05 октября 2013 г.
«Килти хушма хуçалăх» кăларăмра паян чечек ăстине сума суса тĕп вырăн парас терĕмĕр. Чечек кирек кам пурнăçне те илем кÿрет, ĕçлес хавхалантарăва çĕклет, ырă тĕллевсем çуратать. «Тирпейлĕ çыннăн ĕçĕ те тирпейлĕ пулать», - тетчĕ пур ĕçре те йĕркене юратнă анне... Çак сăмахсене паян пурнăçăн кашни утăмĕнчех тĕл пулатăп.
Муркаш сали юлашки çулсенче чечек йăранĕсемпе туслашнине хăнăхрăмăр. Обществăн çак ырă туртăмĕ хăш-пĕр çемьесенче те тĕплĕ йăва çавăрчĕ. Ку ырă ене курса-пĕлсе тăнипе райцентрти Набережная урамри Мурыгинсем патне çитрĕм. Урамран пăхсанах 8 сотка ытларах хушма хуçалăх çĕрĕ çинче пĕр алсиш пысăкăш усă курман çĕр лаптăкĕ те куç умне пулмарĕ. Çитменнине талккишпех - чечексем, чечексем, чечексем.
Кил хуçи арăмĕ Надежда мана чечек йăранĕсем патĕнче кĕтсе илчĕ.
- Пирĕн мухтанмаллиех çук, анчах хамăр тунă ĕç çынсене килĕшет те çак килĕшÿ пире татах та хавхалантарать, çĕнĕлĕх шыраттарать, çанă тавăрса ытларах ĕçлеме хистет. Муркаш урамĕсенчи илеме хăнăхрăмăр та çулсем хĕррипе чечексем çукки пысăк çухату евĕр туйăнать. Çакна ăнланса хамăрăн килти хушма хуçалăхра та чечек тĕнчине çул парас терĕмĕр. Ĕмĕт пурнăçа кĕрсе пырать те чун хĕпĕртет. Анчах манăн чечексемпе, вĕсен тĕсĕсемпе тулли килĕшÿ тупиччен ĕçлемелли чылай-ха. Çак ĕмĕте пурнăçлассишĕн чечек йăранĕ çине кĕретĕп те, - кĕтсе илчĕ мана ăшă кăмăллă Надежда Юрьевна. Çавăнтах вăл мана чечексемпе паллаштарма пуçларĕ.
Чечек йăранĕсем хушшипе иртнĕ чух калаçăва тăснă май Надьăшăн чечек лартасси пурнăçăн уйрăлми пайĕ пулса тăни курăнчĕ. Çак юрату вăл Сергейпа пĕрлешсен хваттертен унăн килне куçса килсен пуçланчĕ. Çулсем иртнĕ май çак ен вăйланнă кăна. Халĕ Мурыгинсен килти хушма хуçалăхĕнче çулленех çĕнĕ чечексем вăй илеççĕ. Кил-çурт таврашĕнчи çĕр лаптăкĕ çинче паян куçа илĕртекен вуншар тĕслĕ чечек ÿстет. Çанталăк кĕр еннелле сулăннăран хăшĕсен аталанăвĕ вĕçленнĕ ĕнтĕ, анчах чечек йăранĕсем çав-çавах пушанман-ха.
- Пахчана тухса чечек йăранĕсем хушшине кĕрсен вĕсемпе калаçма пуçлатăп та самантрах урăх пурнăçа куçатăп: ĕнерхи йывăрлăх иртет, чĕре савăнăçлăрах тапма пуçлать, çĕнĕ ĕмĕтсем çуралаççĕ, - калаçать чечек ăсти. - Кунта 10 тĕслĕ очисток сортлă чечек, лерехре - пирĕн пахчара чи малтан вырăн тупнă розăсем, тепĕр енче - хризантемăсемпе герань, матиола, лилейник, пеларгония т. ыт. те.
Йăрансем çинче çум çукранах-тăр чечексем пушшех илемлĕ курăнаççĕ, хура кĕркуннене илем кĕртеççĕ. Тепĕр тĕрлĕ очисток, эремурус, пуян гортензи... «Эпĕ хам пăхатăп та кашни чечек мана хăй çинчен туллин хыпарлать: мĕн çитмест ăна, паян-ыран мĕн туса ирттермелле, чир çулăхман-и, кÿрши йĕркеллĕ пулчĕ-и; Урамра ÿсекен чечексен пĕр пайне кĕр çитсен пÿрте кĕртетĕп, çуркунне урама кăларатăп. Çапла вара пирĕн пахчара чечексĕр вăхăт кураймастăр та», - ăнлантарать манăн ăмсанăва ăнланса кил хуçи арăмĕ.
- Кил хуçалăх тирпейлĕхĕпе, çулла тата хĕл кунĕсенче чечексен ытамĕнче пулнипе юмахри пек пурăнатăр. Чăваш хĕрарăмĕн ăçтан кун чухлĕ вăй-хăват тухать; - интереслентĕм Надьăран калаçăва тăсса.
- Йывăç лартнă, ача çуратнă, пурăнмалли пÿрт-çурт çавăрнă - тата мĕн кирлĕ; Манăн паянхи тĕп тĕллевĕм тирпейлĕхе аталантарасси тата чечексем ытларах лартасси, çак илеме çын курмалла çул уçасси, - хĕр чухнехилле шăппăн та вăтанчăклăн каларĕ таврари чечексем çинчен куç илмесĕр манăн пĕлĕшĕм.
- Анкартине ĕçлеме тухсан та, автомашина юсама тăрсан та чечек куçран каймасть. Вуншар чечек илем кÿрет халĕ пирĕн кил-çурт таврашне, - терĕ мăшăрĕ çине юратуллăн пăхса Сергей тантăшăм.
Надя ăна тав туса пăхса илчĕ те пĕрле пĕр хĕр çуратса ÿстернине палăртса хăйĕн сăмахне малалла тăсрĕ:
- Ĕçрен ютшăнмастăп-ха, анчах хамран татах вăйлăрах ĕçлекенсене курсан хам ĕçлесе çитерейменнишĕн пăшăрханатăп. Çак çитменлĕхе пĕтерме хамăн юлташăмсемпе таврари чечек ăстисем патне час-часах çитме тăрăшатпăр, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашатпăр, çĕнĕ чечексем туянатпăр.
Тăван кил-çурт ăшшинчен пахараххи çуккине аякри çĕрсенче нумай вăхăт çÿресен нихăçанхинчен ытларах чĕре çумне илетĕн. Анне алли, хăвна кун-çул панă хĕрарăмăн ăшă кулли, вăл хыпаланмасăр сăпайлă пуплесе пахчапа утни, унăн ĕçĕсем куç тĕлне пулни - пĕр самантрах ачалăха тавăраççĕ, çĕнĕ ĕмĕт-тĕллевсем çуратаççĕ. Çакă вăл анне ăшшипе тулнă атте килĕнче кăна пулайрать...
А. БЕЛОВ.