21 марта 2007 г.
Кашни çулах çуркунне çитнине палăртса сăрт çамкисем юртан тасалма пуçласан, Чулхула облаçĕнче,ĕлĕкхи йăлапа хурсен çапăçăвне ирттереççĕ. Иртнĕ канмалли кунсенче çакăн пек ăмăртусем кунти Каликино поселокĕнче тата Павлово хулинче пулчĕç.
Пирĕн районтан та çак ăмăртăва хутшăнакансем тупăнчĕç. Çав тери хумхануллă та кăсăклă хурсен «хăй камлăхне» кăтартасси. Каликино ял тăрăхĕн администрацийĕн çурчĕ умĕнчи тÿремлĕхре çĕре яхăн автомашина пухăнчĕ. Тавралăх куç умĕнчех чĕрĕллĕх хумĕпе тулса пычĕ. Кашни машина çинчен ятарласа ăсталаса тунă читлĕхсене антарнă май уяв шавĕн вăй-хăвачĕ ÿссех пычĕ. Ахаль те шавлă хурсен уçă сасси тÿремлĕхе чуна тыткăнлакан шавпа тултарчĕ. Тÿремлĕхĕн икĕ енĕ те пĕр йышри ăратлă хурсен читлĕхĕсемпе тулса çитсен, Бор район администрацийĕн пуçлăхĕ А.И.Киселев ăмăтру уявне уçрĕ. Кайăк-кĕшĕке юратакансене иртнĕ çулта лайăх ĕçленĕшĕн, çамрăк ăрăва тĕрĕс воспитани панăшăн, ĕçре çитĕнÿсем кăтартнăшăн Хисеп грамотисем тата виçшер пин укçан парне парса чысларĕ, ăшă сăмахсем каласа саламларĕ.
Шăп тăхăр сехетре микрофон умне ăмăртусен судйи тухса вĕсен уйрăмлăхĕсемпе паллаштарчĕ, тĕрлĕ регионсенчен килнисен списокне вуласа пачĕ.
Кĕçех администраци умĕнчи тÿрем вырăна хăсен йăлан кĕнĕ йĕркипе икĕ мăшăр ушкăна кăларчĕç, ăмăртăва пуçларĕç. Çакăн пек мăшăр ушкăнсем нумай пулнăран, ăмăрту ĕçне хăвăртлатас тĕллевпе «командăсене» икĕ ушкăнпа çапăçтарма пуçларĕç. Пĕрремĕш тытăçу... иккĕмĕш ... пиллĕкмĕш...
- Улттăмĕш çапăçу! – пĕлтерчĕ тĕп судья. – Чăваш Республики, Муркаш районĕ, Потапов Радислав Иосифович! – уççăн янăрарĕ шавлакан хурсен сассине çĕнтерсе микрофонран пĕлтерни. Эпир хăвăртрах читлĕхсенчен хамăр илсе килнĕ «тульски» ăратлă хурсене кăларса тÿремлĕхе ятăмăр. Пирĕн паттăр ют çĕртине пăхмасăр хăйĕн «гаремĕпе» çапăçу вырăнне мăнаçлăн утрĕ. Хăйсем пекех шавлă хирĕçекен ушкăн умне çитсе ирĕклĕ мел тупрĕ те икĕ çунатне сарса хăлхана çурасла кăшкăрса çапăçăва кĕчĕ. 25 минут тытăçнă хыççăн «тăшманăн» вăйсем пĕтнипе çапăçу хирĕнчен тухма тиврĕ, парăнчĕ.
Финалта та пирĕн «паттăр» мăнаçлă тытрĕ хăйне. Ăна çапăçура хавхалантарса пыракан ушкăнран икĕ тусĕ те хăйсен уйрăмлăхĕпе куракансене тĕлĕнтерчĕç. Çапăçу вăхăтĕнчех чупа-чупа пырса «тăшмана» çунаттисенчен турткаларĕç. Финалти çапăçăва та вăхăт çитичченех вĕçлесе пирĕн паттăр «переходники» (пĕр çул та çурă) ушкăнра чи паттăрри пулчĕ. Ылтăн медальпе пĕр михĕ сĕлĕ парнене тивĕçрĕ. Унăн хуçине, Муркаш шкулĕнчи физкультура учительне Радислав Иосифович Потапова, диплом тата укçан парне парса чысларĕç. «Инçе çула кайса çÿрени харама каймарĕ», - кулкаласа калаçать Радислав Иосифович.
Инçе çула тухма вара Борис Арефьевич Васильев предпринмательпе Тойкилтĕ шкулĕнчи Алексей Петрович Степанов спонсорла пулăшу парса пулăшрĕç.
Потаповсем килте «тульски» ăратăсăр пуçне «холмогорски» тата «линдовски» хурсене усраççĕ. Çитес вăхăтра Радислав Иосифович ăратлă хурсене ĕрчетме, хушма хуçалăха аталантарма кредит илме шутлать.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"