Территориальный отдел "Моргаушский" Управления по благоустройству и развитию территорий ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Хĕрарăм – пурнăç тыткăчи.

10 марта 2007 г.

Çуркунне илемлĕ тапхăр, хĕвелĕ те, ав, кунран кун ăшшăнрах пăхнăн туйăнать.  Çак вăхăт Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен уявĕпе пĕр килнине татах та илĕртÿллĕрех туйăнать.

Мартăн 7-мĕшĕнче хĕрарăмсен кунне халалланă уяв программи иртрĕ. Унта ял тăрăхĕсенчи хĕрарăмсен Канашĕн  ертÿçисем тата хисепе тивĕçнĕ чылай амăшĕсем пухăнчĕç.

Чи малтанах пухăннисене район пуçлăхĕ Ю.А.Иванов саламларĕ. Хĕрарăмсем район, республика, çĕршыв аталанăвĕнче пысăк вырăн  йышăннине палăртрĕ. Унăн пурнăçри пĕлтерĕшĕ çÿлти шайра, вĕсем кирек хăш отрасльте те арçынпа тан вăй хума пултараççĕ. Акă, 2007 çула Ача çулĕ тесе палăртни те ачасемпе амăшĕсем çине  ытларах тимлĕх уйăрмаллине пĕлтерет. Çамрăх ăрăва ÿстерсе вĕсен   сывлăхне сыхласа хăварса, пурнăçне çутăрах тăвассинче хĕрарăм тÿписĕр май çук. Çавăнпа та çак ыйтусене  татса пама конкретлă мерăсем йышăнаççĕ. Ырă пуçарăвăн малашлăх кăтартăвĕсене сисме пуçларăмăр та ĕнтĕ. Хисеплĕ хĕрарăмсене çавăн пекех район администрацийĕн  социаллă аталану пайĕн пуçлăхĕ, хĕрарăмсен районти Канашĕн ертÿçи А.Е.Андреева, Муркаш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н.И.Никитин, Муркаш райповĕн ертÿçи Б.В.Андреев, Муркаш районĕн хисеплĕ гражданинĕ К.Л.Валицкая тата ыттисем те саламларĕç. Чи ырă сăмахсем каласа пурнăçăн анлă çулĕнче  пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнма сунчĕç.

Уява пухăннисене тав туса район пуçлăхĕ, Муркаш райповĕн ертÿçи, Муркаш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ чечексем парнелерăç. Илемлĕ чечексем пекех илĕртÿллĕ пулма сунчĕç. Çавăн пекех ĕçре уйрăмах палăрнисене Ю.А.Иванов Хисеп хучĕсем парса чыс турĕ.

Муркаш тăрăхĕ пултаруллă çынсемпе чăннипех те мухтанма пултарать. Акă, Муркашри «Визит» суту-илÿ чикĕллĕ яваплăхлă обществăн генеральнăй директорĕ Лилия Валерьевна Николаева «Чи шанчăклă партнер» номинацире çĕнтерсе Раççей шайĕнче те малти вырăна тухма пултарчĕ. Савăн пекех Хорнуй ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Валентина Алексеевна Любимова  «Пултаруллă хĕрарăм – ял тăрăхĕсен пуçлăхĕ» номинаци çĕнтерÿçи пулчĕ. Вĕсем хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕç. Ыттисене те малалла туртăнма сĕнчĕç.

Уява хутшăннисене «Солнышко» ача садне  çÿрекенсем, Муркаш шкулĕнчи ачасен коллективĕ тата Мăн Сĕнтерти «Янаш» ушкăн  хаваслă юрă-кĕвĕ, илĕртÿллĕ ташăсем парнелерĕç.

Уява ирттерме пулăшаканĕ Муркаш райповĕ пулчĕ,  пылак çимĕçсемпе хăналарĕ.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика