21 сентября 2013 г.
Кĕçнерни кун Чăваш Республикин халăха ĕçпе тивĕçтерекен Патшалăх службин коллегийĕн черетлĕ ларăвĕ Муркашра иртрĕ. Ларура халăха ĕçпе тивĕçтерес ыйтусене сÿтсе яврĕç.
Ĕç - пурнăç тыткăчи, тетпĕр пулсан та, рынок хутшăнăвĕсенче пурăнма пуçласан кун йĕркинче ĕçсĕрлĕх пуррине те пирĕн йышăнмах тиврĕ. Унăн виçине пĕчĕклетесси вара - обществăн тата паянхи власть тытăмĕсен пĕрремĕш тивĕçĕ. Çавăнпа та Чăваш Республикин халăха ĕçпе тивĕçтерекен Патшалăх службин черетлĕ коллеги ларăвĕ Муркашра иртет тесен республика халăха ĕçпе тивĕçтерес пирĕн ĕç-хĕл çине уйрăм тимлĕх уйăрнине ăнлантăмăр.
Коллеги ларăвĕ район администрацийĕн ларусем ирттермелли залĕнче авăн уйăхĕн 19-мĕшĕнче ĕçлерĕ. Ăна Чăваш Республикин халăха ĕçпе тивĕçтерекен Патшалăх службин ертÿçи Сергей Димитриев ертсе пычĕ, вăлах пĕтĕмлетÿ турĕ.
Коллеги ларăвне официаллă уçиччен Сергей Петрович район администрацийĕн пуçлăхĕпе Р. Тимофеевпа тата «Чăваш Республикин халăха ĕçпе тивĕçтерекен Патшалăх службин Муркаш районĕнчи центрĕ» хысна учрежденийĕн директорĕпе И. Димитриевăпа уйрăм предпринимательсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕ. Çак тĕл пулусенче вырăнсенче патшалăх пулăшăвĕпе епле усă курни куç умне туллин тухрĕ.
Пуçлăхсем малтанах район центрĕнче иртнĕ çул вĕçĕнче уçăлнă «Чечексен тĕнчи» суту-илÿ павильонне çитсе курчĕç. Павильон хуçи уйрăм предприниматель Евгений Яковлев район администрацийĕпе Муркаш ял тăрăхĕн администрацийĕ вăхăтра хăйĕн бизнес-планне ырласа йышăнса аталану çулне уçса панине палăртрĕ. Хăйсен ĕçне пуçарма тĕллев лартнă мăшăра - Ольгăпа Евгений Яковлевсене - ĕçпе тивĕçтерекен центр урлă патшалăх пулăшăвне 58,8 пин тенкĕ укçа илни тĕкĕ панă. Çамрăк мăшăр хăйсен ĕçне пуçарнипе пĕрлех республикăра инвалидсене тата нумай ачаллă амăшĕсене ĕçпе тивĕçтерессипе ĕçлекен тĕллевлĕ программăпа килĕшÿллĕн Çатракассинче пурăнакан нумай ачаллă Алина Семеновăна чечексем сутма ĕçе вырнаçтарнă.
- Патшалăх тимлĕх уйăрнине хамăр çинче сисетпĕр. Тавах уншăн. Чечексемпе ĕçлесси вара - манăн чун туртнă ĕç. Вĕсемпе калаçма пĕлмелле. Çак илемпе çыхăну тытсан чун уçăлать, йывăрлăх иртет, ырă ĕмĕт вăй илет. Çынсем пирĕн патăмăртан чечексем туянса тухса кайнă чух тав сăмахĕ калани эпир тĕрĕс çул çинчине çирĕплетет, - сăмахларĕ Алина Викентьевна черетлĕ тавар туянакана чечек çыххи суйлама пулăшнă май.
Павильон тăхăр уйăх çеç ĕçлет пулин те, халăх хушшинче ырă ята тивĕçнĕ.
- Муркаш салине чечексемпе илемлетес ĕçе кăçал Яковлевсем пысăк тÿпе хыврĕç. Халăхăмăр илем патне туртăннине ырламалла кăна. Çак тăрăшулăх пирĕн малашне те çухалмасса ĕненес килет, - предпринимателĕн пултарулăхне палăртса каларĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев.
Кунта «Чăваш Республикин халăха ĕçпе тивĕçтерекен Патшалăх службин Муркаш районĕнчи центрĕ» хысна учрежденийĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарса хăварни вырăнлă пулмалла. Чăваш Республикинче халăха ĕçпе тивĕçтерессипе 2011 - 2013 çулсем валли пăхса хăварнă ведомствăлла тĕллевлĕ программăпа килĕшÿллĕн Муркаш енре вăхăтлăх тата тăтăш ĕç вырăнĕпе кăçалхи 8 уйăх хушшинче çеç 803 çынна тивĕçтернĕ. Ĕçлемен инвалидсене тата нумай ачаллă амăшсене ĕçпе тивĕçтерме пăхакан республикăри тĕллевлĕ программăна кĕрсе районти ĕçпе тивĕçтерекен центр кăçал çеç пĕр инвалида тата нумай ачаллă икĕ амăшне ĕç тупса панă.
- Ĕçлекен çынна патшалăх та пулăшать. Тăрăшакана пулăшма та кăмăллă. Акă Ольгăпа Евгений Яковлевсем килти хушма хуçалăхра чечек калчисем туса сутассине йĕркелени - çемьешĕн çеç мар, районшăн та тĕкĕ. Çемье икĕ теплицăра сухан, хăяр ÿстерсе сутă туни ял çыннишĕн хушма ĕç вырăнĕ, тупăш çăл куçĕ, - терĕ С. Димитриев «Никита» автовокзалăн иккĕмĕш хутĕнче вырнаçнă «Ваш стиль» парикмахерскине çул тытнă май.
Парикмахерски пирки калаçнă чух та унăн хуçи патшалăх пулăшăвĕпе тĕллевлĕ усă курни пĕрремĕш вырăнта. Чуманкасси ял тăрăхĕнчи Отарккă ялĕнче пурăнакан Надежда Захарова ĕçпе тивĕçтерекен центр урлă парикмахер пĕлĕвне илнĕ. Патшалăх пулăшăвĕпе усă курса (58,8 пин тенкĕ) 2011 çулта Надежда Ивановна тăван ялтах парикмахерски уçать. Ĕçлекен аталансах пырать. Кăшт вăхăт иртсен вăл хăйĕн бизнесне Муркаша куçарать.
- Ĕçпе тивĕçтерекен центр бизнес çулне уçма пулăшнишĕн савăнатăп паян. Кĕçех çак центр урлă парикмахера вĕреннĕ тепĕр хĕрарăм мана пулăшма килмелле. Çапла вара аталану çулĕ уçăлсах пырать тесе шутлатăп, - терĕ хăнасене ĕç вăхăтĕнче кĕтсе илнĕ Н. Захарова.
Патшалăх пулăшăвĕ вăл е ку сăлтава пула ĕçсĕр юлнă çынсене ĕçпе тивĕçтерес тĕлĕшпе пысăккине çак хисеп те кăтартать. 2013 çул валли ĕçсĕрлĕхпе пособисем тÿлеме тата ĕçсĕр граждансене професси илнĕ вăхăтра стипенди тÿлеме федераци бюджетĕнчен 2122453,0 тенкĕ уйăрнă пулсан, районта 1085065,98 тенкипе усă курнă.
Ĕçпе тивĕçтерекен районти центра çак енпе активлăх кăтартма республика бюджетĕнчен 1496810,55 тенкĕ тата инвалидсемпе нумай ачаллă ашшĕ-амăшĕсене, инвалид ачасене пăхакансене ĕçпе тивĕçтерме республикăн 2013 - 2015 çулсем валли пăхнă тĕллевлĕ программипе килĕшÿллĕн 134000,0 тенкĕ уйăрнă.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"