04 июля 2007 г.
Мĕнпе айăпа кĕтĕмĕр-ши? Çулпа çул пĕр килмест. Хăш-пĕр çулсенче çу каçипе çумăр çăвать те, уйри тыр-пул та, килти пахча çимĕçте пысăк тухăçпа савăнтараççĕ. Мĕн тăвăн - ял çынни пысăк укçа ĕçлесе илеймест те, унăн хăйĕн хушма хуçалăхĕ, тăрăшулăхĕ çине кăна шанса пурăнать. Çемьене те усрамалла.
Анчах та пурнăçра хамăртан килмен инкек-пăтăрмахсем сиксе тухни пире самаях канăçсăрлантарать.
Пурнас текен çын яланах малалла туртăнать, ыранхи кунпа пурăнса ыррине кăна ĕмĕтленет. Халĕ чылай чухне пурнăç кунсерен çĕнелсе лайăхланса пыни çинчен телевиденипе радио та хаçатсем те пĕлтерсех тăраççĕ.
Анчах та хамăр мĕнле пурăннине шутласан пачах тепĕр майлă пĕтĕмлетÿсем тăвас килет. Ĕçĕ кунта акă мĕнре. Май-июнь уйăхĕсем иртрĕç пулин те, кăçал ял çыннисене, çĕр ĕçченĕсене çумăр çуса савăнтараймарĕ. Пĕрре кĕске вăхăт хушши çуса иртнĕ çумăр çĕре йĕкĕлтенĕ пек кăна пулчĕ.
Эпир Муркаш ял администрацине кĕрекен Шаптак ялĕнчи Прудовая урамра пурăнатпăр. Пĕрре çумăр çуманни ăша пĕçерчĕ. Тепĕр енчен илсен, пирĕн урамра майăн 20-мĕшĕнчен тытăнсах колонкăсенче шыв çук - ĕçме те, йăрансене шăварма та. Кам мĕнле пĕлет, çапла саплашкаласа пурăнать. Сăлтавĕ акă мĕнре* пире шывпа тивĕçтерекен башня насусĕ виçĕ ял валли шыв уçласа тăрать. Халĕ вара вăл та çунса кайнă иккен. Башни вара Е.Андреев ячĕпе хисепленекен хуçалăх çинче тăрать. Шывпа усă курнăшăн укçине кашни уйăхрах тÿлесе тăратпăр. Уйăхне 75 тенкĕ, 150 килтен çулталăкне 150 пин тенкĕ пухăнать.
Шыв башнин насусне улăштарма заявлени Е.Андреев ячĕпе хисепленекен хуçалăх ертÿçи В.И.Семенов патне те , Муркаш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н.И.Никитин патне те заявленипе тухрăмăр. Анчах пĕри те ял халăхне шывпа тивĕçтерессине хăйсем çине илмеççĕ. Халĕ вара çĕнĕ насус илме укçа çук теççĕ. Халăхран пухнă укçа ăçта каять-ши? Çав укçапа колхоза çĕклесшĕн-ши? Пĕлтĕр те çу каçипех январь уйăхченех шывсăр пурăнтăмăр. Укçине тÿлесе тăрсах çав таранччен мĕнпе айăпа кĕтĕмĕр-ши? Шывсăр пĕр кун пурăнма та мĕнле йывăр. Çын çинчи - йывăç çинчи, тенĕ ваттисем.
Çак çырăва район хаçатĕнче пичетлесе, пире шывпа йĕркеллĕ тивĕçтерсе тăма тивĕçлĕ органсем пулăшасса шанса тăратпăр.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"