13 июня 2017 г.
Хĕрарăмсен Чăваш Республикинчи канашĕ пуçаруллă та пултаруллă хĕрарăмсем хушшинче республикăри "Хĕрарăм - çулталăкри чи лайăх директор", "Чăваш Енĕн çамрăк директорĕ", "Ял хĕрарăмĕ - предприниматель" конкурссене пĕтĕмлетнĕ. Пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприятие Раççей Предпринимательствин кунне, Амăшĕн тата Ашшĕн çулталăкне халалланă. Уява Чăваш Республикин финанс министрĕ Светлана Енилина уçнă, асăннă пĕрлĕх ертÿçин çумĕ Нина Глотова ертсе пынă.
Асăннă канаш çулсеренех организаци, предприяти ĕçĕсенче пысăк çитĕнÿсем тăвакан, ытти ĕçре пуçарулăхпа палăракан хĕрарăм ертÿçĕсене тупса палăртас, патшалăхпа обществăра хĕрарăм ертÿçĕ хаклăхне ÿстерес, пысăк çитĕнÿ тунă хĕрарăм ертÿçĕсене хавхалантарас тĕлĕшпе йĕркелет. Республика шайне Чăваш Енти 32 пултаруллă хĕрарăм ертÿçĕ тухма тивĕç пулнă.
Муркаш районĕн чысне районти ача-пăча пултарулăхĕн çурчĕн ертÿçи Алевтина Рожкова хÿтĕленĕ. Алевтина Владимировна республикăри "Хĕрарăм - çулталăкри чи лайăх директор" конкурсăн "Ĕçлĕ хĕрарăм" номинаци çĕнтерÿçи пулма тивĕçнĕ. Çĕнтерÿçĕсемпе номинантсене пысăк çитĕнÿпе Хĕрарăмсен Чăваш Республикинчи канашĕн ырă кăмăллăх фончĕн попечитель канашĕн ертÿçи Лариса Игнатьева тата ыттисем чысланă, асăнмалăх парнепе хавхалантарнă.
Алевтина Владимировнăна тивĕçлĕ çитĕнÿпе саламлатпăр, професси шайĕнче те, çемьере те ăнăçу сунатпăр. Палăртма кăмăллă, хастар ертÿçĕ çак кунсенче пысăк ĕç хÿтĕлеме вăрăм çула кайса килчĕ.
Р. Илларионова.