23 марта 2007 г.
Нумаях пулмасть Чулхула облаçĕнчи Каликино поселокĕ пĕтĕм Раççейри хурсене пĕр çĕре пуçтарчĕ. Паллах, пурне те мар, çапăçма кăмăллаканнисене çеç. Хурсен Раççейри тупăшăвне пирĕн ентешĕмĕрсем – Муркаш районĕнчи вăтам шкул вĕрентекенĕпе Р.Потаповпа администраицин вĕрентÿпе самрăксен политикин тата физкультурăпа спорт енĕпе ĕслекен пай методисчĕ В.Федоров та хайсен чĕр чунĕсемпе хутшăннă. Тупăшура хурсем хăйсене чăннипех кăтарртма пултарнă, ыттисене парăнтарса «Переходники» номинацире çĕнтернĕ.
Çавна май Муркаш районĕ ылтăн медальпе тата Раççейри хурсен çапăçăвне хастар хутшăннăшăн тупăшакан чĕр чунсене ерчетнине пропагандăланăшăн 1 степень дипломпа наградăланă. Ку çеç мар, çапăçура палăрнă тĕп «героя» пĕр михĕ сĕлĕпе, хуçине 3 пин тенкĕ укçапа хавхалантарнă.
Источник: "Хыпар"