15 февраля 2020 г.
«Тÿрĕ ыйту – тÿрĕ хурав» почтине Муркашра пурăнакан Олег Тарасов çырупа тухрĕ. Пĕррехинче çил-тăманлă çанталăкра Муркаш тăрăх утса тухма тивни пирки калать. Ларса канма ниçта та сак тупма май çук иккен. Акă мĕн çырать вăл кун пирки:
«Ĕлĕкхи критиклеме хăнăхнă самана аса килчĕ. Ун чухне пирĕн пек ватă çынсене, вăйсăрсене-халсăрсене ларса канма саксем кашни 10 метрта икшер ларатчĕç. Почта, банкомат патĕнчи саксем таçта кайса çухалчĕç. Çар комиссариачĕ, шалти ĕçсен районти пайĕ, налук инспекцийĕпе прокуратура патĕнче те саксем курма çук. Ĕлĕкрех кашни магазин умĕнчех саксем пурччĕ. Халĕ вара магазинне кĕрсен те ларса канма пĕр тенкел те тупаймастăн. Район тĕп больницин урамĕнче те сак таврашĕ тĕл пулаймастăн. «Магнит», «Пятерочка» патĕнче те саксем пулмалла пек туйăнать. Вăй пĕтсе кайсан хĕллехи вăхăтра хăть юр çине выртса кан. «Сывлăх» спорт шкулĕ, Муркашри суту-илÿ центрĕ умĕнчи йышши саксем ытти çĕрте те вырнаçтарма укçа-тенкĕ çав териех нумай расхутлама тивет-ши? Урам хушшинче канма саксем, нушапа кĕрсе тухма туалетсем, автобус кĕтекенсем валли чарăну павильонĕсем туса парасси, урам хушшинчи юпасем çине хунарсем çакасси вак ыйтусем кăна шутланаççĕ пулĕ, апла пулин те çак вак ыйтусем пурте çынсен пурнăç хăтлăлăхĕпе çыхăннăскерсем вĕт-ха. Пĕтĕмĕшле хăтлăлăх та вĕсенчен килет», – тет автор.
Сăмах май, Муркаш урамĕсем хушшинчи саксен ыйтăвне унччен маларах Муркашра пурăнакан А. Николаева та хускатнăччĕ. Вăл Октябре 50 çул урамра кун пек саксем суту-илÿ центрĕ умĕнче кăна пулни çуран çÿрекен ватă çынсемшĕн питĕ çителĕксĕр тесе хыпарланăччĕ.
Хамăр хаçата вулакансем çĕкленĕ ыйтупа Муркаш ял тăрăхĕн пуçлăхне Андрей Мясникова паллаштарас терĕм. Акă мĕн каласа пачĕ кун пирки Андрей Валерьевич.
Хальхи вăхăтра районта «Формирование современной городской среды на территории Моргаушского сельского поселения Моргаушского района Чувашской Республики» муниципалитет программи пурнăçа кĕрет. Ăна 2018 – 2024 çулсем валли туса хатĕрленĕ. Программăпа килĕшÿллĕн обществăлла территорисене хăтлăлатса илемлетеççĕ. Хăтлăлăх ĕçĕсене Муркашра иртнĕ çулта та туса ирттернĕ. 2020 çулта район центрĕнчи Çĕнтерÿ паркĕнче калăпăшлă ĕçсем туса ирттерме палăртаççĕ. Хыççăн вара Муркаш ялĕн тĕп пайне пĕтĕмĕшпех хăтлăлатса илемлетĕç. Дизайн-проектпа килĕшÿллĕн саксем те, урнăсем те, пысăках мар архитектура формисем те вырнаçтарма палăртнă. Апла пулсан çывăх вăхăтрах район центрĕ хăйĕн сăн-сăпатне палăрмаллах çĕнетсе улăштарĕ. Çакна пĕтĕмпех Муркашра пурăнакансене тата кунта килсе çÿрекенсене кăмăллă, меллĕ, хăтлă пултăр тесе тăваççĕ.
Çавăн пекех ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Муркаш сăн-сăпачĕшĕн чăннипех шухăшлакансене, хăйĕн сĕнĕвĕсемпе редакцие пыракансене тав сăмахĕ каларĕ. Кун пек пуçаруллă сĕнÿсем пĕри те шута илмесĕр юлас марри пирки пĕлтерчĕ.
«Тÿрĕ ыйту – тÿрĕ хурав» телефонĕсем: 62-2-82, 8-927-857-42-06.
В. ШАПОШНИКОВ хатĕрленĕ
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"