Территориальный отдел "Моргаушский" Управления по благоустройству и развитию территорий ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Пурте активлă хутшăнар

20 апреля 2016 г.

Çурхи кунсем çитсе килнё май тавралăха, территорисене тасатса тирпейлессин ыйтăвĕсем малти вырăна тухаççĕ. Хĕл кунёсенче юр айне пулса пынă мĕнпур тасамарлăх çиле тухрĕ ĕнтĕ. Çавăнпа та пурне те активлă хутшăнтарса çак тапхăрта субботниксем йĕркелесси, çÿn-çanaпухса тиесе ăсатасси пĕлтерĕшлĕ пулса тăрать. Умра вара пысăк уявсем - çуркуннепе ĕç уявĕ, Мăнкун, Аслă çĕнтерÿ кунĕ. Унччен ку тĕлĕшпе пурин те çине тăрса ĕçлес пулать.

Тасалăхпа тирпейлĕх ыйтăвĕсем пирки Муркаш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Сергей ЕРМОЛАЕВ тĕплĕнрех чарăнса тăма кăмăл турĕ:

- Юр кайса пĕтрĕ ĕнтĕ, çĕр типсе пырать. Тĕрĕссипе çак эрне вĕçнелле территорисене тасатса йĕркене кĕртессипе экологи субботникĕсем ирттерме тытăнас пулать. Предприятм-организацисем пирки калас пулсан, вĕсене çирĕплетсе панă ятарлă территорисем паллă. Территорисене автомобиль çулĕ хĕррине çитичченех тасатса тухас пулать.

Çÿп-çапа михĕсене пухса хума тăрăшмалла. Унсăрăн тасамарлăх çилпе саланать. Тасатасси-тирпейлесси ячĕшĕн ан пултăр.

Нумай хваттерлĕ çуртсем таврашĕнче те хальхи вăхăтра тасамарлăх чылай. Хваттерсенче пурăнакансен те ĕç хыççăн та, канмалли кунсенче те территорисене тасатма тухас пулать. Вĕсем валли çÿп-çапа пухса хума михĕсем туяннă, михĕсене пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхăн ертсе пыракан компанийĕнче ыйтса илес пулать.

Пуханнă мĕнпур çÿп-çапа вара централизациленĕ майпа пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх предприятийĕн автотранспорчĕпе тиесе ăсатассине йĕркелĕпĕр.

Предприяти-организацисем хăйсен вăйĕпе чечексем лартма, клумбăсем тума тăрăшнине ырламалла кăна. Чылайăшĕ ку тĕлĕшпе ытти çулти пекех пуçаруллă пуласса шанас килет. Администраци шучĕпе те çак ĕçе туса ирттерме палăртатпăр.

Кунпа пёрлех ял масарĕсем пирки те манмалла мар. Сăваплă вырăнсенче планах тирпейлĕ, таса пулма тивĕç. Мăнкунччен çак ĕçсене туса ирттермелле пулать. Асăну палăкĕсем, обелисксем таврашĕнче, аллейăсенче, парксенче те йĕрке хуçалантăр, таса пултăр. Тасалăхшан тата тирпейлĕхшĕн тăрăшни хамăршăнах.

 

В.Шаповшников калаçнă

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика