Территориальный отдел "Моргаушский" Управления по благоустройству и развитию территорий ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Районта – 16 тĕслĕх библиотека.

20 декабря 2006 г.

Тĕслĕх библиотекăсем информаципе культура центрĕсем пулса тăраççĕ. Вĕсене хальхи техника хатĕрĕсемпе тивĕçтернĕ, Интернета тухма майсем пур. Пĕлÿ отраслĕсен кашни енĕпех информаци илме май пур. Ял тăрăхĕсен специалисчĕсем, ял хуçалăх ĕçченĕсем, педагогсем, студентсем, пенсионерсем библиотекăсенче хальхи актуаллă информацие илме, кирлĕ кĕнекене тупма пултараççĕ.

Библиотекăскенче çынсене право информацийĕпе тивĕçтерме майсем туса панă. Вĕсенче «Консультант плюс» справкăпа право системи, «Законодательство России» информаципе право системи пур.

Эрне кун районти ача-пăча библиотекине пыракан ачасем ăна палласа та илеймерĕç пулĕ. Сăн-сăпачĕпе те тĕпренех улшăннăскер, тĕслĕх библиотека пулса тăчĕ. Çак шухăш хăех кунта ЧР Культура, национальноçсен ĕçĕсен, информации политики тата архив ĕçĕн министерствинчен компьютерпа ытти тĕрлĕ оборудование 100 пин тенкĕлĕх вырнаçтарни пирки калать.

- Библиотека сирĕншĕн малашне пĕлÿ храмĕ пултăр, - терĕ район пуçлăхĕ Ю.А.Иванов Муркаш ачисене саламласа. – Кунта сирĕн аннĕрсемпе аçăрсем, асаннĕрсемпе аслаçăрсем çÿренĕ. Историллĕ вырăна упрăр. Мĕн кирлине тупса илĕр.

Çакна валли Юрий Александрович библиотекăна пĕр курупка диск парнелерĕ. Кирек хăш темăпа та халĕ тавракурăма анлăлатма пулать ĕнтĕ кунта.

Çамрăк вулакансене çавăн пекех район администрацийĕ,  социаллă аталану пайĕн ертÿçи А.Е.Андреева, ЧР Патшалăх Канашĕн депутатчĕ, районти тĕп больницăн тĕп врачĕ В.Г.Данилов, Муркаш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н.И. Никитин, Муркашри вăтам шкул директорĕ В.В.Ялушкин, унăн çумĕ Г.Л. Сидюшкина саламларĕç. Тĕслĕх библиотека ертÿçине Е.И.Налимована библиотека валли парнесем илме те кăмăллă пулчĕ çав кун.  11 «а» класра вĕренекен Александр Петровпа 8 «а» класри Оля Михайлова вара хăйсем шăрçаланă сăвă йĕркисенче пĕтĕм шкул ачин шухăшне каларĕç, тĕслĕх библиотека тахçанах кĕтнĕ парне пулнине пĕлтерчĕç.

Эрне кун уçăлнă виççĕмĕш тĕслĕх библиотека пулчĕ ку. Çав кун çак савăнăç Шетмĕпуçĕсемпе Ильинкăна та çитрĕ. Пĕр кун маларах вара Турайпа Тойкилтĕре те тĕслĕх библиотекăсем уçăлчĕç. Çапла вара районта 16 тĕслĕх библиотека ĕçлеме пуçларĕ. Çитес çул вĕсен йышĕ 30-а çитĕ.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика