23 апреля 2016 г.
Муркаш ял тăрăхĕнчи ĕç коллекгивĕсемпе, шкулта вĕренекенсемпе тата вĕрен- текенсемпе ирттернĕ тĕл пулусем ĕçлĕ калаçура иртнине папăртмапла. Вĕсене хутшăнса пĕрлехи информаци ушкăнĕн ертÿçи Анатолий Яковлев хăвăрт улшăнакан пурнăçра çĕнĕлĕхсемпе тан пырас текенĕн пĕр-пĕринпе тачă хутшăнса ĕçлемеллине уйрăммăн палăртрĕ. Вăл ертсе пыракан ĕç ушкăнĕ кун йĕркинчи кашни ыйтăвах халăхпа анлăн сÿтсе явса Чăваш Республикин Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа ЧР Правительстви туса ирттерекен ĕçсене ял тăрăхĕнче пурăнакансем патне туллин çитерме тăрăшрĕ.
Информаци кунĕнчи тĕл пулусенче ял çыннисен пурнăçĕпе паллашнипе пĕрлех нумай ыйту кун йĕркипе пулса пычĕ. Коллективсенче çуркуннехи экологи субботникне вырăнсенче епле ирттерни, хресчен уй-хир ĕçĕсене епле хатĕрленни, шкулта вĕренекенсемпе вĕрентекенсем йывăç лартмалли уйăхлăха хутшăнни, çёршыв юртан тасалнă май типĕ курăк ялсемпе вăрмансем таврашĕнче пушар хăрушлăхне ÿстерни, Асла Çĕнтерÿ 71 çул тугттарнине кĕтсе илме хатĕрленни, республикăри Ёç çыннин çулталăкне вырăнсенче епле пурнăçа кĕртни çинчен анлă калаçусем иртрĕç.
Муркаш пасарне кĕнĕ çĕртех улмуççи хунавĕсемпе, акмалли-лартмалли пахча çимĕç вăрлахĕпе сутă туни ял çыннишĕн таврара чи пĕлтерĕшлĕ вăхăт хуçаланнине пĕлтерет.
- Ялта пурăнакан умри йывăрлăхсене çĕнсех çур акине хатĕрленни вăл ыранхи кунпа пурăннине пĕлтерет. Çыннăн хайĕн ĕмĕрĕнче çурт тумалла, йывăç лартмалла тата ача çуратса ÿстермелле. Çаксем йăлтах йĕркере пулсан çĕршыв экономики те малалла кайĕ, - терĕ Чăваш Республикин çут çанталăк ресурсĕсемпе экологи министрĕн çумĕ Анатолий Яковлев.
Кун хыççăн пĕрлехи информаци ушкăнĕ Муркашри вăтам шкулта пулса экологи ыйтăвĕпе анлă калаçу ирттерчĕ.
-Темĕнле пулсан та паянхи кун йĕркинче çур аки малти вырăнта тăрать. Республикăри çĕр ĕçченĕ çурхи ака-суха ĕçĕсене анлăлатсах пырать. Ака уйăхĕн 20-мĕшĕ тĕлне ыранхи кунпа пурăнакан хресчен кĕрхи культурăсене 15 пин гектара яхăн апатлантарма ĕлкĕрчĕ. Муркашсем те çак ĕçе 1000 гектар ытла пурнăçлани эсир те вырăнта ларманнине çирĕплетет. Çав вăхăтрах кăнтăр районсенче кĕрхи культурасемпе нумай çул ÿсекен курăксен пуссисене сÿрелесе нÿрĕк тыттассипе ĕçлеме пуçларĕç. 7 районта 500 гектар ьггла çурхи культурăсем акма та ĕлкĕрчĕç. Патăрьелсем 40 гектар ытла сухан лартрĕç, - паллаштарчĕ уй-хир ĕçĕсемпе А. Яковлев.
Шкулăн актовăй залĕнче тĕл пулу иртнĕ вăхăтра Йошкар-Олари патшалăх техника университечĕн йышăну комиссийĕн яваплă секретарĕн çумĕ Максим Ваццаевпа асăннă вĕренÿ заведенийĕн опытлă вĕрентÿ вăрман хуçалăхĕн директорĕ Николай Попов 11 -мĕш классенче вĕренекенсемпе асăннă университета вĕренме кĕмелли бюджет йĕркипе, кунта мĕнле професси илме май пуррипе паллаштарчĕç. Çак калаçăва информаци ушкăнё актовăй залĕнче те ирттерчĕ. Малашлăха пăхакан яш-кĕрĕм çаканта хăйне валли усăллине тупрех тесе шутлатăп, мĕншĕн тесен асăннă университета бюджет йĕркипе вĕренме кĕресси пирки яшсенчен ыйтусем пулчĕç.
Экологи ыйтăвĕ вăл йывăç лартнипе пĕрлех тăван тавралăха сыхланипе, унăн пуянлăхĕпе туллин усă курнипе çыхăнса тăрать. Çакна тĕл пулăва пынисене аслă кăмпаçă Игорь Дзекунов анлăн ăнлантарса пачĕ. Вĕрентекенсем каланă тăрăх биологи урокĕсенче шăпах кăмпасем пирки вĕреннĕ вăхăтра ку калаçу ачасемшĕн уйрăмах интереспĕ пулчĕ. Хăйĕн сăмахĕнче таса кăмпа таса вăрманта уснине юманлăх ăсти Виталий Петров ăнлантарчĕ. Вăл республикăри вăрманлăхăн 23 проценчĕ юманлăх пулнине, сывă юман устерессипе кам епле ĕрленине, çак ĕçе ачасем те тÿпе хывма пултарнине палăртрĕ.
Муркашри вăтам шкулти тĕл пулу хыççăн информаци ушкăнĕ кунти библиотекăна йышлă кĕнекесем, асăнмалăх альбом парса хăварчĕ. Вĕренекенсемпе тата вĕрентекенсемпе пĕрле пулса А. Яковлев хăй илсе килнĕ кăвак чăрăшсене шкул территорине лартса хăварнине те шкулта ырласа йышăнчĕç.
- Чăваш Республикин çут çанталăк ресурсĕсемпе экологи министрĕн çумĕ хăй пирĕн патăмăрта йывăç лартса хăварни пире кăçал экологи ыйтăвĕсемпе тимлĕрех пулма, ку енпе малашне тĕллевлĕрех ĕçлеме ыйтать, - терĕ иртнĕ кĕркунне туя йывăççисен аллейине уçнипе палпаштарса шкул директорĕ Н. Смирнов.
Муркашри тĕл пулусем хыççăн пĕрлехи информаци ушкăнĕ А. Касьянов ертсе пыракан Ильинка вăрман хуçалăхне çитрĕ, кунта ĕçлекенсем çуркуннехи-çуллахи пушар харушлăхĕ пысăк тапхăра епле хатĕрленнипе паллашрĕ. Тăван тавралăх илемĕ хамăр алăра пулни калаçусенче çиелте пулчĕ.
Информаци ушкăнĕнче пулнă район администрацийĕн пурлăх пайĕн ертуçи Илья Захаров тĕл пулăва хутшăннисене район аталанăвĕн утăмĕсемпе паллаш- тарчĕ, кăçалхи суйлавпа çыхăннă ыйтусем çине хуравсем пачĕ.
А. БЕЛОВ
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"