Территориальный отдел "Моргаушский" Управления по благоустройству и развитию территорий ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Ăнăçлăрах аталанма майсем пур

06 февраля 2019 г.

Ăнăçлăрах аталанма майсем пур

Февралĕн 5-мĕшĕнче Муркашра ĕçлĕ çул çÿревпе Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пулчĕ. Вăл районăн 2018 çулти социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн кăтартăвĕсене пĕтĕмлетекен канашлăва хутшăнчĕ.

Канашлăва пуçланă май Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендине тивĕçнĕ яш-кĕрĕме çакна çирĕплетекен свидетельствăсем парса чысларĕ. Савăнăçлă самант хыççăн вара республикăн иртнĕ çулти социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн кăтартăвĕсемпе те паллаштарчĕ.

Канашлури тĕп докладпа - Муркаш районĕн 2018 çулти социаллă пурнăçĕпе экономика аталăнăвĕ пирки район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев тухса каларĕ. Вăл уйрăмах паллă та пĕлтерĕшлĕ самантсем çинче чарăнса тăчĕ.

Районта экономикăн пур отраслĕнчи вăтам тата пысăк предприятисенче тавар туса кăларни, ĕçсем пурнăçлани тата услугăсемпе тивĕçтерни 5 млрд та 594 млн тенкĕпе танлашнă (республикăра 6-мĕш вырăнта). Çак кăтарту малтанхи çулхинчен 12,2 процент пысăкрах. Çав шутран ял хуçалăх предприятийĕсем продукци 790 млн тенкĕлĕх туса кăларнă (10,8 процент ытларах). Промышленноç тата тирпейлекен производство предприятийĕсен ĕç хăвачĕ ÿсни палăрать: вĕсем хăйсен продукцине 4 млрд та 804 млн тенкĕлĕх реализациленĕ. Чи пысăк кăтарту «Сеспель» акционерсен хупă пĕрлешĕвĕн - 3 млрд ытла тенкĕлĕх.

2018 çулта пĕчĕк тата вăтам предпринимательствăн 20 субъектне патшалăх пулăшвĕпе тивĕçтернĕ (2017 çулта - 10 субъекта). Вăл шутра - 11 субъекта пурĕ 19 млн та 200 пин тенкĕлĕх финанс пулăшăвĕ панă (2017 çулта - 9 млн та 550 пин тенкĕ пулнă).

Районти экономикăна аталантарас тĕллевпе пурĕ 287 млн тенкĕлĕх инвестици хывнă. 16 инвестици проектне пурĕ 83 млн тенкĕлĕх пурнăçланă май, 65 çĕнĕ ĕç вырăнĕ йĕркеленĕ.

Ростислав Тимофеев 2019 çулта районта 20 инвестици проектне пурнăçлама палăртнине, çапла тата 60 яхăн çĕнĕ ĕç вырăнĕ йĕркелессе каларĕ.

Район администрацийĕ хуçасăр выртакан çĕр лаптăкĕсене ял хуçалăх çаврăнăшне кĕртессипе тимлет, 562 га çаврăнăша кĕртнĕ. Ял хуçалăх организацийĕсемпе хресчен фермер хуçалăхĕсенче 1,2 пин тонна аш-какай туса, 9,3 пин тонна сĕт суса илнĕ.

Ростислав Тимофеев ял хуçалăхĕн аталанăвĕ малашне туса илнĕ продукцие тирпейлессипе тÿррĕнех çыхăнса тăрасса палăртрĕ. Çавăнпа та ку тĕлĕшпе инвестици площадкисем йĕркелесси - умра тăракан задачăсенчен пĕри пулнине каларĕ. Ăна пурнăçлассин пĕр енĕ ял хуçалăх таварĕсене туса кăларакансем ăна тирпейлекен кооперативсене пĕрлешесси пулмаллине те пĕлтерчĕ.

Предприятисем пĕр тикĕс ĕçлени, инвестицисем явăçтарни, пĕчĕк тата вăтам предпринимательство аталанăвĕн шайĕ - çакă пĕтĕмпех вырăнти бюджетăн тупăш пайĕпе çыхăннă. 2018 çулта район бюджечĕн тупăш пайĕ пурĕ 805 ,4 млн тенкĕпе танлашнă, çав шутран 196,2 млн тенкĕ - харпăр хăй тупăшĕ шутланакан пай (11,4 процент ытларах).

Налуксем тĕлĕшĕнчи парăмсене чакарса пырас тĕллевпе районта ĕç укçине саккунлă шайра тата вăхăтра тÿлессипе ĕçлекен ведомствăсем хушшинчи комисси ларăвĕсене тăтăшах ирттернĕ, официаллă ĕçлемен çынсене тупса палăртассипе рейдсем йĕркеленĕ, муниципалитет пурлăхĕпе тата çĕр лаптăкĕсемпе усă курнăшăн аренда тÿлевĕн парăмĕсене чакарассипе те тимленĕ. Канашлура палăртнă тăрăх, районти чылай çын республика тулашĕнче ĕçлет, çакă вырăнти бюджета сахал мар укçа-тенкĕ килменнине кăтартса парать.

Бюджет пирки каланă май, Муркаш районĕ Пĕтĕм Раççейри «Лучшее муниципальное образование России в сфере управления общественными финансами» конкурсра 3-мĕш вырăн йышăнма пултарнине палăртмалла. Çĕршыв шайĕнчи «Муниципальная экономическая практика» кункурсра Юнкă ял тăрăхĕ «Муниципальная экономическая политика и управление муниципальными финансами» номинацире 2-мĕш вырăн йышăннине те каламасăр иртме çук.

Патшалăх пулăшăвĕпе усă курса 2018 çулта районти 28 çемье пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене пурĕ 17 млн та 117 пин тенкĕлĕх лайăхлатнă. Кăçал та тĕрлĕ программăна хутшăннă май, район администрацийĕ 50 çемьене яхăн патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтерес тĕллевлĕ.

Çак вăхăта районти нумай ачаллă 389 çемьене тÿлевсĕр çĕр лаптăкĕпе тивĕçтернĕ, вĕсенчен 39 çемьене - пĕлтĕр. Ростислав Тимофеев каланă тăрăх, нумай ачаллă çемьесем валли çĕр лаптăкĕсем хатĕрлес, çав территорисене планлас ĕç районта активлă пырать.

Çынсен пурнăç условийĕсене хăтлăрах туса пырассипе районта пĕлтĕр те тĕллевлĕ ĕçлени курăнать. Çак хăтлăх чи малтанах çулсем тăвассипе, пуррисене йĕркеллĕ тытса тăрассипе çыхăннă. 2018 çулта «Хăрушлăхсăр тата пахалăхлă çулсем» проектпа 4 çул (пурĕ 24 км) юсанă, вăл шутра çынсем кĕтнĕ «Большой Сундырь - Большое Карачкино - Ешмолай» çула та. Çак программăпа пурĕ 110 млн тенкĕ тăкакланă.

Пуçарулăх бюджечĕн мелĕпе пĕлтĕр пурнăçланă 17 проектран 12-шĕ çул тăвассипе пулнă. Çавна май пурĕ 8 км яхăн вак чул сарса хытарнă çулсем тума пултарнă.

Вĕренÿ организацийĕсен пурлăхпа техника базине çирĕплетессипе районта кашни çулах пысăк калăпăшлă ĕçсем пурнăçлаççĕ. Иртнĕ çул Шомик шкулне (6,3 млн тенкĕ), виçĕ шкулта спортзалсем тĕпрен юсаса çĕнетрĕç (пурĕ 3,9 млн тенкĕ). Тепĕр çивĕч ыйтва таса пачĕç - Юнкă шкулĕнче спортзал туса пĕтерчĕç (22,1 млн тенкĕ).

Районти культура учрежденийĕсен сăн-сăпачĕ те улшăнса пырать. Пĕлтĕр Йÿçкассинчи Культура çуртне, Мăн Хураçка клубне юсаса çĕнетнĕ (пурĕ 3,4 млн тенкĕ), Ятман ял клубĕн пурлăхпа техника базине çĕнетме те сахал мар укçа-тенкĕ хывнă - 556 пин тенкĕ. Çакăн пек ĕçсем кăçал ытти хăш-пĕр культура учрежденийĕнче те пулмалла. Каласа хăвармалла, Ярославка Культура çуртĕнчи икĕ çула палăртнă юсав ĕçĕ малалла пырать.

Районта пурăнакансен сывлăхне сыхласси, вĕсене пахалăхлă медицина пулăшăвĕпе тивĕçтересси - социаллă пурнăç шайĕ çине витĕм кÿрекен тĕп енсенчен пĕри. Районта çĕнĕ ФАП-сем хута кайрĕç, çапах та вĕсен йышне тата пысăклатас шутлă. Çав вăхăтрах ФАП-сене фельдшерсене явăçтарас ыйту та çивĕч тăрать.

Ростислав Тимофеев хăйĕн сăмахĕнче юлашки пилĕк çулта районта пурăнакансен пурнăç тăршшĕ вăрăмланнине - вăтамран 70,2 çулпа танлашнине пĕлтерчĕ. Анчах та вăл республикăри вăтам кăтартуран пĕчĕкрех. Демографи тĕлĕшĕнчи лару-тăру пирки каланă май, вăл районта ача çураласси чакнине, çын вилесси нумайланнине палăртрĕ. Çавăнпа та çынсене малашне те сывă пурнăç йĕркине тытма, сывлăха упрама хăнăхтаракан меропрятисене ытларах явăçтармаллине палăртрĕ.

Çынсем хăйсене хăрушсăрлăхра туйни те социаллă пурнăç çине пысăк витĕм кÿрет. Иртнĕ çул районта 251 преступлени пулнине регистрациленĕ (малтанхи çулхинчен 13,4 процент сахалрах). Тĕрлĕ программăна пурнăçланă май, обществăлла хăрушсăрлăхпа тивĕçтерме район бюджетĕнчен пурĕ 1 млн 259 пин ытла тенкĕ уйăрнă. Ростислав Тимофеев палăртнă тăрăх, профилактика ĕçне эффективлăрах пурнăçлас тĕллевпе профилактика субъекчĕсен кăçал тачăрах çыхăнса ĕçлемелле.

Районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕнче ырă улшăнусем курăмлă. Çапах та пур ĕçе те пĕрлехи вăйпа кăна туллин пурнăçлама май пуррине асра тытмалла. Çакна палăртса, район администрацийĕн пуçлăхĕ малашне те пурте пĕрле тÿрĕ кăмăлпа тăрăшсан, ума лартнă задачăсене пурнăçлама пултарасса шанса каларĕ.

Канашлăва Чăваш Республикин экономика аталăнăвĕн министрĕн тивĕçне пурнăçлакан Светлана Ананьева, финанс министрĕн çумĕ Ольга Метелева,  Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Николай Угаслов тата ыттисем те тухса каларĕç. Министерство представителĕсем  Муркаш районĕн аталану потенциалĕ пысăккине, çавăнпа та экономикăри, социаллă пурнăçри кăтартусене татах та лайăхлатма май пуррине палăртса хăварчĕ.

 Канашлу вĕçлениччен Михаил Игнатьев муркашсене ял хуçалăхĕнчи, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхри хăш-пĕр çитменлĕхе пĕтерме тăрăшмаллине, çынсен пурнăç тăршшĕне вăрăмлатассипе ытларах тимлемеллине палăртса каларĕ, залран панă ыйтусене хуравларĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ муркашсене малашне те тĕллевлĕ ĕçлеме,  районти пурнăçа лайăхлатассишĕн вăй хума сĕнчĕ.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика