Территориальный отдел "Моргаушский" Управления по благоустройству и развитию территорий ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Ача садне ĕçе ямаллах

30 января 2013 г.

Район центрĕнче икĕ ача сачĕ вырнаçнă. Кусем вĕсем «Солнышко» тата «Путене». Çапах та пурин валли те ача сачĕсенче вырăн çитмест. Çак вăхăта Муркашра 1,5 - 3 çулсенчи 99 ача садике кайма черетре тăрать. Çавна май Муркашри лицей пулнă çуртра ача сачĕ уçма йышăннăччĕ. Лицей вара сентябрĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса Муркаш шкулĕнче «хÿтлĕх» тупрĕ.  Лицей çуртне реконструкци туса садике иртнĕ çулах хута ярасси пирки те сăмах пулнăччĕ. Паянхи куна вара кунта ĕçсем пачах пымаççĕ...

- Муркашра лицей çуртне реконструкци туса ача сачĕ уçассипе подрядлă организацисем хушшинче 2012 çулхи август уйăхĕнче аукцион ирттертĕмĕр. Шупашкарти «Мера» чикĕллĕ яваплăхлă общество çĕнтерчĕ. Вĕсем строительствăпа юсав ĕçĕсене малтан палăртнинчен 5 миллион тенкĕ йÿнĕрехпе туса ирттерме пулчĕç.

Ĕçсене пурнăçлама тытăнсанах çакă палăрчĕ. Ку организацин строительство ĕçĕсене туса ирттерме хăйĕн бази, техника хатĕрĕсем, строителĕсем çук. Ку е вăл ĕçсене бригадăсемпе уйрăм çынсене тара тытса пурнăçлаттараççĕ. Обществăн ирĕклĕ укçи-тенки те пулманни палăрчĕ. Малтанах çакна вĕсем ытти вырăнсенче тĕрлĕ объектсем тунăшăн халĕ те укçа-тенкĕ илсе çитерейменнипе ăнлантарма хăтланчĕç. Çавăнпа та укçа-тенкĕ куçарнă майĕпе кăна строительство материалĕсем туянма, реконструкци ĕçĕсене пурнăçлама май килчĕ.

Иртнĕ çул реконструкци ĕçĕсене туса ирттерме республика бюджетĕнчен 7 миллион тенкĕ, район бюджетĕнчен 500 пин тенкĕ куçарнăччĕ. Ĕçсене вара асăннă организаци 1 миллион та 600 пин тенкĕлĕх кăна пурнăçларĕ. Ытти усă курмасăрах юлчĕ. Планпа кăçал татах 7 миллион тенкĕлĕх ĕçсем пурнăçламалла.

Паллă ĕнтĕ, кун пек лару-тăрупа район администрацийĕ килĕшсе ларма пултараймарĕ. Строительство ĕçĕсене хăвăртлатас, мĕн палăртнине пурнăçлас тесе пĕтĕмпех тума тăрăшрăмăр. Эрнесерен вырăна тухса строительсемпе планеркăсем ирттерессине те практикăларăмăр. Шел, усси пулмарĕ.

Ирĕксĕрех декабрь уйăхĕнче подрядлă строительство организацийĕ тĕлĕшпе претензи çырăвĕ хатĕрлеме тиврĕ. Халĕ вара малашне ку организаципе ĕçлеме килĕшменни пирки арбитраж сучĕ валли документсем хатĕрлеме тытăннă. Суд йышăнăвне кура аукцион тепĕр хут ирттерме тивет. Ку вăл пĕр-ик кунлăх ĕç мар. Вăхăт иртет. Апла пулин те çак процедурăсене туса ирттермесĕр ниепле те май çук. Ача садне вара тăвасах пулать.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика