Территориальный отдел "Моргаушский" Управления по благоустройству и развитию территорий ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Чĕрĕ чечексем - сире валли

12 января 2013 г.

Муркаш сали тĕрлĕ суту-илÿ точкисемпе пуянлансах пырать. Акă пур енлĕ меллĕ вырăнта  «Чечексен тĕнчи» лавкка ĕçлеме пуçларĕ. Тин кăна уçăлнă суту-илÿ точкин сентрисем тĕрлĕ таварпа питĕ пуян, вĕсене парне вырăнне е илем вырăнне усă курма аван.

Акă кунта кĕрсенех чÿлмекри чечексем куçа тыткăнлаççĕ, пĕринчен тепри илемлĕрех, хакĕсем те пысăк мар. Тепĕр тесен  хитре чĕркемлĕ чĕрĕ парне кирек епле хĕрарăм кăмăл-туйăмне те çемçетме пултарать тата вăл чылайччен савăнăç парнелет. Вăхăтра тата тĕрĕс апатлантарнă чечек вара ытларах та ешерет. Çавна тĕпе хурса тавар сĕнекен минераллă тĕрлĕ удобрени  те кÿрсе килнĕ.

 Çавăн пекех кунта шыва лартмалли чечексем те сутаççĕ. Тĕслĕхрен, пирĕнтен чылайăшĕ çамрăк мăшăр çырăннă вăхăтра парнелеме чечек çыххи шыраса хăшкăлнах пулĕ. Малашне вара таçта каймасăрах кунта туянма пулать. Сăмах май палăртса хăваратăп,  эрне кун пĕр мăшăр çемье çавăрчĕ, туй саманчĕ валли  илемлĕ чечексене шăпах Яковлевсем  хатĕрлерĕç.

- Лавкка ĕçлеме пуçланăранпа вăхăт нумаях та иртмерĕ, сентресем вара тăтăшах тĕрлĕ таварпа ылмашăнчĕç. Чечексене туянма маларах саккас паракансем те пур. Акă явăнса ÿсекеннисене пилĕк чÿлмек йышăнса та хучĕç. Пирĕн патри тавар ытти лавккарисенчен йÿнĕрех те. Ытларах туянакансене вара парне те тăватпăр. Çавăн пекех ятарлă карттăпа та ĕçлетпĕр. Пĕтĕм меллĕх - йăлтах тавар туянакан кăмăлĕшĕн, - терĕ кунти ĕçе йĕркелекен Евгений Михайлович.

Акă кунтах пахчаçă кĕтесĕ те пур, пысăк пахалăхлă тĕрлĕ вăрлăх кÿрсе килнĕ те ĕнтĕ. Кĕçех вĕсене акмалли вăхăт та çитет вĕт. Палăртма кăмăллă, çемье вучахне упракан тата лавккари ĕçе шайлаштаракан Ольга Геннадьевна хăй те чечек тата сад-пахча  ăсти, çавăнпа та туянакана вăл хăй усă куракан пысăк пахалăхлă таварпа кăна тивĕçтерет.

- Эпĕ çак ĕçе тахçантанпах пуçарма ĕмĕтленнĕ. Шухăша туллин вăя кĕртме вара пире экономика тата агропромышленность комплексĕн аталанăвĕн пайĕн ĕçченĕ Валентина Юрьевна Пушкова питĕ нумай пулăшрĕ, тавах ăна уншăн, - терĕ О. Яковлева ĕмĕте пурнăçланишĕн хăпартланса.

Ярапайкасси ял тăрăхне кĕрекен Итакачкасси ялĕнче пурăнакан Яковлевсен çемйи чăннипех те пултаруллă та тăрăшуллă. Вĕсем халĕ хăйсен  теплицинче вăй хураççĕ, симĕс суханпа, укроп йышши техĕмлĕхпе туянакана туллин тивĕçтереççĕ. Кĕçех калча лартас тапхăр та çитет. Çемьери икĕ ачи вара пĕчĕккĕллех  ĕçе хăнăхса-килĕштерсе  ÿсет.

- Анне пирĕнтен ытла ир уйрăлса кайрĕ. Çавăнпа та пурнăç тути-масине аван ăнланатăп, ачасене те ĕç çумне çыпăçтарма тăрăшатăп, - тет Евгений Михайлович.

«Чечексен тĕнчи» лавкка сире чĕрĕ чечексемпе кирек хăçан та туллин тивĕçтерме шантарать. Уявсем умĕн е ытти чухне те 8-987-739-55-77 номерпе шăнкăравласа саккас пама пулать.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика