Территориальный отдел "Моргаушский" Управления по благоустройству и развитию территорий ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Паллă ентешĕмĕмре сума суса.

30 мая 2007 г.

Çак кунсенче Евтихий Андреевич Андреев çуралнăранпа 95 çул çитрĕ. Вăл кам пулнине вара калама та кирлĕ мар пулĕ. Нумаях пулмасть кăна Чăваш Енре «Евтихий Андреевич» тесе каласанах хушаматне асăнмасăрах сăмах Социализмла Ĕç геройĕ, «Знамя труда» колхоз председателĕ Е.А. Андреев  пирки пыни никама та иккĕлентерме пултарайман. Ку колхоз пирки вара  республикăра кăна мар, Раççейĕпех аван пĕлнĕ.

Паллă та ятлă сумлă ентешĕмĕре сума суса  унăн ырă ĕçĕсем пирки аса илме иртнĕ эрне кун хăй вăхăтĕнче унпа пĕрле ĕçлеме тÿр килнисем, ăна аван пĕлнисем, район администрацийĕн  ответлă ĕçченĕсем район музейĕнче йĕркеленĕ çавра сĕтел хушшине пуçтарăнчĕç. Вĕсен шутĕнче район пуçлăхĕ Ю.А.Иванов, унăн пĕрремĕш çумĕ А.Н.Иванов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ В.Г.Данилов, Муркаш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н.И.Никитин, Е.А.Андреев хĕрĕ Валентина Евтихеевна, Е.Андреев яч.хис. хуçалăхăн хальхи ертÿçи В.И.Семенов тата ыттисем.

Каламалли, аса илмелли кашнийĕнех çук мар. Кашниншĕнех çак паллă ентешĕмĕр мĕнле те пулин асра юлнă. 30 çул кĕске вăхăт мар. Шăпах  çавăн чухлĕ, хăйĕн юлашки кунĕчченех вăл çĕршывĕпех палăрнă  хуçалăх  пуçĕнче тăнă. Евтихий Андреевич шкулта 6 çул кăна вĕреннĕ. Апла пулин те  практика пĕлĕвĕ  енĕпе вăл тепĕр наука кандидатĕнчен те ирттернĕ. Пĕрлехи ĕçшĕн чунне пама хатĕр пулнă, ыттисене те çавна вĕрентнĕ, çамрăксен ăста наставникĕ пулса тăнă.

Унăн яланах хăйĕн шухăшĕ пулнă. Мĕн шутланине мĕнле те пулин вĕçне çитерме  тăрăшнă. Суя-ултава, чурăслăха вара чăтма пултарайман.

Е.А.Андреев вăхăтпа тан кăна мар, унран  малтарах пыма пултарнă, малашлăха питĕ лайăх курса тăнă. Халĕ акă рынок  экономикине пур çĕрте те малти вырăна кăларма тытăнчĕç. Унăн  колхозĕнче вара вăл вăхăтрах рынок экономикин саккунĕсене тĕпе хурса ĕçленĕ. Евтихий Андреевич -  тăван çĕрĕн ывăлĕ, унăн чăн-чăн хуçи. Унăн пурнăç опычĕ Паян та ыттисемшĕн тĕслĕх пулса тăрать. Çакă уçăмлăн палăрчĕ çавра сĕтел хушшинчи калаçу вăхăтĕнче.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика