Территориальный отдел "Моргаушский" Управления по благоустройству и развитию территорий ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Яваплăха кашнин туймалла

19 января 2013 г.

Пирĕн çĕр-шыв историйĕ çут çанталăк кăларса тăратакан инкексемпе, вĕсене пула сиксе тухакан хăрушлăхпа, вăрçă-харçăпа тата ытти чрезвычайлă лару-тăрупа яланах «пуян» шутланнă. Çакă пирĕн халăхăмăра яланах сыхă пулма ыйтнă. Вырăс халăхĕ те, чăваш çынни те çакна яланах ăнланса вĕсемпе кĕрешме хатĕр тăрассине кун йĕркинчен самантлăха та кăларман. Хăрушлăхсем вĕсене пĕтĕçтернĕ. Асаттесемпе асаннесем асăрханулăха пĕрмаях вĕреннĕ, вĕрентнĕ тата ăна  ăруран ăрăва куçарса пынă.

Ĕмĕртенпе пыракан хăрушлăхсем умĕнче «хĕрлĕ автан» тĕп вырăн йышăнать. Ăна хатĕр пулманни, унран сыхланманни, пушар тухсан çухалса кайни миллионшар тенкĕлĕх пурлăх кĕлленнипе тата çынсен пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнипе çаврăнса тухать. 

Иртнĕ раштав уйăхĕнче Раççей Федерацийĕн Чрезвычайлă лару-тăру министерствине туса хунăранпа 22 çул çитнине паллă туса Çĕнĕ çул умĕн районта пушарпа прикладной спортăн хĕллехи черетлĕ ăмăртăвĕ иртрĕ. «Сывлăх» физкультурăпа спорт комплексĕ хыçĕнчи кÿлĕ çинче вакăран насуспа шыв илсе условнăй пушара сÿнтерессипе ял тăрăхĕсен ирĕклĕ пушар хурал командисем ăмăртрĕç. Пушар хăрушсăрлăхĕпе кĕрешесси кашнин тивĕçĕ пулнине шута хурса старта тухнă 6 команда участникĕсем пушарнăй çи-пуçне вăхăтпа тăхăнассипе те тупăшрĕç. Спорт ăмăртăвне пĕтĕмлетнĕ май командăсем вĕрен туртса вăй виçни курма пынисемшĕн хăйне евĕр интереслĕ пулчĕ. Халĕ ăмăртăвăн кашни тĕсĕпех çил-тăманран хăраса кÿлĕ çине анманнисене йĕркипе каласа парар-ха.

Ăмăртăва уçма хатĕрри пирки районти пушар гарнизонĕн пуçлăхĕ           И. Смирнов район администрацийĕн пуçлăхĕн çумне, обществăлла инфраструктура аталанăвĕпе капиталлă строительство управленийĕн ертÿçине В. Никитина пĕлтерчĕ. Владимир Германович пирĕн енре пушар хăрушсăрлăхĕ çине чи çÿллĕ шайран пăхма сăлтавсем пурри пирки чарăнса тăчĕ. Çак ăмăрту çине пÿрне витĕр пăхнă ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене ятранах палăртма сĕнни те чылайăшне тивĕçлĕ пĕтĕмлетÿ тума хистетех тесе шутлатăп. Ку пĕтĕмлетÿ вара çапларах. Ăмăртăва ытти ял тăрăхĕсемпе пĕрле Ярапайкассисем, Ильинкăсем, Шетмĕпуçсем, Орининсем, Ярославкăсем, Катькассем, Уйкас Янасалсем, Мăн Сĕнтĕрсем, Турайсем, Юнкăсем хутшăнма кăмăл тумарĕç. Вĕсем хăйсене ыттисенчен çÿлерех тытрĕç-ши, çил-тăманран хăрарĕç-ши е пушар хăрушсăрлăхĕ ку ял тăрăхĕсемшĕн иккĕмĕш вырăнта тесе шутлаççĕ-ши; Хуравне хăйсем пĕлеççĕ-тĕр. Анчах... Юрĕ, ответсăррисем çинчен калаçса çитĕ.

- Пирĕншĕн пушар - тĕп хăрушлăх. Паянхи ăмăртура эсир унпа кĕрешме епле хатĕррине уçăмлăн кăтартса парасса шанатăп. Сăмах май пушарпа прикладной спортăн хĕллехи ăмăртăвне Муркашсем республикăра пуринчен малтан çул пани пире ответлăрах пулма хистет. Сирĕн паянхи кăтартусем çавăн паллисем пулĕç те, - терĕ ăмăртăва пуçлама ирĕк парса В. Никитин. Муркашсем кунта та республикăшăн тĕслĕх пулнине хăйĕн сăмахĕнче ЧР Чрезвычайлă лару-тăру службин патшалăх комитечĕн пушар хурал учрежденийĕн пуçлăхĕн çумĕ Вячеслав Укладов уйрăммăн палăртрĕ.

Шăпа янă йĕркепе условнăй пушара сÿнтерме пуринчен малтан Йÿçкассисем старта тухрĕç. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А. Кузьмин хăй команда йышăнче пулни ыттисемшĕн ырă тĕслĕх çеç пулчĕ. Çак пуçарăва ун хыççăн ăмăртăвăн тĕрлĕ тĕсĕсенче Г. Трофимов (Çатракасси), А. Матросов (Москакасси), М. Колесникова (Хорнуй), Н. Белов (Чуманкасси), С. Ермолаев (Муркаш) малалла тăсрĕç.

Пĕтĕмлетÿ те кĕттермерĕ. Насуспа вакăран шыв илсе условнăй пушара сÿнтерессипе Муркашсене (сăн ÿкерчĕкре)   çитекенни пулмарĕ. Хыççăнхи вырăнсенче Çатракассисемпе Йÿçкассисем, пушарнăй çи-пуçне тăхăнассипе те  Муркашсем хастартарах пулни курăнчĕ. Çак командăри   И. Ораинпа А. Казаков чи çивĕччисем пулчĕç. Вĕрен туртассипе Çатракасси ял тăрăхĕн команди пуринчен те вăйлăраххи пулчĕ.

Ăмăртăвăн пур енĕсене те тишкерсе пĕтĕмлетсен Çатракасси ял тăрăхĕнчен килнĕ пушарнăйсем чи вăйлисем пулни куç умне тухрĕ.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика