Территориальный отдел "Моргаушский" Управления по благоустройству и развитию территорий ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Хапăл туса кěтетпěр.

31 марта 2007 г.

Мартăн 26-31-мěшěсенче кашни библиотекăрах ача-пăча кěнекисен эрни иртет. Çакна кěнекен чи пысăк уявě теме те пулать. Пěлÿ çăл куçне уйрăмах  çак эрнере миçе ача алла илместь-ши?

Кěнеке уявě 1944 çулта кун çути курнă. Унăн пуçаруçи ача-пăча хайлавěсене çыракан Л.А.Кассиль пулнă. Ырă ěçěн тěллевě кěнеке патне ачасене ытларах явăçтарассипе çыхăннă. Çак эрнере ача-пăча хайлавěсен çыравçисене халалланă утренниксем, викторинăсем, литературăпа музыка каçěсем иртеççě. Эрнен пěрремěш кунěнче вара «Кěнеке çурчě юлташсене йыхравлать» уçă алăксен кунě иртет. Çак кун шкулта вěренекенсене, ача садне çÿрекенсене, вěрентекенсене, ашшě-амăшěсене йыхравларěç районти библиотекăсем.

Муркашри ача-пăча тěслěх библиотекинче «Сывă-и, эпě çěнě кěнеке» курав презентацийě иртрě. Ачасем илемлě литературăпа кăна мар, вěренÿ кěнекисемпе те паллашрěç. Вěрентекенсем кунта чылай кирлě литература тупрěç. Çавăн пекех библиотекăра курав-сěнÿ те иртрě. Çапла вара çав кун пуриншěн те интереслě, усăллă иртрě.

2007 çул юбилей кунěсемпе пуян. Швецири ача-пăча хайлавěсен çыравçи Астрид Линдгрен çěр çул тултарать. Мартăн 31-мěшěнче Корней Иванович Чуковский çуралнăранпа 125 çул пулать. Ноябрь уйăхěнче вара Самуил Маршак 120 çул тултарать. Кěнеке эрнин иккěмěш кунě шăпах ачасен юратнă çыравçисене халаллать. Çак кун библиотекăра хăнара «Путене» ача садне çÿрекенсем пулчěç. Çапла вара кашни кун питě интереслě иртрě, илемлě фильм  та усăллă пулчě ачасемшěн. Уйрăмах ачасем активлă пулни  кăмăла кайрě. Чăваш литературин кунěнче 4-7 класра вěренекенсем вăйă вылярěç. Хăйсене кăмăла кайнă хайлавсем  тăрăх пěчěк вылявсем лартрěç. Вулавçăсен конкурсě вара уйрăмах хавхалантарчě. Историпе краеведени музейě йěркеленě «Пирěн ентешсем ачасем валли» тематика куравěнче ачасем А.Лазарева, Ю.Скворцов, В Ржанов пирки тěплěн паллашрěç.

Ача-пăча кěнекисен эрни вěçленчě пулин те, сире пурне те кашни кунах библиотека хапăл тăвать. Кунти кěнекесемпе тата ытти изданисемпе паллашни пуриншěн те усăллă пулě.

 

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика