Территориальный отдел "Моргаушский" Управления по благоустройству и развитию территорий ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Кĕнеке вулама юратакансене чысларĕç

27 мая 2019 г.

Кĕнеке вулама юратакансене чысларĕç

Чăваш Республикин ача-пăчапа çамрăксен библиотеки нарăсăн 1-мĕшĕнчен тытăнса çу уйăхĕн 15-мĕшĕччен тăсăлнă «Чи нумай вулакан çемье» конкурса пĕтĕмлетсе çĕнтерÿсене чысларĕ.

Çемье вулавне аталантарас тĕллевпе иртнĕ конкурса 13 районтан тата 5 хуларан 59 ытла ĕç тăратнă. «Илемлĕ хайлав патне хатĕрленĕ чи лайăх плейкаст», «Библиотека тăрăх йĕркеленĕ чи лайăх виртуаллă экскурси», «Чи лайăх вулав дневникĕ» номинацисенче палăрнисене Чăваш Республикин культура министрĕн çумĕ Елена Чернова саламларĕ, яланах кĕнекепе туслă пулма чĕнсе каларĕ.

Çĕнтерÿçĕсен ретĕнче — пĕлÿ çăлкуçĕн чăн-чăн тусĕсем. Ача пĕрремĕш хут кĕнекепе çемьере паллашать. Ашшĕ-амăшĕ вуласан ача та пĕчĕкренех кĕнеке патне туртăнать. Вулав тĕнчипе паллашса вĕсем ырăпа усала уйăрма, сăнарсемпе пĕрле савăнма, кулянма хăнăхаççĕ.

«Илемлĕ хайлав патне хатĕрленĕ чи лайăх плейкаст» номинацире Любимовсем /Муркаш районĕ/, Владимировсем /Комсомольски районĕ/, Андреевсем /Канаш районĕ/ çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçрĕç. «Библиотека тăрăх хатĕрленĕ чи лайăх виртуаллă экскурси» номинацире пултарулăхпа Савельевсем /Шупашкар/, Можаевсем /Комсомольски районĕ/, Терехинсем /Муркаш районĕ/ палăрчĕç. «Чи лайăх вулав дневникĕ» номинацире Назаровсем /Канаш районĕ/, Александровсем /Канаш хули/ тата Михайловсем /Элĕк районĕ/ малти вырăнсене йышăнчĕç.

Пултарулăхра палăрнисене, кĕнекепе туслисене Хисеп хучĕсемпе, парнесемпе хавхалантарчĕç.

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика