Территориальный отдел "Моргаушский" Управления по благоустройству и развитию территорий ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Скутер, мопед - хăрушă «тетте»

31 мая 2013 г.

Çуркунне вăй илсе пырать кăна-ха, апла пулин  те мотоскутерсемпе тата мопедсемпе çÿрекенсем кĕске вăхăтрах нумайланчĕç. Вĕсем вара çул-йĕр çинче сахал мар кăткăс лару-тăру туса хураççĕ. Уйрăмах 16 çул тултарман ачасем. Вĕсен саккунпа килĕшÿллĕн скутер рулĕ умне ларма юрамасть. Укçа-тенкĕ енчен аптраман ашшĕ-амăшĕсем вара ачасене çак хăрушă «теттене» илсе пама хавас.

Шел пулин те, ачасем кăна мар, аслисем те мопед е скутер рулĕ умне 16 çул тултарманнисен ларма юраманнине пурте пĕлмеççĕ. Çул-йĕр хăрушсăрлăх правилисенче вара çак пункта ахальтен шутласа кăларман. Çамрăксем çул-йĕр хăрушсăрлăх правилисене пĕлмеççĕ, вĕсен çак транспорт хатĕрĕпе çÿреме опычĕ те çук, çитменнине  вĕсем мĕнле хăрушлăх тухса тăнине те чухламаççĕ. Çавăнпах ĕнтĕ скутерпа е мопедпа çÿрекенсем (мотоблокпа, велосипедпа çула тухакансем те) аварие лекнĕ тĕслĕхсем çулсеренех нумайланаççĕ. 

Аслисем хăйсен сывлăхĕпе пурнăçĕшĕн хăйсем ответлă пулсан, ачасемшĕн ашшĕ-амăшĕ ответлă пулса тăрать. Çавăнпа та ачана мопед е скутер туянас умĕн тĕплĕ шухăшламалла. Çул-йĕр хăрушсăрлăх правилисенче скутер тенĕ ăнлав çук, вĕсене мопедпа танлаштарнă. Ку шута çакна майлă ытти транспорт хатĕрне те кĕртнĕ: двигателĕн ĕç калăпăшĕ 50 кубла сантиметртан ытла мар, хăвăртлăхĕ - сехетре 50 çухрăмран ытла мар.

Скутер туянасси ыйту кăларса тăратмасть - ăна ГИБДД-ра та регистрацилемелле мар, унпа çÿреме те ятарлă права кирлĕ мар. Нихăш ашшĕ-амăшĕ те унăн ачипе мĕн те пулин хăрушши пуласса шутламасть, паллах. Анчах та хаçат-журналсенче çыракан, радио-телевизорпа, Интернетра кăтартакан аварисем - чăн пулнисем. Çак транспортпа пулса иртнĕ аварисенчен 95 проценчĕ скутер водителĕн е унăн пассажирĕн вилĕмĕпе вĕçленет.

Скутер правилăсене пăхăннине кăна юратать. Мĕншĕн тесен сехетре 40-50 çухрăм хăвăртлăхпа кăна каять пулсан та вилмеллех суранланма пулать. Çавăнпа та мокик, скутер, мопед рулĕ умне 16 çул тултармасăр лармалла мар, çула тухиччен шлем тăхăнмалла, ăна кирлĕ пек çыхмалла, çулăн сылтăм енче хĕррипе кăна каймалла, ытти транспортшăн та, çуран çÿрекенсемшĕн те çак транспортăн пăтăрмах пулса тăмалла мар.

Эпир вара паян çул çинче час-часах ачасене асăрхатпăр. Çавăнпа та ашшĕ-амăшĕсене тепĕр хут асăрхаттарса ыйтса калатпăр: 16 çул тултарман ачасене скутер-мопед туянса ан парăр, çак транспорт çинче вĕсене пассажир пулса ярăнтарма та васкамалла мар.

С. Иванов, патшалăх çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекцийĕн районти уйрăмĕн пуçлăхĕ.

 

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика