Территориальный отдел "Моргаушский" Управления по благоустройству и развитию территорий ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Çĕнĕ предприяти çĕн çула ырă ĕçрен пуçларĕ

12 января 2013 г.

Кирек епле ыйтăва та пĕрле татса пама çăмăлтарах. Çакăн пек шутлать район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев. Çавăнпах ĕнтĕ Ростислав Николаевич районти çĕнĕ предприятисемпе район администрацийĕ хушшинчи çыхăнăва çирĕплетессине чи пирвайхи задачăсенчен пĕри тесе шутлать. Мĕншĕн тесен районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕ кашни предприяти ĕçĕнчен, унта вăй хуракан кашни çын хăйĕн тивĕçне кирлĕ пек пурнăçланинчен   килет.

 Çĕнĕ предприятисен ертÿçисем çакна ăнланни вара савăнтарать. Пĕлтĕр йĕркеленнĕ «Спецстрой» чикĕллĕ яваплăхлă общество ертÿçи А. Иванов çĕнĕ предприятие йĕркеллĕ ĕçлеттернипе пĕрлех иртнĕ çула тепĕр ырă утăмпа вĕçлерĕ. Çĕнĕ çул уявĕсем вăхăтĕнче Муркашри вăтам шкула çĕнĕ компьютерпа  принтер парнелерĕ. Çамрăк ертÿçĕ хăй кун пирки çапла калать.

- Кама та пулсан ырă ĕç туса парас килчĕ, - терĕ вăл асăннă шкулти вĕрентекенсемпе тĕл пулнă май. - Эсир шкула ачасене пурнăç çулне суйласа илме пулăшатăр. Çавăншăн пултăр сире çак парне.

Мĕншĕн çак парнене шăпах Муркашсем тивĕçни те вăрттăнлăх мар. Ырă ĕç тăвас шухăш пуçа пырса кĕрсен Алексей Валерьевич РФ Шалти ĕçсен министерствин  Муркаш районĕнчи пай пуçлăхĕпе Е. Плечовпа калаçать. «Район администрацийĕн пуçлăхĕсĕр тĕп-тĕрĕс ку ыйту çине никам та хурав параймĕ», - тет Евгений Иванович.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев  вара тÿрех Муркаш шкулне асăнчĕ. Районти вĕрентÿ учрежденийĕсенчен Муркаш шкулĕ чи пысăкки кăна мар, чи лайăх кăтартусем тăваканни те.

Ростислав Николаевич учительсене ĕçре татах та пысăк кăтартусем тума ырă сунчĕ.

- Эпир сирĕн коллектива парнешĕн тав тăватпăр. Малашне те тава тивĕçлĕ кăтартусем тума тăрăшăпăр, - терĕ шкул директорĕ Н. Смирнов.

Вăл ачасене çĕнĕ предприятипе паллаштарас кăмăл пурри çинчен пĕлтерчĕ. Алексей Валерьевич та пĕрре те хирĕç мар.

- Арçын ачасемшĕн уйрăмах интереслĕ пулĕ. Чăн-чăн танксем те пур пирĕн патра, - терĕ вăл. Хăй ертсе пыракан предприятипе паллаштарчĕ. Вăл иртнĕ çул йĕркеленнĕ. Малтанхи «Моргаушская» ПМК вырăнĕнче. Кунта ятарлă техника юсаççĕ, строительство пулăшăвне параççĕ тата  пăрахăçланă çар техникине сутаççĕ. Предприяти ертÿçи А. Иванов район администрацийĕпе те, Муркаш шкулĕпе те тачă çыхăнура пулассине шантарчĕ.

- Районта пурăнакансене хăвăр ĕçĕрпе паллаштарасса, районта пулса иртекен мероприятисене хутшăнасса шанатпăр,  – терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев.

Хальлĕхе предприятинче ĕçлекенсем хушшинче Муркаш тăрăхĕнчи çынсем çук. Алексей Валерьевич кăçал хамăр районти 15 çынна ĕçе илме шутлать.

Çакă çĕнĕ предприятисем уçăлни пĕтĕмĕшле районшăн та, кунта ĕç тупакан çынсемшĕн те пысăк пĕлтерĕшлине кăтартса парать. Иртнĕ çул районти промышленность предприятийĕсенче пĕтĕмĕшле виçĕм çулхинчен 18 процент ытларах – пурĕ 2100 млн. тенкĕлĕх продукци кăларса реализациленĕ пулсан, кăçал ку кăтарту татах та ÿсесси ĕмĕтре кăна пулмĕ, пурнăçланĕ.

Апла пулсан Ростислав Николаевич палăртнă задача пурнăçланма пуçларĕ те: районти çĕнĕ предприятисем район пурнăçĕнчен айккинче юласшăн мар.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика