27 июня 2007 г.
Июнĕн 22-мĕшĕнче Аслă Отечественнăй вăрçă пуçланнăранпа 66 çул çитрĕ. Тăван Çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн çапăçса миллионшар çын пуçне хунă. Ку енĕпе Муркаш районĕ те питĕ пысăк çухату тÿснĕ. Кашни çемьене пырса тивнĕ инкек. Вĕсем пирĕншĕн, паянхи ăрушăн, çутă пуласлăхшăн хăйсен пурнăçсене шеллемен. Эпир вара вĕсем умĕнче ĕмĕр-ĕмĕр татйми парăмра. Çапла, вĕсене маннăçа кăларма тивĕç çук.
Иртнĕ эрне кун, асăнупа хурлăх кунĕнче Муркаш паркĕнче Аслă Отечественнăй вăрçăра çапăçса пуç хунисене асăнса лартнă палăк умĕнче митинг пулчĕ, чĕрĕ чечексем хучĕç. Кунта район пуçлăхĕ Ю.А.Иванов, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, культура тата архив ĕçĕсен пайĕн ертÿçи А.Е.Андреева, ЧР Сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану министерствин пирĕн районти социаллă хÿтлĕх пайĕн ертÿçи Н.П.Петрова, «Единая Россия» политика партийĕн районти уйрăмĕн ĕçтăвкомĕн ертÿçи А.Ф.Корнеева, Муркаш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н.И.Никитин, ĕçпе вăрçă ветеранĕсен районти Канашĕн ертÿçи М.В.Виноградова, хисеплĕ ветерансем, Муркаш шкулĕнче вĕренекенсем пулчĕç.
Район пуçлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче хаяр вăрçă çухатăвĕсене аса илчĕ. Вăрçă ветеранĕсене çирĕп кăмăлĕсемшĕн, çамрăк ăрăва патриотизмла воспитани парас ĕçе тивĕçлĕ тÿпе хывнăшăн тав турĕ, çирĕп сывлăх, вăрăм кун-çул сунчĕ.
Муркаш ялĕнче пурăнакан А.К.Капитонов иртнĕ вăрçăна çынсем каласа панă тăрăх мар, хăйĕн пурнăçĕнчен пĕлет. Çавăнпах ĕнтĕ вăл вăрçă пуçланнă куна, вăрçă çулĕсене куççульпе аса илчĕ.
«Единая Россия» парти пуçарнипе Çĕнтерÿ ялавĕн копине туса хатĕрленĕ. Ялав копине тата ăна панине çирĕплетекен свидетельствăна район пуçлăхĕ Муркашри историпе краеведени музейне пачĕ. Музей ертÿçи Е.В.Романова ăна тĕрĕс-тĕкел упрама шантарчĕ, пухăннисене музейри экспонатсемпе паллаштарчĕ.
«Зарница» çарпа спорт вăййи йышши мероприятисем ирттересси тахçаннах çирĕп йăлара ĕнтĕ. Çакă çамрăксене пур енлĕн аталанма май парать. Çамрăк ăру вара – пирĕн çутă малашлăх, çирĕп пуласлăх. Шăпах çак кун Муркаш шкулĕнче вĕренекенсем Етĕрне районне виçĕ кунлăха «Зарница» çарпа спорт вăййисене хутшăнма тухса кайрĕç. Район пуçлăхĕ вĕсене çĕнтерÿпе таврăнма ăнăçу сунчĕ.
Юлашкинчен ветерансем паянхи пурнăç ыйтăвĕсене пĕрле сÿтсе яврĕç, хăйсен шухăш-кăмăлĕсене пĕлтерчĕç.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"