Территориальный отдел "Моргаушский" Управления по благоустройству и развитию территорий ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » «БРИЗ» ресторан пурне те хаваспах кĕтет

25 октября 2013 г.

Алăк уçатăр та питĕ хăтлă та илемлĕ зала кĕретĕр. Килĕшекен вырăн  тупса тирпейлĕ хатĕрленĕ сĕтел хушшине ларатăр. Эсир вырнаçнине курса ăшă кăмăллă та тарават официантка нумай кĕттермесĕрех сирĕн пата пырать. Менюра кăтартнинчен тутлă апат-çимĕç суйлатăр. Кăшт кăна кĕтетĕр - техĕмлĕ апат илсе пыраççĕ. Эсир вара чĕлхе çăтса ямалла, çав тери тутлă апат çинĕ чух çак лăпкăлăхпа, илемпе, капăрлăхпа киленетĕр, хирĕç ларакан тăванпа е юлташпа пур кăмăлтан калаçатăр. Залта çак вăхăтра - чĕрĕ артист, чĕрĕ юрă, кирлĕ пулсан - чĕрĕ ташă та...

Юмахри пек. Çапла-и; Е хуласенчи чи чаплă ресторансенче кăна кун пек пулать тетĕр-и; Çук çав, йăнăшатăр. Халĕ кун пеккине Муркашрах тупма пулать. Муркаш райповĕн «БРИЗ» ресторанĕ ĕнер хăйĕн алăкĕсене уçрĕ.

Маларах уçăлнă «Бриз» пиццери-кафепе юнашар вырнаçнă хăй патне илĕртекен ресторан пĕр вăхăтра 150 çын йышăнма пултарать. Апла пур тăван-пĕтене чĕнсе туй ăçта ирттерес ыйту та Муркаш районĕнче пурăнакансемшĕн, вĕсемшĕн кăна та мар, хăйне май татăлчĕ темелле. Кун пек чаплă залта юбилей каçĕ ма ирттерес мар тата; Ĕмĕр тăршшĕпех ĕçлесе тивĕçлĕ канăва та тивĕçлĕ лару-тăрура тухнине мĕн çиттĕр; Ĕç хыççăн юлташсемпе урăх ниçта та мар, шăпах çакăнта тĕл пулнине те нимĕн те çитмест.

- Çакăн пек ресторан туса хута ярасси пирки темиçе çул каяллах шухăшлама тытăнтăмăр. Районта пурăнакансем туйсене, юбилейсене Шупашкара тухса е маларах тата районти шкулсен тăвăр столовăйĕсенче ирттерсе тертленетчĕç. Эпир те, райпора ĕçлекенсем, çакна хамăр çинче пĕрре кăна туйман. Çапла вара хамăр районта пурăнакансене чаплă вырăнпа тивĕçтерме тĕллев лартрăмăр. Тĕллев пулсан ун патне çирĕппĕн утатăн. Кăçал çулла строительство ĕçĕсене вăраха тăсмасăр туса ирттертĕмĕр. Ресторан вăл ресторан тенине тивĕçтермелле, çавăнпа та илемлĕх, хăт ыйтăвĕсене татса пама дизайнерсене шантăмăр, - теççĕ Муркаш райповĕн ертÿçисем.

Чăнах та, ресторан хăйĕн «статусне» шалти килĕшÿлĕхпе, капăрлăхĕпе пĕтĕмпех тивĕçтерет. Ку кăна та мар. Ресторанта çичĕ ăста повар ĕçлет: мĕнле кăна тутлă апат-çимĕç хатĕрлемеççĕ пулĕ - пăхса тĕлĕнмелле, çисе киленмелле. Официанткăсем те хăйсен ĕçне пĕлеççĕ, апат-çимĕç суйлама та пулăшаççĕ. Вĕсемпе пĕрлех чашăк-тирĕк çуталса кăна тăтăр тесе кухньăра икĕ ĕçчен вăй хурать,  ресторанти тирпейлĕхшĕн тепĕр икĕ техслужащи тăршать.

«БРИЗ» ресторанăн ĕç графикĕ çынсемшĕн питĕ меллĕ: вăл кашни кунах 10 сехетрен пуçласа 23 сехетчен ĕçлет. Кунта сĕтеле те маларах йышăнса хума пулать. 62-2-27 номере пурин те çырса хумалла, вăл яланах алă айĕнче пултăр. Кĕтмен хăнана та, инçетри юлташа та «БРИЗ» ресторана илсе пырсан, ĕненĕр, тав сăмахне вĕсем сире вĕçĕ-хĕррисĕр калĕç, хăйсен кăмăлĕ хăпарнипе те хавасланĕç.

Ĕнер 19 сехетре «БРИЗ» официаллă майпа хăйĕн пĕрремĕш хăнисене ăшшăн кĕтсе илчĕ. Пурте пулчĕç кунта - районти ертÿçĕсем кăна мар, тĕрлĕ вырăнта ĕçлекенсем те, студентсем те. Çакă вара ресторан кашни çыншăн меллĕ пулнине тепĕр хут çирĕплетрĕ кăна. Чăнах та апат-çимĕç хакĕ вăтам хаксен шайĕнче, ăна хатĕрлени вара - çÿллĕ шайра. Çакна кашниех палăртрĕ.

Райпо ертÿçисемшĕн ĕнерхи каç тав сăмахĕсем илтмелли каç пулчĕ темелле, уйрăмах райпо канашĕн ертÿçин Борис Васильевич Андреевăн малтуртăмлăхне, ĕçлеслĕхне тата чи кирли - халăхшăн тăрăшнине пурте палăртрĕç.

Ĕнерхи каç «БРИЗ» ресторан кунта апатланма килнисене пысăк парне туса пачĕ. «Домино» шоу-балет тата Чăваш филармонийĕн эстрада артисчĕсем кану каçне татах та çÿллĕрех шая хăпартма пулăшрĕç. 

- Малашне те эпир юрăçсене чĕнсе çакăн евĕр каçсем ирттерме шухăшлатпăр. Тен, юрă-кĕвĕ жанрне кура, тематикăлла каçсем те йĕркелеме пуçлăпăр. Уйăхра çакăн пек пĕр-икĕ каç çынсен кăмăлне татах хăпартасса шанатпăр, - пĕлтереççĕ хăйсен шухăш-кăмăлне райпо ертÿçисем.

«БРИЗ» ресторан кашни çыннах хаваспа кĕтсе илет, йышăнать, çавăн пекех ăшă кăмăлпа ăсатса ярать. Çакна хăвăр та çитсе курса ĕненме пултаратăр.

Тата акă мĕн каламалла: çак чаплă ресторан пирĕн апатлану культурине ÿстересси те иккĕлентермест.

Н. Николаева.

 

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика