Территориальный отдел "Моргаушский" Управления по благоустройству и развитию территорий ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Муркаш пикине суйларĕç

27 апреля 2016 г.

Апрелĕн 24-мĕшĕнче Муркашри Культура çуртĕнче "Муркаш пики - 2016" конкурс иртрĕ. Унта сакăр ял тăрăхĕнчи 9 пике хутшăнчĕ. Пикесем хăйсен ташă-юрăри ăсталăхне, наци апат-çимĕçне пĕçерес ăсталăхне, ăс-тăнне кăтартса пачĕç.

Вĕсене хаклама Муркашсен Шупашкарти ентешлĕхĕн хастарĕ, "Строительство материалĕсен комбиначĕ" пĕрлешĕвĕн генеральнăй директорĕ П. Вязов, Чăваш наци конгресĕн вице-президенчĕ В. Клементьев, "Мисс-Волга" модель агентствин хореограф-постановщикĕ И. Алексеева та килсе çитрĕç. Районти ытти яваплă çынсемпе пĕрле вĕсем конкурс пĕтĕмлетĕвĕпе Муркаш салинчи Ксения Петрова "Муркаш пики" ята тивĕçнине пĕлтерчĕç. "Вице Муркаш пики" те Муркашранах. Вăл - Алена Филиппова.

Çак пикесене тата çулсеренех район тата республика шайĕнчи "Чаваш пики" конкурса хутшăнакансене ăнăçлă хатĕрлекен Л. Игнатьевăна П. Вязов укçан ятарлă парне парса хавхалантарчĕ. Конгресс кăçал çулла ирттерекен Крымри чăваш Акатуйне каймалли сертификата вара А. Филиппова тивĕçрё.

Тĕплĕнрех - хаçат сайтĕнче.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика