Территориальный отдел "Моргаушский" Управления по благоустройству и развитию территорий ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Тикĕс çул кирлех

09 октября 2019 г.

Пĕр алă  çул каялла колхозсем пур чухне эпĕ ас тăвасса, ялтан яла  çуна çулĕ ялан пулса.  Халĕ пурнăç тĕпрен улшăнчĕ. Хĕллехи вăхăтра юнашар яла йĕлтĕрпе кăна кайма пулать. Çав вăхăтрах  паян кашни ялтах асфальт сарнă çулсем пур. Çурлатри ялĕнче вара М.Замятин  тăрăшнипе пĕр урама кăна асфальт сарчĕç. Пĕлме,  пирĕн ялта вара çичĕ урам. Заовражная урама каçас пулсан,   хăпартнă çул çинче çул варрипе Байкал кÿлли пек кÿлленчĕксем тăраççĕ. Çуркунне-кĕркунне унта  çăмăл  автомашинăсене пачах кĕме майĕ çук. Çакна курсан ыйту çуралать: «Нивушлĕ пирĕн ялта çул тума май çук. Кун пирки вырăнти ял тăрăхĕ мĕн шутлать-ши?». Хальхи вăхăтра ялти 150 килтен 40 çурчĕ пушă ларать. Çамрăксем  яла юлмаççĕ, мĕншĕн  тесен вĕсем вали  ялта тивĕçлĕ ĕç çук. Ялта ача сачĕ пурччĕ. Ăна  хупни икĕ çул  иртрĕ.  Мĕншĕн пушă лартмалла  ăна?  Унта ваттисен çуртне е тĕп больницăн филиалне уçма май çук-ши? Ялта кăлпасси цехĕ пулни Çурлатри малашлăхĕ пирки калать. Анчах…

Халлĕхе нумай çамрăк Шупашкара, Мускава е Сочине ĕçлеме çÿрет, ял пушансах пырать. Шупашкара çÿрекенсем унтах хваттерсем илсе тĕпленеççĕ.

Тепĕр ыйту та пур. Паян районти кашни яла майлах автобус çÿрет. Пирĕн яла ирпе каçпа икĕ рейс çÿретме май çук-ши? Малиновка – Çурлатри – Муркаш рейспа автобус çÿреттерни ытлашии пулмĕ тесе шутлатăп.

Асфальт  васкавлă пулăшу машинине те, инкек сиксе тухсан пушар хуралне те кирлĕ пулнине пурте пĕлетпĕр. Ял магазинĕ патĕнче вак чул тата хăйăр куписем хăй вăхăтĕнче Эльбрус тăвĕсем пекех выртса. Ăçта çухалчĕç вĕсем? Кам турттарса кайрĕ вĕсене?

Çур аки вăхăтĕнче те, вырмара та ялти Мускав урамĕпе техника нумай çÿрет. Вĕсене те, çуран çÿрекенсене те тикĕс çул кирлех тесе шутлатăп.

 В.Сергеев.  Çурлатри ялĕ.

 Хамăр вулакан ыйтăвĕпе Муркаш ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхне А.Мясникова паллаштартăмăр. Андрей Валерьевич прие хурав нумай кĕттермерĕ: Ялсенчи обществăлла инфратытăма аталантарассипе пăхнă проектсене пурнăçа кĕртессипе паян ял  çыннисем хушшинчи пуçаруллăх бюджечĕпе анлă усă курма тăрăшатпăр. Çурлатринче пурăнакансене те ял пухăвĕсенче вырăнти çул  ыйтăвĕпе çак енпе ĕçлеме пĕрре мар сĕнÿсем панăччĕ. Анчах лав вырăнтан тапранмарĕ. Çав вăхăтрах хамăр ял тăрăхĕнче 2019 çулта инициативлă бюджет укçи-тенкипе усă  курса аватомобильсем çÿремелли 3 çула юсама пултартăмăр.

 Çакна та палăртса хăваратăп. В.Сергеев  ыйтăвне район администрацине те ярса патăмăр.   Мĕншĕн тесен пассажирсене турттарассипе тата «Лебедушка» ача сачĕн  ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă ыйтусем ял тăрăхне пырса тивмеççĕ.

А.Белов хатĕрленĕ.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика