15 марта 2007 г.
Ĕнер Чăваш Ен Президенчĕ Николай Федоров «Россельхозбанк» АУО Правленийĕн председательне Юрий Трушина, Чăваш Ене пĕр кунлăх визитпа килнĕскере, йышаннă. Тĕл пулура Н. Федоров республикăн ял хусалахĕн Рассейĕн вăтам кăтартăвĕсенчен ирттерекен аталанăвĕ синчен каласа панă. Вăл Ю.Трушинăн ĕçлĕ визичĕ республикăри ял хусалăх таварĕ туса кăларакансен, влаç органĕсен ĕç-хĕлне пулăшасса шаннине палăртнă. Çавăн пекех «Россельхозбанкпа» Чăваш енри ял-хусалăх таварĕ туса кăларакансен килĕштерсе ĕçлессин малашлăхне сÿтсе явнă.
Тĕл пулу умĕн хăна республика ертусипе пĕрле банкăн Канашри тата Кукеçри хушма офисĕсен строительстви мĕнле пынипе паллашнă. Çавăн пекех Ю.Трушин банкăн Шупашкарти филиалĕн çĕнĕ çурчĕн строительствине çитсе курнă. «Агро-Инноваци» КУПра пулнă, ЧР Президенчĕ çумĕнчи наци проекчĕсене пурнăслас енĕпе ĕçлекен канашăн тата районсемпе хуласен пуçлăхĕсен Канашĕн пĕрлехи анлă ларăвне хутшаннă.
Ĕнерех Н.Федоровпа Ю.Трушин «Россельхозбанк» АУОн Чăваш регион филиалĕн Муркаш ялĕнчи хушма офисне уçма хутшăннă. Республика пуслăхĕ палăртнă тăрăх, банкăн хушма офисне уçнă май Муркаш ялĕн социаллă пурнăспа экономика ыйтăвĕсене татса памалли çĕнĕ майсем çуралаççĕ. Президент «АПК аталанавĕ» наци проектне пула тата «Россельхозбанк» АУОпа РФ ял хуçалăх министрĕ А.Гордеев пулăшнипе Чăваш Ене пĕлтĕр 5 миллиард та 100 миллион тенкĕ инвестицисемпе çăмăллăхлă кредитсем килни синчен пĕлтернĕ. Ку 2005 сулхинчен 2,5 хут пысăкрах, çав шутран 1,812 миллиарчĕ – уйрăм сынсен хушма хусалăхĕсене аталантарма панă кредитсем, «çак укçа паян пурăнакансемшĕн тата вĕсен ачисемшĕн ĕçлет», - тенĕ республика пуслăхĕ.
«Россельхозбанк» ертÿçи 2006 çулта, Муркашра банк офисĕ пулман чух, районта пурăнакансене 100 миллион тенкĕ кредит пани пирки каланă, хушма офис ĕçлесе кайнă май вара халăха паракан кредитсен виçи сахалтан та 5 хут ÿсĕ. «Чăваш Енре пирĕнпе интересленни пире яла пулăшмашкăн пĕтĕмпех тума хистет», - тенĕ Ю.Трушин.
«Россельхозбанк» АУО Чăваш Республикин ял хуçалăхне çине тăрсах инвестицисем хывать. Ял самрăкĕсене банк паракан вĕренÿ кредичĕсем уйрăмах интереслентереççĕ. Офиса уçнине халаланă церемони вăхăтĕнче пирвайхи клиент та килнĕ – Красноармейски районĕнчи Янмурçин ялĕнче пурăнакан В.Яковлев. Банка ялти производствăна аталантармашкăн кредит илме килнĕскере Н.Федоров Президент кĕсье телефонĕ парнеленĕ.
Источник: "Хыпар"