Территориальный отдел "Моргаушский" Управления по благоустройству и развитию территорий ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Муркаш енĕн «кĕмĕл» сасси

30 марта 2016 г.

Муркаш енĕн «кĕмĕл» сасси

Чăваш наци конгресĕ Чăваш Ен Экономика аталанăвĕн, Культура министерствисен тата ытти  пĕрлешÿсем пулăшнипе  мартăн 26-мĕшĕнче Шупашкарти филармони залĕнче регионсем хушшинчи  «Кĕмĕл сасă» фестиваль конкурс ирттерчĕ.

Çак фестивале  пирĕн районти клубсен централизациленĕ тытăмĕн художество пултарулăхĕн ертÿçи, Çурлатринчи «Çеçпĕл» эстрада ушкăнĕн юрлаканĕ Алена Филиппова хутшăнса пысăк çитĕнÿпе таврăнчĕ. Пĕччен юрлакан юрăçсенчен вăл виççĕмĕш вырăна тухма пултарчĕ.

- Çак çитĕнÿшĕн эпĕ питĕ савăнтăм, мĕншĕн тесен пирĕн ăсталăха (эпир пурĕ вăтăр саккăрăн пултăмăр) питĕ сумлă жюри хак пачĕ: РФ искусствăсен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ С.Кондратьева, ЧНК президенчĕн пĕрремĕш çумĕ – ЧР культурн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ В.Клементьев, ЧР халăх артисчĕ В. Хричтофоров тата ыттисем те, - пĕлтерчĕ Алена.

Çак çитĕнÿ Аленăна татах та пысăк ÿсĕмсем тума хавхалантарасса, районта тата республикра пурăнакансене илемлĕ юрăсемпе  савăнтарма  вăй-хăват парса тăрасса шанатпăр.

Н.Николаева

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика