10 марта 2007 г.
Йăлана кĕнĕ тăрăх, Муркашра хĕл ăсатăвĕн уявĕ кăçал мартăн 8-мĕшĕнче иртрĕ. Уяв Хĕрарăмсен пĕтĕм тĕнчери кунĕпе пĕр килнĕ май, вăл татах савăнăçлăрах, сумлăрах туйăнать. Хавас юрă-кĕвĕ янăрать, пурин те çÿпçе тулли хавас кăмăл палăрать.
Уяв район центрĕнчи универмаг умĕнче иртрĕ. Кунти сцена çине чи малтанах район пуçлăхĕ Ю.А.Иванов, хуçалăхсемпе предприятисен ертÿçисем, хăнасем улăхрĕç.
Уява уçнă май, район пуçлăхĕ Юрий Александрович çавна палăртрĕ. Район çыннисем чăннипех те еçлеме те, савăнма та пултараççĕ. Çавна район кунне халалланă уяв та кăтартса пачĕ. Пĕтĕмĕшпе пур енĕпе тенĕ пекех районти ял хуçалăх тата промышленность отраслĕсем иртнĕ çул унчченхинчен ÿсĕмлĕрех ĕçленĕ. Кашнин тăрăшуллăхĕнчен, кашниех хăйне шанса панă ĕç вырăнĕнче чуна парса ĕçленинчен килнĕ ăнăçу.
Юлашки вăхăтра районта промышленность продукцине туса илесси ял хуçалăх продукцине туса илессинчен ытларах. Çав вăхăтрах вара камсенчен тĕслĕх илмелли те çук мар. Акă, иртнĕ çул итогĕсемпе ял хуçалăх предприятийĕсем хушшинчи экономика ăмăртăвĕнче Ильич яч. хис., «Свобода», «Оринино» хуçалăхсем малти вырăнсене йышăнма пултарнă. Вĕсем ял хуçалăх продукцине туса илессипе япăх мар ĕçлесе пыраççĕ, кăтартусене ÿстереççĕ. Ытти хуçалăхсен те мал туртăмлă ĕçлеме майсем пур, ытларах тимлени кирлĕ кăна.
Мартăн 8-мĕшĕ – Хĕрарăмсен пĕтĕм тĕнчери кунĕ ячĕпе тата хĕл ăсатăвĕпе саламласа район пуçлăхĕ пурне те ырлăх-сывлăх, ăнăçусем, телей сунчĕ.
- Муркашсем ĕçлеме те пултараççĕ, савăнма та сатур, - терĕ Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, районти тĕп больницăн тĕп врачĕ В.Г. Данилов, - Çакна район кунне Шупашкарта Чăваш академи драма театрĕнче уявланă май яр уççăн курса ĕнентĕмĕр.
Хальхи вăхăтра хĕрарăмсем туман ĕç çук. Районти тĕрлĕ отрасльте ĕçлеççĕ вĕсем. Шанса панă тивĕçе ответлăха туйса пурнăçлаççĕ. Çавна май Владислав Григорьевич хĕрарăмсене çурхи пĕрремĕш уявпа, пурне те хĕл ăсатăвĕпе саламларĕ.
Уявпа, хĕл ăсатăвĕн кунĕпе саламлакансем татах та пулчĕç. Чылай çул хушши КПСС Муркаш райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ пулнă, халĕ районăн хисеплĕ гражданинĕ В.С. Краснов, Муркаш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н.И.Никитин, район сучĕн председателĕ Э.Л.Тарасова, Чуманкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Л.Г.Ковалева пурне те çурхи уявпа саламларĕç.
Ял хуçалăх предприятийĕсенчи, организацисенчи тата учрежденисенчи физкультура коллективĕсен иртнĕ çулхи ĕç çыннисен спартакиадин итогĕсемпе «Моргаушрайбыт» чикĕллĕ яваплăхлă общество, «Оринино» тата Ильич яч. хис. хуçалăхсем малти вырăнсене тивĕçнĕ. Вĕсене район пуçлăхĕ дипломсемпе премисем парса чысларĕ.
Уяв программи пуян. Тĕрлĕрен коллективсем хăйсен пултаруллăхне кăтартрĕç. Районти культура çурчĕ çумĕнчи «Расна» пултарулăх ушкăнĕ, Мăн Токшикри культура çурчĕ çумĕнчи «Тăванлăх» халăх фольклор ушкăнĕ, Калайкассинчи тат Шетмĕпуçĕнчи пултарулăх ушкăнĕсем уява уйрăмах аван хатĕрленнĕ, «Расна» тивĕçлипех пĕрремĕш, Мăн Токшиксем иккĕмĕш, Калайкассисемпе Шетмĕпуçсем виççĕмĕш вырăнсене тивĕçрĕç.
Купăс калакансем хушшинче ăмăрту çивĕч иртрĕ. Чи пултарулли кунта Игорь Майков пулчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Надежда Кондукторова тата Нина Боголюбова йышăнчĕç.
Мĕнле уяв-ха тата вăл лашасемпе катаччи чупмасăр. Лаша кÿлнĕ çунасемпе ярăнма кăмăл тăвакансем чылай пулчĕç.
Кунпа пĕрлех Спорт çурчĕ умĕнче ачасем валли йĕркеленĕ уяв программи иртрĕ. Аслăраххисем мини-футболла выляссипе вăй виçрĕç, ытти спорт ăмăртăвĕсем пулчĕç. Ашшĕ-амăшĕсем те хутшăнма пултарчĕç унта. Кĕçĕнреххисем вара тăвайкинчен ярăнса савăнчĕç.
Уйрăм çынсем, предприятисем, райпо суту-илÿ предприятийĕсем тĕрлĕ тавар, апат-çимĕç продукчĕсем сĕнчĕç. Техĕмлĕ шашлыкĕ кăна мĕне тăрать.
Хаваслă кăмăл-туйăмпа саланчĕç çынсем уявран.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"