Территориальный отдел "Моргаушский" Управления по благоустройству и развитию территорий ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Малтанхи сасăлав: выляса янисем пулмĕç

25 мая 2016 г.

Майăн 22-мĕшĕнче Чăваш Енре пурăнакансем Раççейĕн Патшалăх Думинче тата республикăн Патшалăх Канашĕнче вĕсен интересĕсене хÿтĕлеме пултаракан "Единая Россия" партин чи тивĕçлĕ кандидачĕсене суйларĕç.

Вырсарникун, майăн 22-мĕшĕнче, "Единая Россия" партин малтанхи сасăлавĕ иртрĕ. Унăн пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх сентябрь уйăхĕнче Раççейĕн Патшалăх Думине тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашне суйланма кандидатсен списокне хатĕрлеççĕ. Паянхи куна "Единая Россия" политика партийĕ - çĕршыври саккун кăларакан органсене суйланма кандидатсене çак чи уçă та демократиллĕ мелпе палăртакан пĕртен-пĕр парти.

РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алена Аршинова ытти партисем кандидатсен списокне йĕркелеме мĕнле меслетпе усă курнине, шел пулин те, ăнланмаллах маррине каланă. "Единая Россия" партин малтанхи сасăлавĕнче вара çынсем малашне хăйсем курас текен кандидатсене çул параççĕ. Сăмах май, Алена Аршинова, ахаль суйлавçăсем пекех, малтанхи сасăлава И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчи участокра хутшăннă.

Малтанхи сасăлава суйлав умĕнхи тĕп репетици пек палăртма пулать пулсан та, Чăваш Енре пурăнакансем сасăлава питĕ активлă хутшăннă. Ку, пĕр енчен, çынсем "Единая Россия" партие шаннине, тепĕр енчен, вĕсен интересĕсене çĕршывăн тата республикăн саккун кăларакан органĕсенче кам хÿтĕлени пĕлтерĕшлине кăтартса парать.

Чăнах та çынсем нумаййăн хутшăнчĕç. Çакна урнăсене бюллетеньсем яма черет тăни те кăтартса пачĕ. Акă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та, сасăлава Шупашкарти Хусанкай ячĕллĕ Культура керменĕнчи участокра хутшăннăскер, хăйĕн должноçĕ пирки манса, ыттисемпе пĕрлех черетре тăнă. Вăл вăхăтра çынсемпе калаçма та ĕлкĕрнĕ. Малтанхи сасăлава килнĕ çынсем М. Игнатьева республика тата çĕршыв пуласлăхĕпе кăсăкланнине, тăнăçлăхпа, мирлĕ пурнăçпа пурăнасшăннине каланă. Обществăпа политика лару-тăрăвĕ тăнăç аталанса пыни ыранхи куна шанчăклăрах пăхма май панине пĕлтернĕ.

Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов та сасăлав участокне мăшăрĕпе тата икĕ ачипе пĕрле пынă. Малтанхи сасăлава хутшăннă çынсене вăл çак ĕçе ответлăха туйса пурнăçланăшăн, участоксенче суйлавçăсем валли çак кун уяв туса паракансене тав сăмахĕ каланă.

"Паянхи сасăлавра чи нумай сасă пухнă кандидатсем Патшалăх Думипе Патшалăх Канашне сентябрь уйăхĕнче те тивĕçлĕ суйланасса шанатăп", - тенĕ Леонид Черкесов.

Гражданла позици активлă пулмаллине тата ăна мĕнле уçса памаллине майăн 22-мĕшĕнче малтанхи сасăлава хутшăннипе чылайăшĕ кăтартса пачĕ. Çапла Николай Малов сасăлавçă хăйĕн тăван Етĕрне хулинчи сасăлав участокĕнче чи малтан сасăлакансенчен пĕри пулнă. Кайран вара "Единая Россия" партин регионти ертÿçи тата малтанхи сасăлава хутшăннă çын Шупашкарти тата Çĕнĕ Шупашкарти темиçе участока çитсе курнă.

"Эпир хамăрăн суйлавçăсем патне уççăн тухатпăр, вĕсемпе канашлатпăр, вĕсем сентябрĕн 18-мĕшĕнче "Единая Россия" партирен хăш кандидатсене курасшăннине ыйтса пĕлетпĕр", - палăртнă вăл.

Николай Малов малтанхи сасăлав паллă политиксене кăна мар, "Единая Россия" партипе пĕр шухăшлă ытти çынна та, вăл шутра партире тăманнисене те, хăйсем пирки пĕлтерме май панине каланă. Çавăн пекех вăл малтанхи сасăлавра никам та выляса яманнине пĕлтернĕ, мĕншĕн тесен пур хутшăнакан та - пĕр команда. Çĕршывпа республика тăнăçлăхĕшĕн тăрăшма вара командăн яланах ĕç тупăнать.

Муркаш районĕнче те суйлавçăсем малтанхи сасăлава активлă хутшăнчĕç. Район территорийĕнче йĕркеленĕ 11 участока ирхи 8 сехетрен пуçласа каçхи 8 сехетчен çынсем активлă килсе тăчĕç. Кăнтăрлаччен вара пур участокра тенĕ пекех черетсем пулнă.

Н.Николаева

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика