Территориальный отдел "Моргаушский" Управления по благоустройству и развитию территорий ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Муркашра - район центрĕсен пуçлăхĕсем

02 февраля 2013 г.

Республикăри райцентрсен ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен палатин черетлĕ ларăвне Муркаша тухса ирттерме палăртнăччĕ. Çак тĕллевпе кĕçнерни кун пирĕн район центрĕнче пысăк делегацие - хĕрĕхе яхăн çынна йышăнчĕç.

Вырăна тухса ирттерекен ларусенче пуçлăхсем пĕр-пĕрин опычĕпе паллашмалли самант чылаййине палăртса калаçрĕç. Лару вĕçленнĕ хыççăн Муркаш ял тăрăхĕнче те курмалли, вĕренмелли сахал мар пулнипе кăмăллă юлнине пĕлтерчĕç вĕсем.

Парковая урамра

Муркаш çулсеренех хăтлăрах пулса пынине эпир, районта пурăнакансем, хăнăхрăмăр ĕнтĕ. Парковая урамра нумай хваттерлĕ çуртсем çĕкленни вара хальхи вăхăтри Муркашăн уйрăлми пайĕ пулса тăчĕ темелле. Республикăри райцентрсен ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем хăйсен ĕçлĕ çул çÿревне çак çĕнĕ çуртсем патне çитсе курнинчен пуçларĕç.

Хальхи вăхăта тивĕçтерекен кунти нумай хваттерлĕ çуртсем тул енчен пăхма кăна мар, шалтан та хăтлă. Унтан та пĕлтерĕшлĕреххи - ăшă.  «Моргаушская» МСО хăйĕн вăйĕпех нумай хваттерлĕ çуртсем хăпартать. «Çуртсене çĕнĕ технологипе усă курса тăватпăр. Газосиликат блоксемпе усă куратпăр, хваттерсене кашнине уйрăммăн хутса ăшăтассине те пăхса хунă. Çавăнпах хваттер хуçисем пурăнма тытăнсан 30-40 процент майлах ăшă перекетлеççĕ. Çакна шутласа пăхнă, çирĕплетнĕ ĕнтĕ», - пĕлтерет строительство организацийĕн ертÿçи Владислав Семенов.  Строительство организацийĕ юлашки çулсенче хута янă çуртсенчи хваттерсене çамрăк çемьесем те, ветерансем те кăмăллаççĕ. Ĕçлĕ ушкăн та хваттерсенче пулса вĕсен пахалăхне курса ĕненчĕ.

Район центрĕсенче тухса тăракан çивĕч ыйтусем республикипех пĕр евĕрлĕ, çавăнпах организаци ертÿçи патне хăнасен ыйтусем сахал мар пулчĕç: 1 тăваткал метр лаптăкăн хакĕ те, тăваттăмĕш хута шыв хăпарни те, тендерсем выляса илме пултарни те... - пĕтĕмпех интереслĕ. Кашни ыйту çинех тулли хурав пулчĕ. Паянхи кун акă çак çуртсенчи пĕр тăваткал метр хакĕ 28 пин тенкĕпе танлашать. Шыв та тăваттăмĕш хута чиперех хăпарать. Ку таранччен организаци тендера çуртсем тума палăртнă çĕр лаптăкĕ çине пĕтĕмĕшле выляса илнĕ пулсан малашне çурт хăпартас тесен уйрăм тендерсене выляса илме тăрăшмалла пулĕ.

Çуртсем патĕнчех ача-пăча валли ятарлă площадкăна та организаци хăй вырнаçтарнине, çулла кунта симĕс газон пулнине илтсен райцентрсен пуçлăхĕсем Муркашсене ăмсанчĕç те. Çак площадкăсене хăт кĕртмелли хатĕрсем йÿнĕ маррине вĕсем питĕ лайăх пĕлеççĕ.

Тирпей-илем тата хăт кĕртессипе Муркаш ял тăрăхĕ республикăра та малтисен ретĕнче. Иртнĕ çул акă Раççей шайĕнче виççĕмĕш вырăна тухрĕ - 800 пин тенкĕ хавхалантару укçине тивĕçме пултарчĕ. «Çак укçа-тенкĕпе ял тăрăхне тирпей-илем кĕртессинче усă курмалли тĕрлĕ хатĕр туяннă, вăл шутра - ача-пăча выляв площадкисене вырнаçтармалли хатĕрсем те. Халĕ çĕкленекен çĕнĕ çуртсем умĕнче вĕсем шăпах вырăнлă пулмалла», - укçана тĕллевлĕ усă курнипе кĕскен паллаштарчĕ Муркаш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Сергей Ермолаев. 

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев Муркаш ял тăрăхĕнче сахал хутлă, çынсемшĕн йÿнĕрех çуртсем тума çĕр лаптăкĕ уйăрнине те пĕлтерчĕ. Çак лаптăка Муркаша пырса кĕнĕ вырăнта палăртнă. «Çуртсем кирлĕ, Муркашра халăх йышĕ ÿссех пырать», - çапла çирĕплетрĕ вăл.

 

Малалла аталанма кăмăл пысăк

Район центрĕнче пĕчĕк тата вăтам бизнес аталанăвĕн шайне тата вăл тĕрлĕ производствăпа, тĕрлĕ услугăсемпе тивĕçтерессипе çыхăннине те райцентрсен пуçлăхĕсем лайăх хак пачĕç.

В. Шишкина индивидуллă предпринимателĕн пластик чÿречесем туса хатĕрлекен цехĕнче производство аталанăвĕ пирки тĕплĕ калаçу пулчĕ. «Пирĕншĕн чи пĕлтерĕшли - пысăк пахлăхлă тавар туса кăларасси. Эпир хатĕрленĕ чÿречесем хамăр тăрăхра пурăнакансен кăмăлне туллин тивĕçтерччĕр», - хальлĕхе чÿречесене ытларах районта пурăнакансене хатĕрлесе тата вырнаçтарса панине пĕлтерчĕ производствăна ертсе пыракан Николай Шишкин. Паллах, чÿречене таçтан илсе килсен мар, вырăнта хатĕрлесе пани туянаканшăн та питĕ меллĕ: мĕн те пулин улăштарас тесен те ыйтăва çийĕнчех тивĕçтереççĕ. Ку таранччен вара çак цехра туса кăларнă чÿречесемпе клиентсем яланах кăмăллă юлнă.

Цех вырăнне усă курмалли çурта арендăна 15 çуллăха илнĕ.  Паянхи кун цехра 6 çын тăрăшать. Ĕç укçи 10-15 пин тенкĕ чухлĕ. Ĕçе пысăк пахалăхпа йĕркелес тесех хăш-пĕр ĕçченсене Самара хулине ятарлă вĕрентÿ курсĕсене те янă. Кун пирки илтсен производство аталанăвне мала хуракан предприниматель 300 пин тенкĕлĕх гранта тивĕçнине пулмалли факт вырăннех йышăнчĕç пуçлăхсем. Çитес вăхăтрах цеха пĕтĕмĕшле 500 пин тенкĕне яхăн тăракан икĕ çĕнĕ оборудовани вырнаçтарма хатĕрленнине пĕлтерсен вара: «Çак ĕçпе çынсем кăмăлсăр пулма пултараймаççĕ те, малалла ăнтăлас кăмăл сирĕн питĕ пысăк», -  тесе пĕтĕмлетрĕç кăна.

Муркашра вырнаçнă тепĕр çĕнĕ объектра та хăнасемшĕн çĕнни те, тĕлĕнмелли те чылай пулчĕ. Малтанхи ПМК вырăнĕнче ĕç пуçарса янă «СпецТранс» чикĕллĕ яваплăхлă общество ятарлă техника, пăрахăçланă çар техникине те юсаççĕ. Çăл валли çĕр алтассипе те ĕçлеççĕ. Кунта ĕçлекенсен те ĕç укçи хальлĕхе 10-15 пин тенкĕпе танлашать. Ку вара - тĕрĕслев тапхăрĕнче çапла. Малашне ĕçе анлăлатасси пирки те пĕлтерчĕ И. Щукин, апла пулсан хушма ĕç вырăнĕсем те пулĕç. Халĕ кунта ĕçлекенсем хушшинче пирĕн район çыннисем те пур, Шупашкарта  пурăнакансем те.

«СпецТранс» хыççăн хăнасем юнашар вырнаçнă В. Егорова ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕпе паллашма кăмăл турĕç. Ĕçлĕ ушкăн кунта мĕнле ăмăртусем иртнипе кăсăкланчĕ, юртан хатĕрленĕ сценăна та хăшĕсем тимлесех пăхрĕç. «Ансат-çке. Ма эпир халиччен те кун пек туман-ха; Сцена тума та Муркашран вĕренсе каятпăр», - тесе шÿтлесерех калаçакансем те пулчĕç. Спорт шкулĕн стадионĕнче те, йĕлтĕр йĕрĕ çинче те тăтăшах массăллă ăмăртусем иртеççĕ. Çитес эрнерех акă Шалти ĕçсен министерстви хăйĕн хĕллехи ăмăртăвне кунта ирттерет.

Пуçлăхсем Тури чăвашсен музейĕнче, ача-пăча библиотекинче тата «Надежда» консультаципе методика центрĕнче те пулса курчĕç. Муркашри вăтам шкулта вара чи малтанах тир ĕçĕпе паллашма васкарĕç. Ăна сыхласа хăварма пултарнине пысăк делегаци пĕр шухăшлă пулсах  ырларĕ. Шкулта вара районти вĕрентÿ сферинчи çĕнĕлĕхсем пирки те, çивĕч ыйтăвĕсем пирки те вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕ       З. Дипломатова каласа пачĕ. Шкул тăрăх йĕркеленĕ экскурсипе ĕçлĕ çул çÿрев маршручĕ вĕçленчĕ.

«Муркашсенчен вĔренмелли чылай»

Çапла пĕтĕмлетÿ турĕç пуçлăхсем «Сывлăх» ФСК-на ларăвăн иккĕмĕш пайне ирттерме пухăннă май.

Кунта хăнасене район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев кĕскен районăн экономика кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ. Районта çĕрпе çыхăннă ыйтусене пĕлтĕр чылай татса пама пултарнине, ăнăçлăрах аталанакан предприятисен малашлăхĕ шанчăк панине те пĕлтерчĕ. Ростислав Николаевич Муркаш районĕн вырăнти хăй тытăмлăх органĕ 131 номерлĕ Федераллă саккуна мĕнле пурнăçлани çинче те чарăнса тăчĕ. Ял тăрăхĕсем ăнăçлă аталанччăр тесе район та, ял тăрăхĕсем уйрăммăн та чылай программăна хутшăнние палăртрĕ.

Ял тăрăхĕсен аталанăвĕ вара хăйсем пухма пултаракан тупăшран та килет. Финанс пайĕн пуçлăхĕ Рената Ананьева юлашки виçĕ çул хушшинче ял тăрăхĕсен бюджечĕсенче харпăр хăй пухма пултаракан тупăш пайĕ ÿснине палăртса хăварчĕ. Кунта вара ытларах пайĕ - уйрăм çынсен тупăшĕнчен пухăнакан налуксем. Муркаш ял тăрăхĕн бюджетĕнче вăл 80 процента майлă.

Муркаш - инвестици хывма меллĕ ял тăрăхĕ. Ку темăна экономика тата АПК аталанăвĕн пайĕн пуçлăхĕ Нина Костина анлăн уçса пачĕ. Çавăнпах район центрне хăйĕн ĕçне пуçарса яракансем кăмăллаççĕ те. Маларах асăннă предприятисемсĕр пуçне Муркашра пĕчĕк тата вăтам бизнес тĕрлĕ енпе аталанса пырать. Юлашки çулсенче тавара ваккăн сутассипе ĕçлекенсен йышĕ те, парикмахерскисен, çĕвĕ цехĕсен хисепĕ ÿснине те палăртрĕ.

Пуçлăхсем курни-илтнине пĕтĕмлетсе кăмăллă юлнине пĕлтерчĕç. Патăрьел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Анатолий Моисеев хăйĕн шухăшне, вăл ыттисен шухăшĕпе те пĕр килнĕ май, трибунăранах пĕлтерчĕ: «Муркашра пулма пĕрре-мĕш хут мар тÿр килет. Ырă улшăнусем куç умĕнчех. Вĕренмелли те пур. Акă эсир, сăмахран, бизнес-инкубатора та хута янă ĕнтĕ, вăл ĕçлет. Эпир вара ку ĕçе пуçăнтăмăр кăна-ха. Маншăн та, манăн ĕçтешсемшĕн те Муркаша килсе кайни усăллă пулнинче пĕр иккĕленÿ те çук», - терĕ вăл çакăн пек вырăна тухса иртекен ларусен усси пысăк пулнине палăртса.

Çак пысăк мероприяти хыççăн ЧР Муниципаллă йĕркелÿсен канашĕн ларăвĕ те кунтах иртрĕ.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика