Территориальный отдел "Моргаушский" Управления по благоустройству и развитию территорий ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Кунта чун вăйĕ малта пултăр.

18 апреля 2007 г.

Апрелĕн 12-мĕшĕнче районти Культура çурчĕ умне ирхи  10 сехет тĕлнех халăх пуçтарăнма пуçларĕ. Çынсемпе пĕрлех пĕрин хыççăн тепри пушар хуралĕн ĕçченĕсемпе тулнă çăмăл автомашинăсем çитсе чарăнччĕç. Паян Муркашра Чăваш Республикин  çурçĕр зонинчи пушар хурал ĕçченĕсен художествăлла пултарулăх смотр-конкурсĕ иртмелле.  Куракансен те вут-çулăмпа кĕрешекенсен мирлĕ тапхăрти сцена çинчи пултарулăхĕпе паллашма май пур. Маларах иртсех калам, кашниех маттур,  ĕçри пекех пĕри тепринчен сатур.

Кунта чун вăйĕ малта тăтăр,

Вĕçне çитиччен эс кĕреш!

Вăю хушăнса санăн пытăр,

Пурнăç каять тусан йăнăш,- хăй кĕвĕленĕ юрра гитарăпа шăрантарать Алексей Иванов пушарнăй.

Йывăрлăхра çулăма куçран пăхакан, инкек тÿсекене пур-пĕр  çăлакан яшсем сцена çинче пĕри тепринпе улшăнаççĕ. Кашнин юрри пурнăç илемĕ пирки. «Çурхи вăрманта сар кайăк юрлать...», «В добрый путь тебя, сынок...», «Ман юрлас килет, савăнас килет...», «Нас с тобой преследует сирена...», «У нас с тобой серьезная работа..., «Вступает в бой отважный караул...», «Не забывай, что ты пожарный. И жизни, и судьбы герой...» т.ыт. те. Кашни йĕркерех пушар хуралĕнче тăрăкансен шăпи, инкекре çынна  алă тăсса пама пултарасси.

- Пушар хуралĕнче службăра тăракансен ĕç йывăрлăхне шута илсе, вĕсен чунĕсене лăпкă лару-тăрура çемçетес тĕллевпе ирттерме пуçларăмăр та çак конкурса хамăр системăра, - терĕ смотр-конкурса пĕтĕмлетсе РФ Чрезвычайлă лару-тăру  министерствин Чăваш Республикинчи Тĕп управленийĕн воспитанипе психологи ĕç пайĕн аслă  психолог-инструкторĕ Александр Швед. Конкурсра вара дуэтсем хушшинче пирĕн пушар чаçĕн пуçлăхĕн çумĕпе унăн мăшăрĕ Алинăпа Александр Куликовсем, автор юррине шăрантарассипе  37-мĕш номерлĕ пушар чаçĕнчи Алексей Иванов  пушарнăй, «Çамрăк ăстасем» номинацире Муркашри пушар машинин водителĕн  В.Григорьевăн хĕр ачи Света, сăвă калассипе «Пурнăç йĕрĕ» балладăна вуланăшăн Муркашри пушар чаçĕн профилактика инструкторĕ Оксана Ефимова малти вырăнсене тухрĕç. Хорпа юрă юрлассипе Элĕксем палăрчĕç. Çĕнтерÿçĕсене республика шайĕнчи конкурс кĕтет. Ăнăçу пултăр унта та.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика