23 августа 2006 г.
Ялсене симĕслентерес, тирпей-илем кĕртес енĕпе смотр-конкурс ирттересси йăлана кĕчĕ. Ăна кăçал йĕркелесси çинчен район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.А. Ивановăн июнĕн 2-мĕшĕнче 152 номерлĕ хушăвĕ тухнăччĕ. Çакна пурнăçласа районти конкурс комиссине 16 ял тăрăхĕ, Оринин, Сыпай, Мăн Сĕнтĕр, Калайкасси, Нискасси шкулĕсем тата 2-мĕш номерлĕ больница хăйсен ĕçĕсене тăратнă: вăрăсем илнĕ, калчасем хатĕрленĕ, лартса çитĕнтернĕ, çум курăксенчен тасатнă. Ку ĕçрен районти ытти организацисемпе предприятисем аякра юлнă.
Августăн 17-мĕшĕнче комиссии ларăвĕ иртрĕ. Ăна комисси ертỷçи, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, капиталлă строительство, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тата архитектура уйрăмĕн пуçлăхĕ В.Г.Никитин уçрĕ. Конкурса тăратнă ĕçсемпе район архитекторĕ Н.Ф.Коннов паллаштарчĕ. Ялсене симĕслентерсе тирпей-илем кĕртессипе хатĕрленĕ материалсене пилĕк номинаципе тăратмалла пулнă. «Чи лайăх урам» номинаципе тивĕçлĕ ĕç тăратман.
Комисси палăртнă тăрăх, республикăра пулса иртекен конкурса виçĕ ĕç тăратма палăртнă:
Муркаш ялĕ яла симĕслентерсе илем кĕртес, Мăн Сĕнтĕр шкулĕ социаллă сферăри учрежденисене, вĕсен çывăхри лаптăкĕсене симĕслетес, Никольский ячĕллĕ культурăпа кану паркĕ кĕтесне чечексемпе лартса илемлетес номинацисемпе аван ĕçленĕ.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"