14 февраля 2007 г.
Çынна ырă туни каялла ырăпа таврăнать теççĕ. Ăна ытарлă каланă пулин те, унăн пĕлтерĕшĕ çав тери пысăк. Ахальтен мар ĕнтĕ пурнăç ырă çынсен лайăх ĕçĕçсем çинче тытăнса тăрать, малалла аталанать.
Акă, çак кунсенче Муркашри тĕп библиотека фончĕ çĕре яхăн кĕнекепе пуянланчĕ. Район центрĕнче пурăнакан Анна Ананьевнăпа Юрий Петрович Черновсем хăйсен килти библиотекинчен Чăваш тата вырăс çыравçисен чылай кĕнекине парнелерĕç. Вĕсем иккĕшĕ те вулама юратакан, анлă тавракурăмлă çынсем. Çавăнпах пулĕ вĕсем килĕнче пуян библиотека пухнă. Хăйсен библиотекинчен шеллемесĕр пире кĕнекесем парнеленĕшĕн Черновсене Муркашри тĕп бибилиотека коллективĕ ячĕпе чĕререн тав тăватпăр. Вĕсен ырă ĕçĕ ыттисемшĕн те ырă тĕслĕх пуласса шанатпăр. Пурне те библиотекăра хапăл туса йышăнатпăр.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"