02 июня 2007 г.
Юлашки вăхăтра район центрĕн сăн-сăпачĕ лайăх еннелле улшăннине пурте кураççĕ ĕнтĕ. Иртнĕ çул Мир урамĕнче чечексем ÿсме пуçлани пурне те кăмăла кайрĕ. Çавна шута илсе кăçăл кăна Муркаш урамĕсенче 3 пин те 400 тĕм таран тĕрлĕ тĕслĕ гвоздикă сем лартса хăвартăмăр. Çак ĕçсене туса ирттерме çăмăлах пулмарĕ. Малтанах газонсене чавса кăпкалатмалла тата юсамалла пулчĕ. Ял тăрăхĕн администрацийĕнчен ку ĕçсене икĕ специалиста явăçтартăмăр. Тата 35 çын таран ĕçпе тивĕçтерекен центрта учетра тăракансем пулчĕç. Кусем вĕсем Мăн Сĕнтĕр ял тăрăхĕнчен.
Малтанах урамсенче тирпей-илем тăвассипе ĕçлерĕмĕр. Каярахпа газонсем çине чечексем акса хăвартăмăр тата чечек калчисене лартрăмăр. Ку ĕçсене хăш-пĕр предприятисемпе организацисенче ĕçлекенсем те активлă хутшăнчĕç. Уйрăмах районти почтамтра, Муркаш райповĕнче ĕçлекенсене ырă енчен палăртмалла. Районти йăла çурчĕн, «Визит» магазинăн ĕçченĕсем çак чечексене халĕ лайăх пăхса тăраççĕ, кашни кунах шăвараççĕ, çум курăкĕсене çумлаççĕ. Анчах та районти шалти ĕçсен пайĕ пирки ку сăмахсене калама çук. Ку учреждени район центрĕн варринче вырнаçнă. Кунти тирпейлĕхрен пĕтĕм Муркашри тирпейлĕх нумай килет. Алăк умĕнчи бетон блоксем мĕнле выртни тÿрех куç умне пулать. Пĕр блокĕ тÿрĕ, тепри чалăш выртать. Картисем çĕрсе чалăшса кайнă. Машинăсем ларнă вырăнта çумăрлă вăхăтра пылчăк юлать.
Юнашарах район сучĕн çурчĕ вырнаçнă. Унта вара пачах урăхла ÿкерчĕк. Тирпей-илем кунта малти вырăнта. Ахальтен мар ĕнтĕ тирпей-илем енĕпе суд учрежденийĕ иртнĕ çул район центрĕнчи предприятисемпе организацисем хушшинче пĕрремĕш вырăна тивĕçрĕ.
Йĕпе-сапа вăхăтĕнче ял урамĕсене автомашинăсемпе кĕрсе çулсене пăсса пĕтернĕ тĕслĕхсем сахал мар. Уйрăмах çакна йывăр тиевлĕ груз турттармалли автомашинăсем пирки каламалла.
Муркашра автомашинăсем çумалли ятарлă вырăн та çук. Кам ăçта пĕлнĕ çавăнта çăвать. Чылайăшĕ автомашинăсене электроподстанци патĕнчи юхан шыв хĕрринче çăвать. Тасамарлăх вара çырмана юхать, тавралăха варалать. Çавăнпа та пирĕн милиции, ГИБДД ĕçченĕсемпе, участковăй инспекторсемпе пĕрле тачă çыхăнса ĕçлес пулать.
Хĕллехи вăхăтра çулсем çине тăварлă хăйăр чылай сапаççĕ. Иртнĕ хĕлле те ăна 100 тоннăна яхăн сапнă. Хăш чухне кирлĕ мар çĕртенех сапни те пулать. Халĕ çав хăйăра коммуналлă хуçалăх ĕçченĕсем 60-70 тоннăна яхăн тирпей-илем кĕртнĕ чухне пуçтарса илнĕ. Тепĕр 20-25 тонни урам хушшисенчех унталла кунталла вĕçсе выртать. Пурне те пуçтарса илме май çук. Çакă та вăл сывлăхшăн сиенлĕ япала пулса тăрать. Çавăнпа та çитес çул тăварлă хăйăр сапса хамăр сывлăха сиенлес марччĕ.
Нумай хватерлĕ çуртсем таврашĕнче тирпей-илемшĕн унта пурăнакансен ытларах тимлес пулать. Хăш-пĕр çĕрте пухăннă çÿп-çапа вăхăтра турттарса кайман пирки вăл вĕçсе таврана сапаланать. Çавăнпа та пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхăн ертсе пыракан компанийĕн тата коммуналлă хуçалăхсен кун пирки шутласа пăхасчĕ. Кашни çурт патĕнчех пĕр хуçа – комендант пулмаллах тесе шутлатăп.
Гагарин урамĕнчи 18-мĕш çуртра çамрăксем ытларах пурăнаççĕ. Çамрăк çынсем тасалăхпа тирпейлĕхе ытларах кăмăлламалла пек туйăнать. Анчах та кунта пурăнакансем пирки ку сăмахсене калама пулмасть. Вĕсенчен ытларахăшĕ çĕнĕ хваттер илме хатĕрленет. Ку çынсем çĕнĕ хваттерсене куçсан кунти тирпейсĕрлĕх те çĕнĕ вырăна куçмĕ-ши.
Хăшĕсем çÿп-çапа кирлĕ-кирлĕ мар çĕре кăларса пăрахаççĕ. Кун пеккине Муркашри электроподстанци патĕнче те, Хорнуй патне пырса кĕнĕ çĕрте курма пулать. Халĕ çак çÿп-çапа пуçтарнă ĕнтĕ. Малашне унта каллех çÿп-çап тăкакансене ответ тыттарма тивет.
Юлашкинчен çавна кăна каласа хăварасшăн. Тавралăх илемĕ, тасалăхпа тирпейлĕх такам валли мар вĕт-ха. Хамăршăнах вăл. Çавăнпа та çакна кашнийĕнех чунпа туйса ăнланасчĕ.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"