31 мая 2013 г.
Вун пĕрмĕш çул ĕнтĕ майăн 1-мĕшĕ Муркашсемшĕн Çуркуннепе Ĕç уявĕ кăна мар, спорт уявĕ те. Шăпах çак кун пирĕн районта çуллахи спорт сезонне уçасси ырă йăлара. Çулсеренех иртекен çăмăл атлетика эстафетине хутшăнакансен йышĕ пĕчĕкленменни вара кашни çулах ăмăртăва хутшăнакансене те, ăна сăнакансене те хавхалантарать. Çакна палăртса район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев тата Муркаш райпо канашĕн председателĕ Б. Андреев уява пухăннисене саламласа ĕçре те, спортра та ăнăçусем сунчĕç. Эстафета райпо парнисемпе кубокĕсене çĕнсе илессишĕн иртрĕ, çавна май райпо хаклă парне чылай хатĕрленипе пĕрлех вĕри апатлану та йĕркеленĕ.
Ачасене нумай кĕттерес мар тесе малтанах çемьесене старта тăратрĕç. 10 çулчченхи ачипе пĕрле ашшĕ-амăшĕнчен тăракан командăсем дистанцие ыттисенчен малтан тĕрĕсленĕрен ытларах та хумханчĕç пулĕ. Анчах та финиш нумай кĕттермерĕ: Муркаш ял тăрăхĕнчи Смирновсен çемйи унта пĕрремĕш çитрĕ, вĕсем хыççăн - Йÿçкасси ял тăрăхĕнчи Романовсем, Муркаш ял тăрăхĕнчи Лоцмановсем виççĕмĕш пулчĕç.
Хыççăн пурте ветерансен хастарлăхне пăхса киленчĕç. Чăнах та ветеран тени уйрăмах спортра ватă тенине пĕлтермест. Кунта малти вырăнсене Шетмĕпуç ял тăрăхĕнчи Владимир Ивановпа «Моргаушская» МСО-ра вăй хуракан Тамара Миронова çĕнсе илчĕç. МСО ĕçченĕсем çак кун уява йышлăн пухăннăччĕ, ĕçтешĕн çĕнтерĕвĕнче вĕсем хавхалантарнин тÿпи те пулчĕ паллах. Ку ÿсĕмре Йÿçкасси ял тăрăхĕнчи П. Васильевпа И. Платонов тата Р. Любимовăпа В. Суворова та палăрчĕç.
Ăмăртăва хутшăннă чи аслă çулхи ветеран Юрий Спаскин та ятарлă парнене тивĕçрĕ. Чи кĕçĕн çулхи хутшăнаканăн, Муркаш ял тăрăхĕнчи Ирина Смирновăн вара киле тем пысăкăш çăмăл тетте йăтса кайма «тиврĕ».
Аслăрах ÿсĕмри ачасемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕсен эстафети те хаваслă иртрĕ. Хорнуй ял тăрăхĕнчи Васильевсен çемйи хăвăртлăхпа палăрчĕ. Иккĕмĕш вырăна Çатракасси ял тăрăхĕнчи Григорьевсем тухрĕç, виççĕмĕш вырăна - Муркашри Беловсем.
Чи массăллă стартсем паллах шкул ачисен пулчĕç. Малтан тĕп шкулсен командисем, хыççăн вăтам шкулсем ăмăртрĕç. Кам кашни кун хатĕрленет, кам хутран-ситрен - кунта пĕтĕмпех палăрчĕ. Ахальтен каламаççĕ ĕнтĕ спортра та ĕçлеслĕх Тур панинчен пысăкрах пĕлтерĕшлĕ тесе. Ярапайкассинчи вăтам шкулти физкультура учителĕ, ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн тренер-преподавателĕ Э. Гордеев палăртнă тăрăх вара ачасен кун йĕрки мĕнле пулни те, вĕсен апатланăвĕ пахалăхлă пулни те питĕ пĕлтерĕшлĕ. «Эпир акă ку эстафетăра иккĕмĕш вырăн йышăнма пултартăмăр. Анчах та командăна паян хĕр ачасем туртса кăларчĕç тесен те йăнăш пулмасть», - пĕлтерчĕ пысăк опытлă тренер. Малти вырăна вара Калайкассинчи вăтам шкулăн команди тухрĕ. Кубока виççĕмĕш çул çĕнсе илнĕрен вĕсем ăна яланлăхах хăварма пултарчĕç. Вăтам шкулсенчен виççĕмĕш вырăна Çатракассисем тухрĕç.
Тĕп шкулсен командисенчен Шетмĕпуçсем мала тухнипе вара нумайăшĕ кăмăллă пулчĕ. Вĕсем те кубока хăйсенче яланлăха хăварма пултарчĕç. Физкультура учителĕ С. Степанов ăмăрту умĕнхи эрнесенче пушара пула тренировкăсем ирттерме май килменнине палăртнипе пĕрлех ачасем маттуррине те пĕлтерчĕ. Ку ушкăнра иккĕмĕш вырăна Сосновкăсем, виççĕмĕш вырăна Кашмашсем тухрĕç.
Ĕç коллективĕсем вара, шел пулин те, эстафетăна нумаййăн хутшăнмарĕç. Апла пулин те вĕсем хушшинче те тупăшу хĕрÿ иртрĕ. «Свобода» хуçалăхăн команди мала тухрĕ, шалти ĕçсен пайĕн районти уйрăмĕ - иккĕмĕш, «Сывлăх» ФСК команди - виççĕмĕш.
Ку эстафета хаваслă та интереслĕ иртрĕ, малта вара çуллахи сезонăн чылай ăмăртăвĕ кĕтет.
Н. Николаева.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"