Территориальный отдел "Моргаушский" Управления по благоустройству и развитию территорий ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Михаил Янковский çурт-йĕр тата çул тăвассипе кăсăкланчĕ

19 октября 2013 г.

Иртнĕ юн кун республикăра пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Çавна май пирĕн районта Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн председателĕн çумĕ - Чăваш Республикин транспорт тата çул-йĕр хуçалăх министрĕ Михаил Янковский ертсе пыракан ушкăн пулчĕ. Чи малтананах вĕсем район администрацийĕн пуçлăхĕпе Р. Тимофеевпа тĕл пулчĕç. Ростислав Николаевич пуçтарăннисене районăн кăçалхи 9 уйăхри социаллă пурнăçĕпе тата экономика аталанăвĕпе паллаштарчĕ, паян канăç паман ыйтусем тата вĕсене татса  памалли  çул-йĕр çинче те чарăнчĕ.

Ун хыççăн информаци ушкăнне кĕрекенсем район администрацийĕн яваплă ĕçченĕсемпе пĕрле, 6 ушкăна пайланса, ял тăрăхĕсене çитсе килчĕç, ĕç коллективĕсемпе тĕл пулчĕç. Хальхинче вĕсем ял çыннисемпе Чăваш Республикинче «пĕр чÿрече» мелĕпе халăха патшалăх тата муниципалитет услугисене парас, тăлăх ачасене социаллă хÿтлĕх парассипе  çыхăннă патшалăх политикин пурнăçа кĕртмелли мерăсем, ашшĕ-амăшĕ пур çĕртех ачасем тăлăххăн  ан ÿсчĕр тесе туса ирттермелли профилактика  мероприятийĕсем, ачасене вĕсен  сывлăхне сиен кÿрекен  информацирен сыхлас, Чăваш Республикинче «Чăваш Республикинче тÿлевсĕр юридици пулăшăвне парасси çинчен» саккуна пурнăçа кĕртесси çинчен калаçрĕç.

М. Янковский район администрацийĕн пуçлăхĕпе пĕрле чи малтан Çурлатринче пулчĕ, кунта çул тăвас ыйтупа интересленчĕ. 1 çухрăм та 24 метр тăршшĕ çула «Автодорсервис» чикĕллĕ яваплăхлă обществăн тумалла. Унăн ертÿçи                  А. Жарков çитес вăхăтрах кивĕ инженери сечĕсене çĕннисемпе улăштарма пуçласси çинчен пĕлтерчĕ. Ку ĕçе пурнăçланă хыççăн хальхи çула каялла йĕркелесе хумалла. Асфальт çула вара çитес çулта тума пуçлаççĕ. Подрядчиксем ăна çитес çулхи октябрь çурриччен туса пĕтерес тĕллев лартаççĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ инженери сечĕсене хăçан улăштарассипе халăхпа калаçса тăтăлмаллине палăртрĕ. Министр кунта мĕн тунине тепĕр 2 эрнерен тĕрĕс-лесси çинчен асăнчĕ. Çавăн пекех Михаил Вячеславович çул тума кăçал уйăрнă укçа-тенкĕпе кăçалах усă курса пĕтермеллине те палăртрĕ.

Москакассинче вара «Моргаушская» МСО строителĕсем нумай хваттерлĕ çĕнĕ çурт тума çĕр чавса вырăн хатĕрленĕ, хăйăр кÿрсе килнĕ. Строительство организацийĕн генеральнăй директорĕ В. Семенов çурта çур çулта туса пĕтересси пирки пĕрре те иккĕленмест. «Çулталăк вĕçлениччен ăна хăпартса, çи виттине витсе хуратпăр», - тет Владислав Николаевич.  Çуртри 21 хваттере  те подрядчик сутăн хакпа вырнаçтарма тĕллев лартнă.

«Моргаушская» МСО  ку çурта кăна тумасть. Харăсах вăл тепĕр объект хăпартассипе ĕçлеме пуçланă. Мăн Сĕнтĕрте тата тепĕр нумай хваттерлĕ çурт тума пуçлаççĕ. Вырăнне чавса хатĕрленĕ. Апла пулсан çитес çул Мăн Сĕнтĕрте авариллĕ çуртсенче пурăнакансем таса та çутă çĕнĕ хваттерсене куçĕç. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А. Лаптев каланă тăрăх, çурт тăвассипе нимле йывăрлăх та çук, тивĕçлĕ документсем алăра. Çуртне тума кăна пуçламалла. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн председателĕн çумĕ - Чăваш Республикин транспорт тата çул-йĕр хуçалăх министрĕ Михаил Янковский çурт никĕсне çанталăк шăнтиччен хывса хăварма сĕнчĕ.

Çак 2 çурта тунипе МСО-ра ĕçлекенсем лăпланса ларма шутламаççĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев каланă тăрăх, Муркашра тата нумай хваттерлĕ 3 çурт  тума çĕр уйăрнă.

Министр район администрацийĕн пуçлăхĕпе пĕрле Мăн Хураçкана каякан çул мĕнле лару-тăрура пулнипе те паллашрĕ.

 

Л. Павлова.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика