23 декабря 2006 г.
Муркашри тĕслĕх библиотекăра çак ятпа декабрĕн 21-мĕшĕнче ача-пăча кĕнекисен уявĕ иртнĕ. Малтанах Муркаш шкулĕнче 2-мĕш класра вĕренекенсемпе «Кĕнеке – санăн юлташ тата учитель» программа ирттернĕ. Кайран «Пушкин библиотеки» мегапроектпа илнĕ кĕнекесен презентацийĕ пулнă.
12 сехетре ялсенчи тата шкулсенчи библиотекарьсем, активлă вулавçăсем, Муркаш шкулĕнче вĕренекенсем Мускав хулинчи Елена Нестерина писательпе тĕл пулнă. Тĕл пулăва район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.А. Иванов, Муркаш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н.И.Никитин та хутшăннă.
Кунпа пĕрлех тĕл пулура районта ирттернĕ «Вулавçăсен лидерĕ» тата «Юлташ патне çырнă çыру» конкурссен итогĕсене пĕтĕмлетнĕ. Çĕнтерÿçĕсене дипломсемпе хаклă парнесем панă. Тĕл пулу вĕçĕнче Елена Нестерина районти библиотекăсене çĕнĕ кĕнекесемпе хăйĕн произведенийĕсене парнеленĕ.
Хыççăн ача-пăча библиотекинче ача-пăча писателĕсен произведенийĕсене видеопа кăтартнă.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"