Территориальный отдел "Моргаушский" Управления по благоустройству и развитию территорий ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Пĕрисем лартаççĕ, теприсем вăрлаççĕ.

25 октября 2006 г.

- Тĕрĕссипе каласан йывăç уйăхлăхне ирттересси пирки эпир хĕл кунĕсенчех шухăшлама тытăннă,- терĕ Муркаш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай Иванович Никитин.

- Нарăсра ял тăрăхĕн бюджетне çирĕплетнĕ хыççăн депутатсемпе Муркаша ешĕллентерес тата тирпей-илем кĕртес ятарлă план туса хатĕрлерĕмĕр. Ăна çу уйăхĕнче пурнăçлама тытăнтăмăр.

Муркаш ялĕнче парк пур-ха,  ăна «Çĕнтерÿ» ят панă.  Унта, паллах, илемлĕ те ырă. Анчах Муркашра ача-пăча валли ятарлă парк çук. Малашне вĕсем валли те пулĕ. Ăна ик-виç çул каялла пурнăçа кĕртме тытăннă ĕнтĕ. Кăçал çак пархатарлă ĕçе ял тăрăхĕн депутачĕсем те тÿпе хывнă. Çу уйăхĕн  пуçламĕшĕн пĕр кунĕнче кунта хĕрÿ ĕç вĕренĕ. Арçынсем Малиновка вăрманĕнчен йывăç-тĕмсем кăларса килнĕ. Хĕрарăмсем çав вăхăтра ăна лартма шăтăк чавнă. Вăл кун ик-виç сехетрех ача-пăча паркĕнче депутатсен аллейи çĕкленнĕ.

Уйăх вĕçĕнче Муркашра ĕçлекен тата шкулта вĕренекенсем  пĕрле пухăнса форум ирттернĕ. Вĕсем те ача-пăча паркĕнче йывăç лартса тухнă. Клумбăсем тунă, чечек акнă. Тăрăшса пăхнипе чечексем тавралăха çăвĕпех илем кÿрсе ларнă.

- Халлĕхе ача-пăча паркĕнче йывăç-тĕм çителĕклех тесе калама çук-ха, - тет  Николай Иванович, анчах йышлатсах пыратпăр. Кĕр кунĕсенче те уйăхлăха хутшăнса вĕсен шутне чылай ÿстертĕмĕр.

Çулла район центрне симĕслентерес тата тирпей-илем кĕртес енĕпе чăнахах та чылай ĕç туса ирттернĕ.

- Çĕртме уйăхĕнче çанталăк шăрăх тăчĕ. Çавăнпа хамăр акса хăварнă ÿсен-тăрансем вăй илеймеççĕ тесе иккĕленнĕччĕ, - каласа парать ял тăрăхĕн пуçлăхĕ, Культура тата коммуналлă хуçалăх ĕçченĕсем вĕсене тимлĕ пăхса тăнипе тата çине-çинех шăварнипе аванах çитĕнчĕç. Чечексем çу каçах савăнтарса ларчĕç. Ял çыннисенчен те тав сăмахĕ илтрĕмĕр.

Муркашра йывăç чылай лартаççĕ-ха. Анчах вĕсене сыхласа хăварасси çăмăлах мар. Ял çыннисем выльăх-чĕрлĕх чылай тытаççĕ. Вĕсем парка кĕрсе кайни те пулкалать. Николай Иванович каланă тăрăх, йывăç-тĕмĕ ватса çÿрекн выльăха хуралтăна хупса лартни те пулкаланă. Хăйĕн кăмăлне хуçнă тепĕр пулăм пирки те асăнчĕ вăл. Çуркунне ача-пăча паркĕнче вунă тĕп улмуççи лартнă иккен. Пĕр каçхине тахăшĕ пĕр-иккĕшне кăларса кайнă.

Муркаш район йентрĕнче пурĕ 21 урам. Халлĕхе вĕсенчен улттăшĕнче кăна асфальт пур. Йĕпе-сапа вăхăтĕнче ыттисенчен тухса çÿреме питех те кансĕр. Васкавлă пулăшу машини те пылчăка пула кĕрсе тухаймасть. Вăл урамсенче асфальт çук тесе хĕлле юр та хырмаççĕ.

Ял тăрăхĕн депутачĕсем район администрацийĕпе ку енĕпе ĕçлеççĕ-ха. Тăхăр урама асфальт сармалли проект туса хатĕрленĕ. Çитес çул Колхоз тат Çĕнĕ Колхоз урамĕсенче ăна пурнăçлама тытăнасшăнĕ.

 

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика