15 июля 2006 г.
Патшалăх пулашăвĕ – кашниншĕн меллĕ.
«Илетĕпех эп ăна».
-14 процентпа паракан кредита, 12 процентне патшалăх саплаштарнă чух, илме ним те шикленмелле мар, - тет Çĕньял-Муркашра пурăнакан А.Ю.Крольков та. – Ак, çак сарайне тума икĕ çул каялла эпĕ ссуда 19 процентпа илтĕм.
Алексей Юрьевич хăй вара паян 100 ытла сысна тытать. Çак кунсенче вара вăл хăйĕншĕн татăклă йышăну турĕ: пурнăç çулне сысна ĕрчетес ĕçпех çыхăнтарма шутларĕ. Муркаш райповĕнчен экономистра ĕçленĕскер, ăна пăрахрĕ.
- Диплом сая каймасть-и? – тесе ыйтсан, кăмăллăн кулса çапла хуравларĕ:
- Эпĕ ял хуçалăх экономисчĕ вĕт. Хамăн юратнă ĕçре шăпах вырăнлă вăл.
Унтан çамрăк çын сысна ĕрчетес ĕç хăш енчен усăллă иккенне тỷрех конкретлă цифрăсемпе, тĕслĕхсемпе çирĕплетсе пачĕ. Ĕмĕчĕ вара А.Ю.Крольковăн пысăк: уйрăм тĕп ферма хуçалăхне йĕркелесси. Халĕ, акă, сысна амисем валли уйрăм вите тăвасшăн. Халлĕхе вара ăна тăванĕсем пулăшаççĕ: вĕсен çĕрĕ çинче туса илет утăпа выльăх апатне. Çитменнине туянать. Хăй ячĕпе илне çĕр çинче, акă, сысна сарайĕпе юнашарах кавăн йăранĕсем.
- Çав тери юратса çиеççĕ ăна. Нимле хушма витаминсем кирлĕ мар, çак ĕçре кирлĕ ял хуçалăх культурисене çитĕнтересшĕн, - тет юнашар кăшман ани çине куç ывăтса.
Чăннипех те чун-чĕрере пысăк ĕмĕтсем пулсан, тăванĕсем юнашар пулсан, мĕнрен шикленмелле. Алексей Юрьевичăн амăшĕ Любвоь Владимировна ĕмĕрĕпех Е.Андреев ячĕпе хисепленекен хуçалăхра ветеринари врачĕ пулса ĕçленĕскер, сыснасем чирлессинчен мĕнле сыхланмалли пирки халĕ те кирлĕ сĕнусем парсах тăрать.
Ашшĕн, Юрий Антоновичăн алли ылтăн тесен те йăнăш пулмасть: тĕрлĕрен армансем тăвать: тырă вĕтетмелли, вĕлтĕрен авăртмалли тата ытти те.
- Ак, кăна та вăлах тунă, - тет А.Ю.Крольков пăсара тытмалли хатĕр çине кăтартса. – Темиçе штук тытрăмăр та ĕнтĕ.
«АПК аталантарасси» наци проекчĕпе килешуллĕн патшалăх пулăшăвне илсен, пĕчĕк калăпăшлă техника туянас шухăш та пур-ха ун. Халлĕхе пĕтĕм çĕр ĕçне мотоблокпа тăвать, ашне вырнаçтарма кайма ГАЗ-53 автомашина пур.
Ĕçлесен пулать, ỷркенмелле мар çеç, - кусем те Алексей Юрьевич сăмахĕсем. Вара, чăнах та, çиес килнине те илсе çиетĕн, мĕн тăхăнас килнине туянма та укçа-тенкĕ çитет. Урăхла каласан, хăв та хăван ĕçпе кăмăллă пулăн, мăшăрăр та пукане пек çỷрĕ, çурт-йĕр те çирĕп пулĕ. Шикленсен ним те пулмасть.
Çакăн пек шухашлă çынсем ытларах пуласса шанас килет, мĕншĕн тесен çак мал ĕмĕтлĕ çынсемпе паллашнă хыççăн наци проекчĕпе кулĕшỷллĕн патшалăх пулăшăвне илме шикленекенсем хăйсен шухăшне улăштарасси пирки иккĕленес килмест.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"