Территориальный отдел "Моргаушский" Управления по благоустройству и развитию территорий ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Район центрĕнчен пуçланать Муркаш ен

19 января 2013 г.

Кирек епле района, унăн пурнăç аталанăвĕн шайне пĕтĕмĕшле хак парасси чи малтанах район центрĕнчен пуçланать пулĕ. Муркаш пирки те çавнах каламалла. Çавăнпа та хамăр район пирки калаçатпăр пулсан чи малтанах район центрĕ, кунти çывăхри ялсем пирки сăмах пуçарас пулать. Тепĕр майлă каласан Муркашăн пĕтĕмĕшле хаклав шайĕнче Муркаш ял тăрăхĕн пĕлтерĕшĕ пысăк.

Паян редакци хăни - ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Сергей Ермолаев. Сергей Николаевичпа тĕл пулнă май эпĕ иртнĕ çул итогĕсене пĕтĕмлетме, малашлăх тĕллевĕсемпе задачисем пирки сăмах пуçарма ыйтрăм.

КĔске справка. С. Ермолаев 1976 çулхи январĕн 21-мĕшĕнче çуралнă. Аслă пĕлÿ илнĕ. 1996 - 1998 çулсенче çар ретĕнче службăра тăнă. Ĕç биографине 1998 çулта Муркашри линипе техника цехĕн электромонтерĕнчен пуçланă. 2002 - 2008 çулсенче çак çыхăну системинчех тĕрлĕ специализаципе инженерта вăй хунă. 2009 çулта 4-мĕш, хыççăн 5-мĕш линипе техника цехĕн пуçлăхĕн çумĕ пулнă. 2009 - 2011 çулсенче - Çĕмĕрлери районсем хушшинчи телекоммуникаци узелĕн, 2011 - 2012 çулсенче Çĕмĕрлери районсем хушшинчи çыхăну узелĕн директорĕ. 2012 çулхи июльтенпе Муркаш ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ, октябрĕн 18-мĕшĕнченпе -  ял тăрăхĕн пуçлăхĕ.

- Сергей Николаевич, калаçăва иртнĕ çул итогĕсенчен пуçлар пулĕ.

- Малтанах çавна каласа хăварасшăн. Ял тăрăхĕн территорийĕнче предприятисемпе организацисем чылай, 3 ача сачĕ, хушма вĕрентĕвĕн, сывлăха сыхлассин, вĕрентÿ, культура учрежденийĕсем вырнаçнă. Вĕсем çирĕп, йĕркеллĕ аталанса пыни ял тăрăхĕн пĕтĕмĕшле тăнăçлăхĕ çине те пысăк витĕм кÿреççĕ.

Иртнĕ çул ял тăрăхĕн бюджетне тупăшсем енĕпе 13395,8 пин тенкĕ пăхса хунăччĕ, тăкаксем енĕпе вара - 13999,7 пин тенкĕ. Хамăр вăйпа пухмалли-пуçтармалли укçа-тенкĕ сумми планпа 5846,8 пин тенкĕ пулнă. Çавна калама пултаратăп: мĕн палăртнине чыслăн ирттерсе пурнăçлама пултартăмăр. Пурлăхран, çĕрпе усă курнăшăн налук пухассипе япăх мар ĕçлерĕмĕр. Çĕре харпăрлăха сутса тупăш илессипе палăртнине икĕ хут ытла ирттерсе пурнăçларăмăр. 150 пин тенкĕне яхăн тÿлевлĕ пулăшу панă. Налукпа çыхăнман тупăш илесси те бюджетра пăхса хунинчен 1,5 хут ытларах пулчĕ.

- Бюджетра укçа-тенкĕ япăх мар пуçтарăнать пулсан вара палăртнă ĕçсене те пурнăçлама майсем ытларах. Калăпăр, ялсен урамĕсенче çулсем тăвас, пуррисене кирлĕ шайра тытса тăрас енĕпе лару-тăру еплерех;

- Ял тăрăхĕн территорийĕнчи пур ял патне те асфальт çулсем сарса çитернĕ, ытларах ялсенче те йĕркеллĕ çулсем пур пулин те, ыйту хăйĕн çивĕчлĕхне çухатман-ха. Хăш-пĕр ял урамĕсенче пурăнакансем халĕ те çурхи-кĕрхи йĕпе-сапа вăхăтĕнче пылчăкра тертленеççĕ. Нимĕн тума та çук. Хальхи вăхăтра çул тăвасси пысăк укçа-тенкĕпе çыхăннă. Ял тăрăхĕн бюджечĕ çулсем тума питех те çителĕксĕр.

Апла пулин те ку тĕлĕшпе алă усса ларатпăр тесе каламастăп. Акă Çурлатринчи Воробьев урамĕнче асфальт çул сарма сахалтан та 25 миллион тенкĕне яхăн укçа кирлĕ. Тепĕр майлă каласан ял тăрăхĕн икĕ çулхи бюджечĕ чухлĕ. Иртнĕ çул эпир ял урамĕнчи çула йĕркене кĕртме хамăр бюджетран 1,3 миллион уйăрма май çитертĕмĕр, унпа хăйăр турттартăмăр, вак чул сартăмăр. Муркашри Заводская урамра та çул юсавĕн ĕçĕсене туса ирттернĕ.

- Нумай хутлă çуртсен картишĕсен территорийĕсене юсаса пăхса тăрасси мĕнле пулса пырать-ха;

- Иртнĕ çул Муркашри Ленин урамĕнчи 28-мĕш тата Хĕрлĕ площадьри 4-мĕшпе 6-мĕш çуртсен, Гагарин урамĕнчи 20-мĕш çуртăн, Октябре 50 çул урамри 28-мĕшпе 30-мĕш çуртсен картишĕсен территорийĕсене юсаса тухнă. Çавна валли укçа-тенкĕне республика та куçарса пачĕ, хамăр бюджетран та уйăртăмăр.

- Сергей Николаевич, çынсене ĕçмелли шывпа тивĕçтерессипе ыйтуллă самантсем çук-и;

- Ял тăрăхĕн территорийĕнчи шыв уçламалли башньăсене, шыв пăрăхĕсен системисене «Моргаушское» пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх предприятине çирĕплетсе панă. Шывпа усă курнăшăн ял çыннисенчен укçа-тенкĕне те предприяти хăй пухать. Ыйтуллă самантсемпе кăлтăксемсĕр тесе каламастăп. Шыв пăрăхĕсем кивелсе çитнĕ ĕнтĕ. Вĕсем унта е кунта шăтса кайнă тĕслĕхсем час-часах пулаççĕ. Апла пулин те пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх предприятийĕ ку енĕпе оперативлă ĕçленине палăртмалла. Аварисене вăхăтра пĕтерме тăрăшаççĕ.

Акă Çĕнĕ çулхи уяв кунĕсенче Шаптак Муркашри шыв башнин насусĕ юрăхсăра тухрĕ. Кану кунĕсене пăхмасăрах аварие кĕске вăхăтра пĕтернĕ.

Юлашки вăхăтра Муркашра, Шаптак Муркашра уйрăм çынсен хуçалăхĕсенче шыв счетчикĕсем вырнаçтарма тытăннине ырă енчен палăртмалла. Çакă çынсене шывпа перекетлĕрех, типтерлĕрех пулма хистет. Вăрттăнлăх мар: халĕ çуллахи вăхăтра пăрăхсем хурса ĕçмелли шывпа пахчасем шăваракансем те çук мар.

- Тепĕр чухне вырăнсенче пулнă чухне çынсем хĕллехи вăхăтра ял урамĕсенчи çулсене юртан йĕркеллĕ тасатса тăманни пирки ÿпкелешсе калаçнине илтме тÿр килет. Эсир мĕн калама пултаратăр кун пирки;

- Хамăр вăйпа юртан тасатса тăмалли çулсем пирĕн патра 15 километра яхăн. Çак ĕçе пурнăçлама Лариса Малышевăн хресчен (фермер) хуçалăхĕпе килĕшÿ тунă. Çак вăхăта ку енĕпе пăтăрмахсемех пулман.

- Тивĕçлисене социаллă çурт-йĕрпе, нумай ачаллисене çурт-йĕр тума çĕр участокĕсем уйăрса парассипе мĕнле ĕçлесе пыратăр-ха;

- Харпăр хăй çурт-йĕр строительстви валли 9 çĕр участокĕ уйăрнă. Нумай ачаллă çемьесене вĕсемпе тивĕçтерессипе татса памалла мар ыйтусем çук.

Муркашри Октябре 50 çул урамри 12-шер хваттерлĕ 26-мĕшпе 32-мĕш номерлĕ çуртсене кăçал авариллисен шутне кĕртме палăртатпăр. Çавна май вĕсене урăх çурт-йĕр уйăрса парассипе проектсем хатĕрлес ĕçсем пуçăннă ĕнтĕ. Тепĕр тăлăха пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтермелле пулать. Хăйсен çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатмаллисен черетĕнче тăнă вăрçă участникĕсене пурне те хваттерсемпе тивĕçтернĕ ĕнтĕ.

- Сергей Николаевич, иртнĕ çул Муркаш ял тăрăхĕ ялсене тирпей-илем кĕртессипе Раççей ăмăртăвĕнче 3-мĕш вырăна тивĕçнĕччĕ...

- Тасалăх, тирпей-илем ыйтăвĕсене малашне те манăçа кăларма шухăшламастпăр. Çакă вăл хамăршăнах. Раççей шайĕнче палăрнăшăн вара ял тăрăхĕ 800 пин тенкĕ премие тивĕçрĕ. Унпа ача-пăча площадкисене вырнаçтармалли хатĕрсем, тротуарсене юртан тасатмалли техника тата ыттине те туяннă. Çуллахи вăхăтра территорисене тасатса тăма ятарлă бригадăсем йĕркелетпĕр, субботниксем ирттересси йăлана кĕнĕ, шкул ачисем те çак ĕçсенчен айккинче юлмаççĕ. Ытларах чухне администраци ĕçченĕсем хăйсем те тĕслĕх кăтартаççĕ.

- Хальхи вăхăтра сывă пурнăç йĕркине тытса пырасси, массăллă физкультурăпа спорта аталантарасси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ.

- Пирĕн патра та ку çаплах. Пĕр тĕслĕх кăна. Эпир иртнĕ çул ноябрь уйăхĕнче ытти ял тăрăхĕсем хушшинче пĕрремĕш сĕтел çи теннисĕ енĕпе ял тăрăхĕн пуçлăхĕн кубокне çĕнсе илессишĕн ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, вырăнсенчи депутатсем тата специалистсем хушшинче ăмăрту йĕркелерĕмĕр. Халĕ çак пуçарупа спортăн тĕрлĕ енĕпе ытти ял тăрăхĕсенче те ăмăртусем йĕркелеме пуçăнчĕç. Асăннă ăмăртăва кăçал та йĕркелеме пăхнă.

- Сергей Николаевич, хамăрăн калаçăва пĕтĕмлетнĕ май юлашкинчен мĕн калас кăмăл пур;

- Депутатсене, ял старостисене, ытти ответлă ĕçченсене çапла чĕнсе калас килет. Çынсем пире суйланă, шаннă, ĕненнĕ. Апла пулсан çак шанăçа тÿрре кăларма пĕрле тăрăшас пулать. Йывăрлăхсем умĕнче пуç усма кирлĕ мар. Алла-аллăн, пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлесе пырсан малашлăхри ÿсĕмсем сулмаклăрах пулĕç, татса памалли ыйтусем те сахаллансах пырĕç.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика