02 июля 2013 г.
Тăван тавралăха варалассипе çынсем чикĕ хĕрнех тухрĕç темелле - кунтан ытла варалама май та çук ĕнтĕ!
Пĕлтĕр сентябрьте Свердловск облаçне каяс умĕн хамăрăн пахча хыçĕнче эпир тасатса хăварнăччĕ. Каялла таврăннă чух (Хусан урлă килетпĕр) Чăваш Ен тăрăхне кĕрсен тивĕçлипех унăн тасалăхне курса мăнаçлантăмăр. Муркаша çитсен вара çав мăнаçлăх пĕтрĕ. Пирĕн пахча хыçĕнче каллех çÿп-çап. Эпир çак тирпейсĕрлĕхпе темиçе çулах кĕрешетпĕр ĕнтĕ. «Çÿп-çап пăрахма юрамасть!» тесе калакан табличка çапса хутăмăр. Общество шухăшĕ çине суракан çынсем пурри вара йĕрĕнтерет. Кĕскен каласан пылчăкран тухасшăн та мар, нимĕн те ăнланасшăн та мар. Эпĕ пĕлнĕ тăрăх ялсенчен çÿп-çап машинăпа турттарса тухассине йĕркеленĕ. Пирĕн урамра (Колхозная) урна çук - ку та çивĕч ыйту. Апла пулин те çынсен совĕç тени те пачах çук-ши;
Татах хушса калам-ха. Пирĕн пахча хыçĕнче çырма урлă Андреев ячĕпе хисепленекен хуçалăх сачĕ ешерет. Çавăнта «канакан» çынсем эрех ĕçмесĕр канма пĕлмеççĕ. Юрĕ тейĕпĕр, канаççĕ, кашнин хăйĕн ирĕкĕ. Анчах çав «канусем» хыççăн каллех çÿп-çап выртса юлать. Çакăнпа пĕрлех тавралăх илемĕпе киленсе кăмăла хăпартасси пирки сăмах та пĕтет. Ку темиçе çулах пырать ĕнтĕ. Çак вырăнта хăй вăхăтĕнче (Андреев вăхăтĕнче) çĕр улми упрамалли траншея пулнă. Çав траншейăна çÿп-çап пăрахса тултарчĕç, пĕлтĕр вара ăна çĕрпе хупласа хучĕç. Питĕ пахалăхсăр пурнăçларĕç çакна... Халĕ çав вырăна каллех çÿп-çап пăрахакансем тупăнчĕç. Çакна кам чарĕ-ши; Тепĕр тесен районта контрольлекен органсем сахал мар, вĕсем хăйсен ĕçне пурнăçлаççĕ-и;
Çут çанталăк хăйĕн çуллахи вăхăчĕпе çынна уйрăмах чылай савăнăç кÿрет, пирĕн те пархатарлăрах пуласчĕ, тавралăха варалас марччĕ, таса совеçлĕ пуласчĕ. Тавралăхра çакăн пек свалкăсем туни ял-йышри хутшăнусене те пăсма пултарать. Ку вара пачах та лайăх пулăм мар.
В. Мастеров, ĕç ветеранĕ.
Çак çырăва пичете хатĕрленĕ вăхăтра вырăна кайса килтĕмĕр. Асăннă çыру хуçин пахчи хыçĕнче чăнах та «Мусор не бросать!» текен табличка пур. Кунти айлăмра вара çÿп-çап тесех те калас килмест - каснă туратсем пăрахса тултарнă, вĕсен айĕнче цементран пушаннă михĕсем палăраççĕ. Вĕсене пăрахакансем хăйсене валли меллĕ вырăн тупнă та, ытти пирки, паллах, шутламан та. Кунти çырма кама интереслентĕр ĕнтĕ, вĕсен вара кил картишĕнче пуринчен те тирпейлĕрех пулса тăнă пулĕ...
Новая Колхозная, Колхозная урамсенче иртнĕ эрнере шăпах урамри çÿп-çапа михĕсене тултарса хуни те куçа курăнчĕ - пĕр ик-виçĕ кил урлă - михĕ купи (сăн ÿкерчĕкре). Муркаш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ С. Ермолаев каланă тăрăх «Моргаушское» пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх иртнĕ эрнере çынсем пуçтарнă çÿп-çапа (Ред.: кил картишĕсенчен те илсе тухмасăр пулман ĕнтĕ, мĕншĕн тесен урамра кăна ун чухлĕ çÿп-çап пулма пултараймасть) иртнĕ канмалли кунсенче турттарса тухма пулнă. Анчах та канмалли кунсенче ЖКХ ĕçченĕсен Муркашра кĕтмен çĕртен тухнă аварие сирессипе тимлеме тивнĕ. Çавăнпа та «Моргаушское» ЖКХ директорĕ С. Тимофеев çÿп-çапа çак урамсенчен тата Чапаев урамĕнчен тунти-ытлари кун турттарса тухассине пĕлтерчĕ.
Çырура урна пирки каланине ял тăрăхĕн пуçлăхне комментари пама ыйтрăмăр. Нумай хваттерлĕ çуртсем умĕнче вырнаçтарнă урнăсенчен çÿп-çап турттарса тухнăшăн тÿлекен укçана коммуналлă услугăсемшĕн тÿлекен укçа суммине кĕртнĕ. Çапла вара ялти урамра урна лартас тесен урамри çынсен хăйсен те тăрăшмалла. Акă Колхозная урамра пурăнакан пĕр арçын вĕсен урамĕнчен çуркуннеренпе иккĕмĕш хут çÿп-çап турттарса тухнипе кăмăллă. «Укçа тÿлемелле пулсан ыйту çук. Çÿп-çапа ма вырттарас, укçа тÿлетĕп, турттарса кайччăр», - терĕ вăл кĕске калаçура. Апла пулсан пуçарулăх çитерсе тен ку урамсен урна лартасси пирки те ĕç пуçармалла; Тепĕр тесен ял тăрăхĕнчи депутатсен те ĕçлемелле...
«Ырă тĕслĕх Муркашри Набережная, Речная урамсенче пур. Кунта пурăнакансем çÿп-çап турттарса тухма ЖКХ-па килĕшÿ тунă, укçа тÿлеççĕ. Кивелсе пыракан урнăсене те хăйсен вăйĕпех юсаççĕ. Электричествăпа, шывпа усă курнăшăн укçа тÿлетпĕр-çке. Çÿп-çап турттарса тухни те - çакăн евĕр услуга», - пуçаруллисенчен тĕслĕх илме май пуррине палăртать С. Ермолаев.
Çыру авторĕпе вара килĕшмелле: тирпейлĕх хамăртан пуçланать.