Территориальный отдел "Моргаушский" Управления по благоустройству и развитию территорий ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Муркашра - спорт уявĕ

06 февраля 2013 г.

Иртнĕ шăмат кун, февралĕн 2-мĕшĕнче, Муркаш спорт ăмăртăвĕсен пысăк площадки евĕрех туйăнчĕ. Йĕлтĕрçĕсем, волейбол вăййине килĕштерекенсем тата хоккейла вылякансем район центрне пухăнчĕç. Виçĕ пысăк ăмăрту иртрĕ Муркашра.

Волейболра - хĕрарăмсем

Волейбол вăййи пирĕн районта хĕрарăмсем хушшинче те анлă сарăлнă теме пулать. Шăмат кунхи ăмăрту хыççăн, март уйăхĕн пуçламăшĕнче, районти хĕрарăмсен командисем К. Валицкая парнисене çĕнсе илессишĕн те волейболла выляма пуçтарăнĕç. Вырăнсенче те ăмăртусем ирттерес енĕпе пуçарулăх пĕтмен-ха. Район администрацийĕ массăллă спорта аталантарасси çине пысăк тимлĕх уйăрать: çулталăк тăршшĕпех тĕрлĕ ăмăртусем чылай иртеççĕ, спорта аталантарма акă кăçал валли бюджетра та укçа-тенкĕ пĕлтĕрхинчен ытларах пăхса хăварнă...

Ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕ - «Сывлăх» физкультурăпа спорт комплексĕнче 10 сехетре районти хĕрарăмсен командисем хушшинче мала тухассишĕн волейбол ăмăртăвĕ пуçланчĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев, районти волейбол федерацийĕн ертÿçи Владимир Калинин командăсене ăнăçусем сунчĕç. «Чи пĕлтерĕшли - çак кун сирĕншĕн ырă самантсемпе нумайлăха асра юлтăр, малаллахи ăмăртусене хатĕрленме хавхалантартăр», - çакна уйрăмах палăртрĕ           Р. Тимофеев.

Кăçалхи ăмăртура хăйне сакăр команда тĕрĕслеме шутланă.  Ăмăртăва кашни çул сăнакансем вара мала тухма пултараканнисене хăйсемшĕн тÿрех палăртрĕç: е Мăн Сĕнтĕр райповĕн команди, е «Передовик» хуçалăхăн, е «Оринино» хуçалăхăн командисем. Йăнăшмарĕç. Икĕ ушкăнра  - икĕ спортзалта иртнĕ вăйăсенче финала тухассишĕн асăннă командăсем тата «Ильинка» вăй виçрĕç.

Командăра пĕр-пĕрне лайăх туйса, çур сăмахранах ăнланса вылясан кăна волейбол вăййи пĕр тикĕс иртме пултарать. Мăн Сĕнтĕрсен командинче çак килĕшÿлĕх ытларах пулни пĕрремĕш вăйăранах сисĕнчĕ. Çавăнпа ыттисемпе  танлаштарсан йăнăшсем те сахалрах пулчĕç вĕсен. Команда çĕнтерÿçĕ пулма тивĕçрĕ. Иккĕмĕш вырăна «Оринино» хуçалăхăн команди тухма пултарчĕ. Ку та вăйлă команда, тен çитес ăмăртусенче çĕнтерÿçĕ те пулĕ-ха. Виççĕмĕш вырăнта - «Передовик» хуçалăхăн команди.

Ăмăрту çĕнтерÿçĕсемпе паха, паллах. Анчах та Шетмĕпуçĕнчи тĕп шкулти учительсен коллективĕн, Ильич ячĕпе хисепленекен хуçалăхăн, Муркашри тĕп больницăн тата «Сывлăх» физкультурăпа спорт комплексĕн командисем хутшăннă вăйăсене сăнама питĕ кăмăллă пулнине те палăртса хăвармалла. Маттур, хĕрарăмсем! Çулĕ пĕлтерĕшлĕ мар, спорта юратакансем чунĕпе те, вăй-халĕпе те çамрăк пулнине çирĕплетме пултарчĕç. 

 

Чăн-чăн арçынсен вăййинче

Районти хоккей федерацийĕн куçса çÿрекен кубокне çĕнсе илессишĕн Муркаша тăватă команда килсе çитрĕ: Калмăккасси, Юнкă, Сыпай ялĕсенчен тата Ильич ячĕпе хисепленекен хуçалăхăн команди.

Районта хоккей «сасси» чăнах та çирĕпреххĕн илтĕнме пуçларĕ. «Малашне вара Муркаш тесен хоккей тени те уйрăлми илтĕнтĕр», - тесе саламларĕ командăсене район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев. Спорт ăмăртăвĕсемпе пуян кун пăр çинче чăн-чăн арçынсем пуçтарăннине палăртса вĕсене ытларах тĕл пулма, ытларах выляма вăй-хал сунчĕ.

Федераци кубокне çĕнсе илессишĕн йĕркеленĕ вăйăсем кăçалхипе виççĕмĕш хут иртрĕç. Пĕлтĕр кубока Калмăккассисем тивĕçнĕччĕ. «Кăçал та хамăртах хăваратпăр», - тесе шÿтлесерех калаçрĕç пулин те, пăр çинче çирĕп тăракансем çĕнтерес туйăм вăйлине палăртрĕç. Сыпай енчи команда вара кăçал çак шайри ăмăртăва пĕрремĕш хут хутшăнчĕ. Вырăнти пуçарулăхпа пăр курупкине тума пултарнă Сыпайсем утăм хыççăн утăм малаллах тăваççĕ. Çакна, паллах, ырламалла: пĕр вырăнта тăнипе нимĕн те çĕнсе илеймĕн, теприсене курса вĕренмелле, хăвăн пирки те пĕлтермелле.

Вунă сехет çурăра пуçланнă вăйăсем кунĕпех тăсăлчĕç. Хоккеистсем хаваспах вылярĕç -  нимĕнле телевизор  та кирлĕ мар, чĕрĕ хоккей! Куракансен шучĕ кăна ылмашăнса тăчĕ, çапах та вĕсем хушшинче ачасем пулни савăнтарчĕ. Ачасемпе çамрăксем хоккей вăййипе интересленни хальлĕхе куракан пулнипе танлашать пулсан, тен каярах хăйсене те сăнакансем пулĕç...

Кашни шÿтре тĕрĕсси пур теççĕ. Калмăккассисен шÿчĕ те тĕрĕс пулчĕ: пĕлтĕр çĕнсе илнĕ кубока кăçал та хăйсенчех хăварма пултарчĕç вĕсем. Иккĕмĕш вырăна Ильич ячĕпе хисепленекен хуçалăхăн команди, виççĕмĕш вырăна «Юнга» команда тухрĕ. Уйрăм вылякансене тĕрлĕ номинацире палăртса хавхалантарчĕç. Сыпайсене вара çак ăмăртура пухма пултарнă опыт çитес вăйăсене лайăхрах хатĕрленме пулăшĕ.

 

Йĕлтĕр йĕрĕ шкул ачисене тата çемьесене пухрĕ

Муркашсен йĕлтĕр йĕрĕ ку таранччен сахал мар йĕлтĕрçе пысăк спорта çул уçса панă. Акă Раççейри шкул ачисен хĕллехи улттăмĕш спартакиадин 1-мĕш тапхăрĕнче малти вырăнсене тухма пултарнă Светлана Соколовăпа Диана Чернова  çак кунсенче Мордови республикинче иртекен Раççей ăмăртăвне хутшăнаççĕ. Ку чи «çамрăк» тĕслĕх кăна-ха. Унчченхисем те чылай...

Шăмат кун вара Муркашри В. Егорова ячĕллĕ спорт шкулĕн йĕлтĕр йĕрĕ çине черетлĕ вăй виçекенсем - шкул ачисен командисем тата çемьесен командисем пухăнчĕç. Чи малтанах вара район ăмăртăвне Муркашри, Калайкассинчи, Çатракассинчи, Орининти, Йÿçкассинчи вăтам шкулсем икшер команда тăратнине палăртса хăвармалла. Ытти шкулсемшĕн  ку тĕслĕх вырăнне пултăр.

Шкул ачисен эстафети кашни çулах иртет. Кашни çулах унăн хăйĕн çĕнтерÿçисем. Чи малтан старта вăтам шкулсем тухрĕç. 6 тапхăртан тăракан эстафета часах вĕçленчĕ: хăшĕсем чăнах та çилпе танах чупаççĕ тейĕн.  Кăçал Муркашри вăтам шкулăн пĕрремĕш команди (пĕрремĕш сăн ÿкерчĕкре) призерсен пъедесталĕн чи çÿллĕ картлашки çине хăпарма пултарчĕ. Тепĕр икĕ картлашка çине Калайкассисем никама та пустармарĕç: шкулăн пĕрремĕш команди иккĕмĕш вырăна, иккĕмĕш команди виççĕмĕш вырăна тухрĕç. 

Вăтам шкулсенчи «ĕçтешĕсене» сăнанă хыççăн старта тĕп шкулсен командисем тухрĕç. Вĕсен командинче вăтам шкулсенче вĕренекенсен пек 6-шар çын мар, 4-шар пулчĕ: икĕ арçын ача тата икĕ хĕр ача. Эстафетăра Сыпайри тĕп шкулта вĕренекенсем çĕнтерчĕç, иккĕмĕш вырăна Тойкилтĕсем, виççĕмĕшне - Шетмĕпуçсем тухрĕç.

Ăмăртăва пухăннисем çемье командисене те куçран вĕçертмесĕрех сăнарĕç. Икĕ ушкăнпа тупăшрĕç вĕсем: ашшĕпе амăшĕ 12 çулчченхи ачапа тата ашшĕпе амăшĕ 15 çулчченхи ачапа.

Пĕрремĕш ушкăнра тăватă çемье ăмăртрĕ. «Путь Ильича» агрофирмăран ăмăртăва Смирновсен çемйи тухрĕ. Вĕсем малти вырăна çĕнсе илчĕç. Иккĕмĕш вырăна Йÿçкасси ял тăрăхĕнчи Романовсен çемйи тухрĕ, Муркаш ял тăрăхĕнчи Беловсем виççĕмĕш вырăна алăран вĕçертмерĕç. Ярославка ял тăрăхĕнчен килнĕ Ушаковсем тăваттăмĕш пулчĕç.

Иккĕмĕш ушкăнра виçĕ çемье кăна пулнăран пурте медальсемпе дипломсене тивĕçесси малтанах паллă пулчĕ. Анчах медалĕн те, дипломăн та хăйĕн «йывăрăшĕ» пур-çке-ха. Апла пулсан - малашнехи хавхалантару та. Эстафетăра «чи йывăр» та пĕлтерĕшлĕ медале Çатракассинчи Григорьевсен çемйи тивĕçрĕ. Иккĕмĕш вырăнта - çав ял тăрăхĕнчех пурăнакан Скворцовсем, виççĕмĕш вырăнта - Хорнуй ял тăрăхĕнчи Гордеевсем.

Пĕтĕмĕшле илсен йĕлтĕр йĕрĕ çинче выляса яракансем пулмарĕç. Ашшĕ-амăшĕпе пĕрле ăмăртăва тухнă ачасем вара уйрăмах хаваслă пулни сисĕнчĕ.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика