31 марта 2007 г.
Халăхпа тытăнсан кирек епле ěç те тума пулать иккен. Муркаш ялěнче кěлě çурчěн тăррине витсе те пěтерчěç. Кунта куллен пуртăпа мăлатук сасси илтěнсе тăрать.
Кěлě çуртне тума ниме шучěпе пулăшакансем сахал мар. Уйрăм çынсем те, предприятисем те йышлă. РФ Патшалăх Думин депутачě П.В. Семенов 30 пин тенкě, «Сеспель» ООО директорě В.А.Бакшаев 30 пин тенкě, А.Н.Вязов предприниматель 10 пин тенкě, район пуçлăхě Ю.А.Иванов 5 пин тенкě, Муркаш ял тăрăхěн пуçлăхě Н.И.Никитин 5 пин тенкě, К. Столярова 5 пин тенкě, район больницин тěп врачě В.Г.Данилов 3 пин тенкě, И.Н.Никитин предприниматель 5 пин тенкě, Л.Ю.Никитина 1425 тенкě, Н.Е.Алексеев 1 пин тенкě, К.Г.Сергеева 1 пин тенкě, О.А.Портнов 1 пин тенкě, В.Никоноров 1 пин тенкě, А.Малышев, А.Краснов, В.Г.Васильев, Н.А.Васильев предпринимательсем блок, цемент, хăма пачěç. Предприятисемпе учрежденисен тÿпи çапла, район администрацийě – 18200 тенкě, Муркашри тěп больница – 16190 тенкě, Муркашри перекет банкě – 16000 тенкě, Пенси фончěн районти уйрăмě – 1200 тенкě, Муркаш лицейě – 1 пин тенкě, аптека – 1100 тенкě, налук инспекцийě – 1470 тенкě, Муркаш шкулě – 2051 тенкě, казначейство уйрăмě – 1070 тенкě, шалти ěçсен пайě – 1070 тенкě, пушарнăй пайě – 700 тенкě, район сучě – 920 тенкě, Роспотребнадзор пайě – 1270 тенкě, Муркаш райповě – 4947 тенкě, «Муркаш районěнчи коммуналлă хуçалăх ертсе пыракан компании – 1 пин тенкě, суд приставěсем – 600 тенкě, Муркаш пасарě - 5 пин тенкě, Муркашри юсавпа техника предприятийě, Андреев яч. хис. хуçалăх автотранспорт уйăрса пулăшнă.
Кěлě çуртне тăвас ěç вěçленмен-ха, пулăшас текенсене Муркаш ял тăрăхне кěрсе тухма ыйтаççě.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"