01 ноября 2006 г.
Хисеплĕ тăвансем! Муркашсем!
Митрополит Варнава пиллĕхĕпе пирĕн ялта православи тĕнне ĕненекенсем кĕлĕ çуртне хăпартассипе ĕçсем пуçларĕç. Кайран вара Владимирти Турă амăшĕн чиркĕвĕ те пулĕ.
Чиркÿсене яланах чиркĕве çÿрекенсен укçи-тенкипе тунă. Паянхи çăмăл мар вăхăтра, чиркÿ патшалăхран уйрăм пулнă чух, хисеплĕ çыннăмăрсем – Муркашри пулас чиркĕве çÿрекенсем – хамăрăн çине çеç шанмалла.
Ку ĕçре уйрăмах, хисеплĕ предпринимательсем, эпир сирĕн çине ытларах шанатпăр. Раççейри вырăс купцисен ырă енĕсенчен пĕри яланах ыр кăмăллăх пулнă. Чăн тĕне ĕненекен купцасем пулăшу ыйтакансене яланах пулăшнă. Ку енĕпе хăйсем те пуçаруллă пулнă, мĕншĕн тесен чиркĕве хывни вăл - ĕмĕрлĕх. Турă эпир панă кашни тенкĕшĕн, пусшăн пире ырăлăх парĕ.
Хальхи вăхăтра, çĕршывăмăрта халăх йышĕ пысăк хăвăртлăхпа чакнă чух, обществăра нравтвенноç пахалăхĕсем çухалса пынă чух, чиркÿсене çĕнĕрен чĕртес ыйту питĕ çивĕч тăрать. Православи чиркĕвĕ нихăçан та усала вĕрентмен. Турăн тĕп халалĕсене (ан вĕлер, ан вăрла, ан аскăнлан) эпир пурте пĕлетпĕр. Вĕсем çавăн пекех пур çĕршывсен саккунĕсен никĕсĕсем пулса тăраççĕ. Кĕлĕ иртме пуçласан, хăвăр таврара та, прихутра та лару-тăру йĕркеленсе кайнине туйса илĕр.
Чăн тĕне ĕненекенсем! Эпир пурте çăлăнасшăн, анчах Христос чиркĕвĕсĕр çăлăнăç çук. Христос чиркĕвĕн яланах çурт пулнă. Унта кашниех кĕлле хутшăнма, çылăх каçарттарма, Христос Турăн ÿчĕпе юнне ăша илме пултарнă е хăйĕн инкекĕ-савăнăçĕпе килме пултарнă.
Хаклă тăванăмăрсем! Муркаш – чиркÿ çук пĕртен-пĕр центр. Ку ыйтупа эпир сирĕнпе Чăваш енте юлашки вырăнта тăратпăр. Тен, пĕтĕм Раççейĕпе те.
Муркашра пурăнакансем! Çак ырă та кирлĕ ĕçрен айккине ан пăрăнăр. Ырă туни ырăпах таврăнать.
Турăн ырăлăхĕ Сирĕнпе пултăр! Турă çăлтăр Сире!
Владимирти Турă Амăшĕн чиркĕвĕн прихут Канашĕ.
Приĕн реквизитсем, АК сбербанка РФ Моргаушское отделение № 7034ĕ
ИНН 2112001648 БИК 049706609
Р-с № 40703810375140000046 к-с 301018103000000609
Контактные тел, 8(241) 2-16-11Ĕ Куликова Валентина Васильевна (бухгалтер)
8-903-064-87-10, Федор Ягушов иерей (настоятель)
Прихут Канашĕ ноябрĕн 4-мĕшĕнче Муркашра пурăнакансене кĕлĕ çуртне тума пуçлама чĕнет. Кунти предприятисен ертÿçисене техникăпа тивĕçтерме ыйтать.
Çак кун ирхине 8 сехетре Муркаш ялĕнчи пулас чиркÿ вырăнне пуçтарăнмалла. Хĕрарăмсен кĕреçе, арçынсен мăлатукпа пăта кăлармалли хатĕр илмелле.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"