Территориальный отдел "Моргаушский" Управления по благоустройству и развитию территорий ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Ют çĕр-шыв ачисем - Муркашра

14 сентября 2013 г.

Ют чĕлхе пĕлни кирек камшăн та пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ĕçе  вырнаçас пулсан  та çакă питĕ кирлĕ. Çавăн пекех ют чĕлхе вĕренни ытти çĕр-шыври ĕç-хĕлпе паллашма май парать. Апла пулсан тавра курăма ытларах аталантарать. Компьютер, инновациллĕ технологи тапхăрĕ пуç пулнине шута илсен кашни ачашăн ют чĕлхе пĕлни-вĕренни чи малта пулмалла.

Муркаш шкулĕнче иртнĕ эрнере ют çĕр-шывсен çамрăк волонтерĕсем  пулчĕç. Çулсеренех «Содружество» центр ют çĕр-шыв волонтерĕсене хăйсен проекчĕсене хутшăнтарма  Шупашкар хулине  йыхравлать, проектсем вара тĕрлĕ шайлă. Виççĕмĕш çул  ĕнтĕ асăннă центр «Таса хула» экологи проектне ирттерет.

Чăваш йăли-йĕркипе Европа хăнисене çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç. Çамрăк волонтерсен калаçмалли-пĕлмелли  чылай пулчĕ, мĕнле пурăнни, ĕçлени, вĕренни кашни ачана кăсăклантарчĕ. Кĕске самантра Германи, Финлянди ачисем хăйсем пирки каласа пачĕç. Хана ятлă хĕр ача вырăсла питĕ лайăх пĕлет  тата калаçать. Çавăнпа та вăл ыттисене те хаваспах пулăшрĕ.

Йăлари каяш ыйтăвĕ пирĕн тăрăхшăн хăйне майлă йывăрлăх, хальлĕхе ку енĕпе культура шайĕ те çителĕксĕртерех. Хăнасен калаçăвĕнчен çакна пĕлтĕмĕр. Вĕсем усă курнă пластик савăтсене пухса автомат лавккасене ăсатаççĕ, вăл вара пĕр чăрмавсăр йышăнать. Ку ĕçе пурнăçланăшăн, тĕрĕсрех каласан, тавралăха тирпейлĕхре тытнăшăн çынсене укçа тÿлеççĕ. Вĕсем каланă тăрăх хăшĕ-пĕри çакăнпа пурăнмалăх та ĕçлесе илет. Тĕрлĕ ыйту хускалчĕ ачасен, паллах, шкул пурнăçĕ пирки те.

Хăнасем Каршлăхри мăнастире те çитрĕç, Москакасси шкулĕнче те пулчĕç вĕсем. Проект шайĕнче тĕрлĕ темăпа çавра сĕтел, тĕл пулу, калаçу иртрĕ. «Содружество» центрĕн кураторĕ ертсе пынипе  ют çĕр-шыв хăнисем чăваш халăхĕн йăли-йĕркипе, тĕрлĕ вырăнсемпе тĕплĕнрех паллашрĕç.

Çакăн пек тĕл пулусем пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине шкул ачисем  аван туйрĕç. Çавăнпа та вĕсем малашне ют çĕр-шыв чĕлхисене татах та ытларах  вĕренме тĕллев тытрĕç.

 

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика