепĕр подъездрисем те халĕ тимлеççĕ. Чăннипех вара хамăршăн хамăрăнах тимлемелле. Çавăнпа та пире тĕслĕхе илсе, эсир те юсав ĕçне кая хăвармасăр пуçăнăр.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика