Территориальный отдел "Моргаушский" Управления по благоустройству и развитию территорий ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Сире «Ырă кăмăллăх» клуб кĕтет

19 января 2013 г.

Муркашри ял тăрăхĕсем хушшинчи тĕп библиотекăра «Ырă кăмăллăх» клуб ĕçлет. Ăна 1997 çулта йĕркеленĕ. Вăл, çулĕпе çамрăк пулин те, чылай инвалида пулăшма, хÿтĕлеме ĕлкĕрчĕ. Клуб ĕçне кунта тимлекен Т. Иванова ертсе пырать. Ырă пуçарăва вăя кĕртме вара Р. Куликова библиотекарь тытăннă.

Камсене пĕрлештерет-ха асăннă клуб; Çакă сывлăх енчен кăлтăклă çынсемшĕн питĕ кирлĕ те вырăнлă йĕркелÿ. Вăл инвалидсен информаци тата реабилитаци центрĕ шутланать. Кунта кирек хăçан та чуна уçса калаçма, кăмăл пулсан вăл е ку специалиста хутшăнтарма май пур. Вăрттăнлăх мар ĕнтĕ, пурнăçра тĕрлĕрен кĕнчеле.  Пĕчченлĕх çынна пусарать  кăна. Ăшра капланнине икке пайласан вара çăмăлрах та пулĕ. Инвалидсен чун ыратăвне тĕпе хурса тимлет те асăннă клуб. Унăн ĕçĕ ятарлă программăпа килĕшÿллĕн пурнăçланать. Кунта тăтăшах творчество каçĕсем, информаци сехечĕсем, электронлă презентацисем, кĕнеке куравĕсем иртеççĕ. Тĕп калаçу тата ĕç - хевтесĕр çынна куллехи пурнăçра пулăшу алли тăсса парасси.

Кашни çыннăн хăйĕн правине пĕлмелле, хăйне хÿтĕлеме пултармалла, паллах, саккунсене пĕлнипе. Ку енĕпе вара пирĕн çитменлĕх самай палăрать е тĕрлĕ çĕнĕлĕхе вăхăтра ăнкарасси уксахлать. «Ырă кăмăллăх» клубра вара кирек епле информацие те пĕлме-тупма пулать.

Юлашки вăхăтра кĕнеке вуласси кăштах чакрĕ пулин те, унăн пĕлтерĕшĕ пурнăçра питĕ пысăк. Акă сăн ÿкерчĕкри Аня Столярова пачах та курмасть, апла пулин те вăл вунă тĕрлĕ издани çырăнса илет. Тĕрлĕ мелпе тухаканскерсене кăмăлласах вулать тата итлет. Унсăр пуçне тăтăшах кунти библиотекăна çÿрет. Ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăрать.

- «Ырă кăмăллăх» клуб Раççейри куç курманнисен районти обществăлла организацийĕшĕн тĕп пулăшуçă пулса тăрать. Эпир кирек епле ĕç ирттерес пулсан та вĕсенчен пулăшу-канаш ыйтатпăр. Малашне те пирĕн тĕп пулăшуçă аталансах пытăр,- терĕ асăннă организаци ертÿçи А. Михайлова. 

Палăртма кăмăллă, «Ырă кăмăллăх» клуб ĕçĕ республика шайĕнче те лайăххисен шутĕнче. Ăна тĕслĕхе илеççĕ, унран вĕренеççĕ.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика